28 августа 2012 г.
Патшалăх тата муниципалитет влаçĕн органĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре ĕçе кĕртессишĕн, унпа тĕллевлĕ усă курассишĕн тăрăшаççĕ. Ăна пусă çаврăнăшне явăçтарасси мĕнлерех пынипе Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина паллаштарать.
- «Пирĕн саккунсемпе килĕшÿллĕн çĕре ĕçлеттермелле - тухăçлă ĕçлеттермелле. Çĕр - пурнăç тата этем ĕç-хĕлĕн никĕсĕ», - тесе палăртрĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи утă уйăхĕнче федерацин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче, - терĕ Светлана Александровна. - Çĕр ыйтăвĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тĕп вырăна лартать. Лаптăксен харпăрлăх правине регистраци службинче шута илтермеллине, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мĕн пур çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси, уйрăм çын аллине панипе, çавăн пекех патшалăх учрежденийĕсемпе предприятийĕсене уйăрнипе тĕллевлĕн усă курманнине тăрă шыв çине кăларасси муниципалитетсен тивĕçĕ пулнине палăртсах тăрать.
«Çĕр тухăçлăхне ÿстересси - аграрисен пĕрремĕш тĕллевĕ», - тенĕ Михаил Васильевич 2011 çул валли Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла!» Çырăвĕнче. «Муниципалитет харпăрлăхĕнчи лаптăксене, çавăн пекех уйрăм çын хуçи пулса тăраканнисене йÿнĕлле туянса хаклăрах сутма памалла мар», - темăна малалла тăснă республика Пуçлăхĕ 2012 çул валли янă «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăвĕнче.
- Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр республикăра миçе гектар? Унăн тухăçлăхĕ çинчен мĕн калатăр?
- Ял хуçалăх министерстви шутланă тăрăх - кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 1011,5 пин гектар. Çав шутра сухалаканни-акаканни, кĕтÿ çÿретмелли, улăх-çаран - 938,1 пин /92,7%/, сухалаканни-акаканни чылай ытларах - 810,9 пин /78,3%/. Пĕтĕмпех ку е ял хуçалăх организацийĕсен, предприятийĕсен, учрежденийĕсен харпăрлăхĕ, е вĕсем çĕре тара илни. Шел те, хуçисем пурте унпа тĕллевлĕн усă курмаççĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне пусă çаврăнăшне кĕртменнине 29,8 пин гектар шута илнĕ.
- Пĕр пайĕ - хăй вăхăтĕнче колхозсенчен илсе пани. Унăн харпăрлăхçи - пайçăсен ушкăнĕ. Кунта кĕрекенсем - ытларах аслăрах çултисем. Лаптăкран ял хуçалăх культурисем туса илеймеççĕ. Çĕр çинче вăй хума кăмăл çукран мар, хал çитменрен ака-суха тăваймаççĕ. Вĕсене мĕн сĕнетĕр?
- Харпăрлăхçăн е тара илнĕ çыннăн анана ĕçе кĕртме ĕмĕт çук пулсан саккунпа килĕшÿллĕн хуçа правине тавăрса пама ирĕк пур. Çакăн çинчен федерацин 2011 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне явăçтарасси» саккунĕнче ăнлантарнă. Лаптăка пăрахмалли йĕркене ансатлатнă.
Пая урăх хуçана парас пирки Федерацин регистраци кадастр тата картографи патшалăх службин республикăри управленине çыру çитермелле. Харпăрлăх правине унта шута илменнисен малтан регистраци витĕр тухмалла. Çырупа пĕрле ана хуçине палăртакан правăна çирĕплетекен документ пулмалла. Управлени çынран харпăрлăхçă правине илнине шута кĕртсе палăртнипе пĕрлех вырăнти хăй тытăмлăх органĕн çав лаптăк тĕлĕшпе хуçа прави вăя кĕрет. Муниципалитетсене тавăракансенчен пошлина тытмаççĕ.
- Пайçăн çĕре сутас шухăш тĕвĕленет тейĕпĕр. Кун пек чухне унăн мĕн тумалла?
- Çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕн, уйрăммăн илсен Чăваш Республикин ăна чи малтан туянмалли правине çирĕплетнĕ. Çавăнпа çыннăн лаптăка е пĕр пайне сутлăха кăлариччен ăна сутасси çинчен Чăваш Енĕн Министрсен Кабинетне çырупа пĕлтермелле. Унта ана хакне, калăпăшне, ял тăрăхĕнче ăçта вырнаçнине, хăçанччен сутассине палăртмалла. Республикăн ĕç тăвакан органĕ çĕре туянма йышăнсан çын Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствипе ăна сутасси пирки килĕшÿ тăвать. Чăваш Ен туянма килĕшменнине вырăна хурав ярса хыпарласан хуçа çулталăк иртиччен лаптăка Правительствăна сĕннĕ хакран йÿнĕ мар сутма пултарать. Вăл каярахпа Министрсен Кабинетне çитернĕ çырура палăртнă хакран йÿнĕрех сутасшăн пулсан пĕр-пĕр çынна сĕниччен каллех çĕнĕ хака Правительствăна пĕлтермелле.
- Саккуна пăсакансене мĕн кĕтет?
- Вĕсен суту-илĕвĕ ним вырăнне те тăмасть. Унăн тапхăрĕсем вăйра тăмаççĕ.
- Çакна тĕслĕхпе çирĕплетмĕр-ши?
- Министерство «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăва пурнăçа кĕртсе çĕр хутшăнăвĕсен енĕпе вун-вун çитменлĕхе тăрă шыв çине кăларчĕ. Хăй тивĕçĕн картинче патшалăхпа граждансен прависене суд ларăвĕсенче хÿтĕлерĕ.
Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене тишкерсен саккуна ытларах харпăрлăхçăсен шаннă çыннисем пăсни курăнать. Лаптăксене йÿнĕлле туянса хаклă сутакансем хăйсен тĕллевне пурнăçлассишĕн кирек хăш майпа та усă кураççĕ. Пĕччен пурăнакан ватă çынсене шыраса тупаççĕ те вĕсемшĕн «ырă ĕç» тума пулаççĕ. Ячĕшĕн кил хуçи пач тĕшмĕртмен хак лартаççĕ. Ял хуçалăх производствинче усă курассишĕн мар, хулăн кĕсьеллĕ çынсене сутса пысăк тупăш тăвассишĕн. Пилĕк хуçмасăр пуяс текенсем саккуна пăсасран хăрамаççĕ, намăс мĕнне пĕлмеççĕ. Сăмахран, Сĕнтĕрвăрри районĕнче лаптăка сутма шантарнăскер вилнĕ çыннăнне ярăнтарнă. Леш тĕнчене кайнăскерĕн ачисемпе, тăванĕсемпе тĕл пулса калаçман, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлмен, çĕр сутни çинчен влаç органне систермен. Автансăр яла кайни пурăннă чухне сутуçа ана сутма шаннă. Пысăк услам тума ĕмĕтленнĕскере çапла капкăна çаклатрăмăр. Республика хăй çак лаптăка туянасшăнччĕ. Çавăнпа унăн еткерçине шыраса тупрăмăр. Вăл Мари Эл республикинче пурăнать. Çĕре ун çине çыртарас, Чăваш Ене сутас ыйтăва сÿтсе явма ăна министерствăна пыма сĕнтĕмĕр. Унран лаптăка темиçе уйăх каялла сутнине пĕлтĕмĕр. Çийĕнчех суда тавăç тăратрăмăр. Вăл министерство майлă йышăну кăларчĕ.
- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тухăçлă усă курманшăн хытă критиклерĕ. Сăмах хăш харпăрлăхçă е арендатор пирки пырать?
- Муркаш район администрацийĕ темиçе çул каялла «Кадикасинский» кооператива ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пысăк лаптăк - 118 гектар - тара панă. Администрацин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕ çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн унпа мĕнлерех усă курнине тĕрĕслесе тăмалла, ăна пусă çаврăнăшне кĕртмесен тивĕçлĕ йышăну кăлармалла пулнă. Анчах район тата ял администрацийĕсем тĕрĕслемен. Кооператив лаптăкăн пĕр пайĕнче кăна сухаласа акнă. Администраци виçĕ çул иртсен унпа суту-илÿ килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев хуçалăха пырса кайсан кăна пĕтĕм анана сухаланă. Чăваш Республикин Арбитраж сучĕ çурлан 7-мĕшĕнче район администрацийĕпе кооператив хушшинче çирĕплетнĕ суту-илÿ килĕшĕвĕ саккунлă мар тесе йышăннă. Çапла вара хуçалăх çĕр лаптăкĕсен харпăрлăх правине çухатнă. Суту-илÿ килĕшĕвне Уголовлă кодекс тĕлĕшĕнчен хак пама ĕçе тивĕçлĕ органа ярса панă.
Источник: "Хыпар"