11 июля 2011 г.
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Шупашкарта, Пичет çуртĕнче, пресс-конференци ирттерчĕ. Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт, дача, килти хушма хуçалăхра хуралтă тума çĕр тÿлевсĕр парасси мĕнлерех пыни çинчен каласа пачĕ.
- Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев кăçалхи пушăн 4-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пусрĕ, - терĕ Светлана Александровна. - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккун йышăнчĕ. Кашни муниципалитет ăна çине тăрсах пурнăçа кĕртет. Утă уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне лаптăк илес текенсен черетне 655 çемьене тăратнă. Шута илнисем хуласенче ытларах: Шупашкарта - 327, Çĕнĕ Шупашкарта - 58. Шупашкар районĕнче - 60 çемье.
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕçе вăйлатас тĕллевпе кăçалхи çĕртме уйăхĕнче РФ Çĕр кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккуна алă пуснă. Малашне патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕре нумай ачаллă çемьесене çурт тума тÿлевсĕр, ăна ăçта лартассипе çыхăннă ыйтăва малтан органсемпе килĕштермесĕр, аукционра суту-илÿ йĕркелемесĕр параççĕ.
Республикăра йышлă ачаллă - 8665, тĕп хулара - 1457, Çĕнĕ Шупашкарта - 332 çемье.
Черете камсене тăратаççĕ-ха? Заявлени çырнă чухне 18 çул тултарман 3 тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене. Ашшĕ-амăшĕн те, ачисен те Раççей Федерацийĕн гражданĕсем пулмалла, Чăваш Енре пурăнмалла. Черете тăма вырăнти хăй тытăмлăх органне заявлени, паспорт, çурални çинчен калакан свидетельство, ытти хăш-пĕр документ кирлĕ. Министр хут ĕçĕ нумай маррине, ял тăрăхĕн, хула округĕн администрацине кĕске хушăра хатĕрлесе памаллине палăртрĕ.
Суд йышăнăвĕпе ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнисене, çăмăллăхпа усă курас текенсен ачисем тĕрлĕ сăлтава пула уйрăм пурăнсан, муниципалитет маларах лаптăк уйăрасси çинчен кăларнă йышăнăва саккунсемпе килĕшсе тăракан сăлтава пула пăрахăçласан списока кĕртмеççĕ. Çĕр ял е хула территорийĕнче, социаллă инфратытăм пур çĕрте, касаççĕ. Кăмăл пуррисем Кавказран е Мускавран килсе черете лекеймеççĕ. «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккунра пурăнмалли çурт, дача, килти хушма хуçалăхра лупас е сарай тума чи пысăк лаптăк мĕн чухлĕ парассине уçăмлă палăртнă. Чи сахал миçе сотка лекессине асăнман. РФ Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн çакна регионсен кăтартмалла. Çавăнпа çывăх вăхăтра «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» саккуна хушăмсем кĕртĕç.
Çемьесен ыйтăвне тивĕçтерес тĕлĕшпе районсенче чăрмав çук. Çĕр çителĕклĕ, ĕç графикпе килĕшÿллĕн пырать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта кăна лаптăкпа тÿрех тивĕçтерме йывăр, мĕншĕн тесен хула округĕсенче пушă çĕр сахал. Хăш-пĕр çемье хăйне уйăрнă лаптăк вырăнĕ тивĕçтерменрен илме килĕшмен. Кун пеккисем валли урăх вырăнта пăхаççĕ. Çапах черетрен кăлармаççĕ, тепĕр çĕрте тупаççĕ. РФ Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсем йышлă ачаллă çемьесене лаптăкпа тивĕçтерме кÿршĕ районсенчен тÿлевсĕрех çĕр ыйтса илме право пур.
Лаптăклă пулнисене пурăнмалли вырăна лайăхлатакансен черетĕнчен кăлараççĕ. Вĕсем пÿрт хăпартнă вăхăтра социаллă программăпа хваттер илеймеççĕ. Нумай ачаллă çемьере ÿснисен мăшăрлансан çак программăна хутшăнма ирĕк пур. Вăл 2016 çулчченхи раштавăн 31-мĕшĕччен тăсăлать.
Саккун мĕнле пурнăçланнине ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви тĕрĕслесе тăрать. Ака уйăхĕнче унта çĕр ыйтăвĕпе заявлени нумай килнĕ. Хальхи вăхăтра çукпа пĕрех. Çăхавсене тĕрĕслеме муниципалитетсене ярса параççĕ. Çивĕч ыйтусене вĕсем татаççĕ. Мĕн пур документа тивĕçлĕ органсем витĕр кăларма çемьесем 200-шер тенкĕ çеç тăкаклаççĕ.
Утăн 5-мĕшĕ тĕлне лаптăк илме ирĕк паракан 109 сертификат /çав шутра пурăнмалли çурт тума - 68, дача лартма - 1, килти хушма хуçалăхра хуралтă тума - 40/ валеçнĕ. Мĕн пур лаптăк 12,5 га йышăнать. Хальлĕхе нумай мар. Заявлени çыракансем çывăх вăхăтра ытларах пуласса шанаççĕ.
Источник: "Хыпар"