Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туллин усă куратăн - тупăшлă пулатăн

30 ноября 2011 г.

 

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Чăваш наци музейĕнче журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ, предприятисем патшалăх пурлăхĕпе епле усă курни çинчен каласа пачĕ.

 

Чăваш Республикинчи 9 пин ытла куçми тата 2,5 пин ытла куçакан пурлăх объекчĕ, 15,7 пин гектар йышăнакан 1746 çĕр лаптăкĕ патшалăх пурлăхĕ шутланаççĕ. Пĕтĕм объектăн 25 проценчĕпе патшалăх учрежденийĕсем усă кураççĕ, 18 процентне патшалăх унитари предприятийĕсемпе /ПУП/ хысна унитари предприятийĕсен /ХУП/ çумне çирĕплетнĕ, 57% - республика хыснинче /55 процентне арендăна панă, иккĕшĕнпе тÿлевсĕр усă кураççĕ/.

Куçми пурлăхăн 53% газ хуçалăхĕн объекчĕсем шутланаççĕ.

ЧР патшалăх пурлăхĕпе юридици сăпачĕллĕ 517 тытăм усă курать, вăл шутра - 27 ПУП, 3 ХУП.

«Чăвашавтотранс», «Биологин тасатакан сооруженийĕсем», «Фармаци» предприятисем - чи пысăк ПУПсем.

Чăваш Ен 41 акционер обществин акционерĕ те пулса тăрать. «Чăвашавтодор», «Чăваш бройлерĕ», «Чăвашсетьгаз», «Чăвашкредитпромбанк» АУОсене халăх лайăх пĕлет.

ПУПсем таса тупăшăн пĕр пайне республика бюджетне хываççĕ, акционер обществисем - акци дивидентне. ПУПсемпе АУОсем ЧР бюджечĕн тупăшне ÿсĕнме пулăшакан хушма çăл куçсем пулса тăраççĕ. 2010 çулта вĕсем бюджета 25 млн ытла /2009 çулхинчен 1,8 хут нумайрах/ тенкĕ хывнă. «Фармаци» /1387,7 пин тенкĕ/, «Биологин тасатакан сооруженийĕ» /784,6/, «ЧР Апат-çимĕç фончĕ» /301/ предприятисем ыттисенчен ытларах укçа куçарнă.

Обществăсенчен «Чăвашсетьгаз» /10 млн яхăн тенкĕ/, «Чăвашавтодор» /3,7/, Муркашри чăх-чĕп фабрики /500 пин ытла/ АУОсене палăртмалла.

 

ЧР патшалăх пурлăхĕн реестрне 368 патшалăх учрежденине кĕртнĕ, 69-шĕ - автономлă.

 

2011 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика пурлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене категорисем тăрăх çапла уйăрнă:

- халăх пурăнакан вырăнти 2138,6 гектар йышăнакан 1257 çĕр лаптăкĕ*

- промышленноç, энергетика, транспорт, çыхăну, радиохыпарлав, телекурав çурчĕсен вырăнĕнчи 5433 га йышăнакан 354 çĕр лаптăкĕ*

- ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 116 çĕр лаптăкĕ /7998 га/*

- уйрăмах сыхлакан территорири 19 çĕр лаптăкĕ /82,2 га/.

Çав хушăрах çакна палăртмалла:

- 1128 лаптăкпа /7765 га/ патшалăх учрежденийĕсемпе хысна предприятийĕсем усă кураççĕ*

- 203 лаптăкпа /7605,1 га/ - хуçалăх обществисемпе харпăрлă предпринимательсем*

- 415 лаптăкпа /281,7 га/ - ПУПсем.

 

2011 çулхи чÿкĕн 10-мĕшĕ тĕлне министерствăпа 206 килĕшÿ туса пурăнман пÿлĕмсене /57,5 пин тăв.м./ арендăна панă. Çавăн пекех 578 çĕр лаптăкне /7,3 пин га/ арендăна пама 236 килĕшÿ тунă. Патшалăх пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕпе усă курнăшăн ЧР бюджетне 162,6 млн тенкĕ кĕнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртан 42,1% нумайрах. Вăл шутра:

- патшалăх пурлăхне арендăна панăшăн - 71,4 млн тенкĕ*

- çĕр лаптăкĕсемшĕн - 91,2 млн тенкĕ.

Унсăр пуçне патшалăх пурлăхĕ шутланакан тата хуласен таврашĕн чиккинче вырнаçнă çĕрсене арендăна панăшăн ЧР бюджетне 89,6 млн тенкĕ /пĕлтĕрхинчен 29% ытларах/ кĕнĕ.

 

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн пушăн 22-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккун йышăннă. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче нумай ачаллă 1286 çемьене шута илнĕ. Чи йышли Шупашкарта /581/, Çĕнĕ Шупашкарта /112/ тата Шупашкар районĕнче /133/. 680 çемье хăйсем валли çурт-йĕр тăвасшăн. 417-шĕ - хушма хуçалăха аталантарасшăн, 189-шĕ дача валли усă курасшăн.

Муниципалитет пĕрлĕхĕсем 309 çемьене çĕрпе /40,2 га/ тÿлевсĕр усă курма сертификатсем панă.

 

2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсем, формине улăштарсан, массăллă информаци хатĕрĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çуллен туллин пĕлтерсе тăмалла.

Çĕнĕ йышши учрежденисен бюджетран илнĕ укçапа тĕллевлĕн çеç усă курмалла, ĕç укçи ÿстерме хушма тупăш çăл куçĕсене шырамалла. Йышăнакан мерăсем учрежденисене ертсе пыракансен, пĕрле вăй хуракансен пуçарулăхĕпе яваплăхне ÿстерме, бюджет укçипе тухăçлă усă курма пулăшĕ.

 

Çав кун «Агро-Инновацисем» ХУПра, «Çеçпĕл» кинотеатрта, «Чăваш Республикин ипотека корпорацийĕ» АУОра, «Наци музейĕ» бюджет учрежденийĕнче, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» АУОра пултăмăр. Предприятисемпе учрежденисем, обществăсем патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курнине, республика бюджетне хăйсен тÿпине хывнине ĕнентĕмĕр.

 

 

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика