Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршĕн явап тытма вăхăт

30 августа 2012 г.

 

Çĕршĕн хăй вăхăтĕнче вăрçăсем пуçланнă. Хаклă пурлăх пулнă май çĕр паян та илĕртÿллĕ. Çав шутра - ултавлă майпа укçа тума ăнтăлакан тĕрлĕ йăх-яхшăн та. Ыйту çивĕччи куç кĕрет. Шăпах çавăнпа «çĕр ыйтăвне» республика Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ. Тĕрĕссипе, вăл канашлăвăн тĕп ыйтăвĕ пулчĕ темелле.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва уçнă май патшалăх пурлăхне тĕлли-паллисĕр салатнă вăхăт иртни, паян ку енĕпе саккунсене пăхăнмалли пирки каларĕ. Шел, хуçасăрлăха влаç тытăмĕнчи çынсем те çул параççĕ. Çавна май Михаил Васильевич çаплах ыйтрĕ: «Коррупципе кĕрешес енĕпе эпир яланах çине тăратпăр-и?» Хăех хуравларĕ: «Яланах мар. Анчах вăл е ку енĕпе шанчăкран тухнисемпе пĕр шелсĕр сыв пуллашăпăр. Çакă - манăн принциплă позици». Вăл палăртнă тăрăх - çĕр-шыв ертÿçисем республикăна коррупципе ăнăçлă кĕрешекен регионсен шутĕнче асăнаççĕ, çапах «эпир вăй хуни яланах тивĕçлĕ кăтарту кÿмест».

 

Тивĕçлĕ саккунсем пур, анчах, Михаил Игнатьев шухăшĕпе, вĕсемпе усă курасси уксахлать. Ултавçăсем вара ăна-кăна пĕлеççĕ: саккунпа мĕн тума чарман - çавна тума ирĕк панă. Чылай чух хайхискерсене явап тыттарасси те чăрмавлă. Михаил Васильевич çĕр лаптăкĕсене йÿнĕпе туянса-пухса кайран хаклăпа ярăнтаракансем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем пулмалли çинчен пайăррăн каларĕ. Вĕсене Шупашкар, Муркаш районĕсенчи, Атăл хĕрринчи çĕрсем уйрăмах илĕртеççĕ. Ултавлă схемăсемпе усă курса çав лаптăксене харпăрлăха çавăрса илмелли майсем тупаççĕ. Çав çĕрсем республикăна та кирлĕ: çулсем, ытти объект тума - вĕсене вара питĕ хаклă тÿлесе туянма тивет.

 

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн Светлана Енилинăн доклачĕ Михаил Васильевич сăмахĕсене пайăр тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Темиçе кун маларах ирттернĕ пресс-конференцире министр çав тĕслĕхсенчен чылайăшĕ пирки каласа пама ĕлкĕрнĕччĕ, çавна май тепĕр хут тĕплĕн чарăнса тăни кирлĕ мар-тăр. Çапах ларура çĕр пирки çивĕч калаçу пулнине палăртмаллах.

 

Ултавçăсем çĕре унпа усă курмалли меле улăштарса ярса илнĕ тĕслĕх нумай. Калăпăр, лаптăк ял хуçалăх тĕллевĕллĕ. Унашкалли, паллах, йÿнĕ. Кусем вара çĕр тĕллевне улăштараççĕ - «дача валли». Кайран вара лаптăка ваклаççĕ те сутса пĕтереççĕ. Ял хуçалăх çĕрĕ çинче çурт-йĕр çĕклеме юрамасть - çавăнпа вăл йÿнĕрех. Дача валли куçарсан вара - тархасшăн, çурт-йĕр ту. Кун пек чух, паллă, хак та тÿрех хăпарса каять. Шупашкар районĕнче пулнă пĕр тĕслĕхре чее çынсем ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 19 гектар çĕре пĕтĕмпе те 1,2 пин тенкĕлле туяннă. Кайран ăна дача валли куçарса пĕчĕк лаптăксене пайланă - халь соткине 50 пин тенкĕлле сутаççĕ.

 

Ватă, ăна-кăна чухламан çынсен çĕрĕсене ярса илеççĕ. Ячĕшĕн тÿлем пек тăваççĕ те... Светлана Александровна пĕр çын 159 лаптăк туянма мехел çитернине те палăртрĕ. Хайхи 19 гектара питĕ йÿнĕпе туяннă йышши тĕслĕхсенче ултавçăсем налуксенчен пăрăнни те куç кĕрет - Михаил Игнатьев çакна та шута илме сĕнчĕ. 19 гектар - 1900 сотка... Республика Пуçлăхĕ чеескерсен тупăшне çĕрĕн рынок хакĕпе виçсе часах шутласа палăртрĕ - 100 млн тенкĕ патнелле! «Вĕсем пиртен йĕкĕлтесе кулаççĕ ĕнтĕ - ним тумасăрах укçа çапаççĕ вĕт. Вырăнти влаçсем ăçта пăхаççĕ? Мĕншĕн тĕрĕслесе тăмастпăр?» - калаçăва тăсрĕ вăл.

 

Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, çак должноçа нумаях пулмасть килнĕскер, çаплах палăртрĕ: кăçалччен çĕрсемпе мĕнле тĕллевпе усă курнине тĕпчесе пĕр тĕрĕслев те ирттермен иккен - «пĕр акт та çук». Нумай йышăнăва администрацире пай ертÿçинче ĕçленĕ çын алă пуснă, унăн ĕçрен кайма тивнĕ. «Ăна мĕнле шаннă-ха? - тĕлĕнчĕ Михаил Игнатьев. - Совет вăхăтĕнче валеçнĕ, пушă выртакан дача лаптăкĕ мĕн чухлĕ! Кунта вара ял хуçалăх çĕрĕсене каллех дачăсем тумашкăн уйăрмалли йышăнусене алă пусаççĕ! Тĕлĕнмелле!»

 

Шупашкар районĕн çĕрĕсем пирки те пайăр калаçу пулчĕ - администраци пуçлăхĕн Георгий Егоровăн чылай ыйтăва хуравлама тиврĕ. Тепĕр тесен ун пирки те çак должноçри çĕнĕ çын темелле. Георгий Иванович мĕн чухлĕ çĕр сутăннине цифрăсемпе палăртнă май кăçал çĕр лаптăкĕсен хакне пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах тунине палăртрĕ. Çийĕнчен тепĕр самант çинче чарăнса тăчĕ: çĕнĕрен йĕркеленнĕ организацисене саккунпа килĕшÿллĕн пĕр вăхăт тĕрĕслеме юрамасть иккен. Районта вара унашкаллисем, ятне улăштарнă фирма-компани, чылай - тĕрĕслев айккинче юлаççĕ. Михаил Игнатьев тĕрĕслемешкĕн майсем тупмалли çинчен каларĕ. Çĕрпе мĕнле усă курни пирки çăхавсем пур тăк - тĕрĕслеме пулать, прокуратурăна явăçтарсах.

 

Çапах çĕр лаптăкĕсен суту-илĕвĕпе çыхăннă ултавлă ĕç-пуçшăн вăл е ку çынна явап тыттарнă тĕслĕх нумай тесе калаймăн. Çакна шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев та палăртрĕ. Нумай тĕслĕх, унăн шухăшĕпе, граждан тавлашăвĕн шайĕнче. Чăн та, Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕпе çыхăннă тĕслĕхе полици тĕплĕ тĕрĕслет-мĕн.

 

Республика прокурорĕ Владимир Метелин та калаçуран пăрăнмарĕ. Лару-тăру мĕншĕн çивĕч? Прокурор шухăшĕпе - çĕр çинчен калакан саккунсем ытла та либераллă. «Çак саккунсем - саккуна пăхăнакан çынсем валли, - терĕ Владимир Георгиевич. - Шел те, саккуна пăхăнманнисем те йышлă. Çийĕнчен пĕтĕмпех сăнаса тăма пĕртте çăмăл мар: çĕре пайлаççĕ, паян пĕр хуçаччĕ - ыран темиçен... Çавăнпа та тĕрлĕ тытăмăн пĕрле ĕçлемелле - тĕрĕслевсем ирттермелле, саккунсăр ярса илнĕ лаптăксене туртса илмелле. Йĕркене пăсакансем хăйсене ытла та хăтлă ан туйччăр - ку хăйне евĕр профилактика та пулĕ».

 

«Çакăнпа, эпир мĕнле ĕçленипе, халăх влаçа шанасси тÿрремĕнех çыхăннă», - терĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Çĕр тĕлĕшпе йĕрке пулмаллах - республика ертÿлĕхĕ ку енĕпе çине тăрас тĕллевли куç кĕрет.

 

 

  

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика