Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пысăк тата пĕчĕк лаптăк

31 августа 2011 г.

 

Ĕнер Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе брифинг ирттерчĕ.

- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне пăхса тухса ырларĕ, - терĕ Светлана Александровна. - Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратма республика Президентне ярса панă.

Министерство çав проекта хальхи вăхăтра вăйра тăракан «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрасси çинчен» саккуна федерацин саккунĕсене кĕртнĕ улшăнусемпе килĕштерес тĕллевпе хатĕрленĕ. Уйрăммăн илсен федерацин 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнчи «Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма пулăшасси çинчен» саккунĕн 16-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» 138-мĕш саккунра тата Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕнче икĕ тата ытларах ача çитĕнтерекен граждансен пурăнмалли уйрăм çурт лартма патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕре аукционри хаклашăва хутшăнмасăрах, пулас çурт-йĕр ăçта вырнаçассине малтан килĕштермесĕрех Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем çирĕплетнĕ йĕркепе тÿлевсĕрех илмелли право пурри çинчен каланă. Федераци саккунĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккунĕнче нумай ачаллă çемьене паракан чи пĕчĕк лаптăк калăпăшне те палăртма сĕннĕ. Çавăнпа министерство икĕ тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене чи пысăк тата чи пĕчĕк çĕр лаптăкĕ мĕн чухлĕ уйăрассине «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрасси çинчен» саккуна кĕртсе палăртас ыйтупа ЧР Министрсен Кабинетне пуçарупа тухнă.

Çапла вара саккун проектĕнче чи пысăк лаптăк калăпăшĕ çавнашкал. Чăваш Республикин патшалăх тата хула округĕсен муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕртен касса панă чухне: пурăнмалли уйрăм çурт тума - 0,1 га, дача хăпартма - 0,1, килти хушма хуçалăха аталантарма - 0,15.

Район муниципалитечĕсен тата ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕнчи çĕртен уйăрнă чухне: пурăнмалли уйрăм çурт тума - 0,15 га, дача хăпартма - 0,15, килти хуçалăха аталантарма - 1,0.

Нумай ачаллă çемьене уйăракан чи пĕчĕк лаптăк калăпăшĕ çакăн пек. Республикăн патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕртен касса панă чухне: пурăнмалли уйрăм çурт тума - 0,05 га, дача хăпартма - 0,05, килти хуçалăха аталантарма - 0,1.

Çавăн пекех «Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма пулăшасси çинчен» саккунĕн 16-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунра икĕ тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем валли пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕн харпăрлăхĕнчи çĕр участокне тепĕр муниципалитет харпăрлăхне куçарма май пурри çинчен те каланă. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсен умне çавнашкал ыйту тухса тăнă. Вĕсен территорийĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр тума çĕр уйăрас тĕлĕшпе лару-тăру çăмăл мар пулин те ыйтăва татса парас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăри нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ илме 148 сертификат панă.

Çавăн пекех министерство «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрасси çинчен» саккунра муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче нумай ачаллă çемьесене шута илмелли тата вĕсене çĕр лаптăкĕ харпăрлăха тÿлевсĕр памалли йĕркесене тĕплĕнрех çырса кăтартма сĕнет.

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика