Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Светлана ЕНИЛИНА:“Çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла”

22 июня 2011 г.

 

Министр “ÇХ” тата вулакансен ыйтăвĕсене хуравлать.

 

Иваново облаçĕнчи пархатарлă пуçарăва ырласа Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев çĕр-шывăн ытти регионĕнче те нумай ачаллă çемьесене хавхалантарма май тупмалли çинчен каланăччĕ. Унăн сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн виçĕ тата унран ытларах ачаллă мăшăрсене çĕр уйăрса памалла. Çак шухăша каласанах Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев министрсене тивĕçлĕ мерăсем йышăнма, документсем хатĕрлеме хушрĕ. Çапла пăр вырăнтан тапранчĕ. Паянхи кун тĕлне республикăри 53 çемье çĕр лаптăкĕ илме ирĕк паракан сертификатлă пулчĕ, вĕсенчен пысăк пайĕ çурт-хуралтă çĕклеме тĕв тунă, çав вăхăтрах çĕре пахча çимĕç, тыр-пул ÿстерме илнисем те пур. Тĕрĕссипе, дача лартмашкăн та ирĕк параççĕ, анчах хальлĕхе пĕр çемье те унашкал сертификата хапăл туман. Çак çăмăллăхпа мĕнле майпа тивĕçтернине пĕлме тата вулакансен ыйтăвĕсене уçăмлатма ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕпе Светлана ЕНИЛИНĂПА тĕл пултăмăр.

 

- Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: пысăк çемьесене çĕр параççĕ. Республикăри миçе çемье çак çăмăллăхпа усă курайĕ?

- ЧР Президенчĕн Михаил Игнатьевăн Указĕпе килĕшÿллĕн кăларнă “Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси пирки” саккунĕнче каланă тăрăх - çак çăмăллăхпа 18 çула çитмен виçĕ тата унран ытларах пепкене ÿстерекен мăшăрсем усă кураяççĕ. Сăмах май, усрава илнисем те, тăван мар ывăлĕ-хĕрне çитĕнтерекенсем те сертификатлă пулаяççĕ. Анчах пурин те пирĕн республикăра пурăнмалла тата Раççей гражданинĕсем пулмалла. Çĕр лаптăкне илме ыйтса çырсан ял тата хула тăрăхĕсен администрацийĕсем ăна тÿлевсĕрех уйăраççĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре çул çитмен виçĕ тата унран ытларах ачасене ура çине тăратакан 8 пин çемье шутланать, вĕсенчен пысăк пайĕ - 500 ытла - Шупашкарта тĕпленнĕ. Çавăн пекех Патăрьел, Вăрнар тата Канаш районĕсенче йышлă çемье нумай.

 

- Шупашкартан аякра мар вырнаçнă районсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен хуçасăр çĕр çукки çинчен калаçнине тăтăшах илтме тÿр килет. Хуласенче тата вĕсен çывăхĕнче пурăнакансене лаптăк уйăрса парас енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухмаççĕ-и?

- Яллă районсенче ку тĕлĕшпе татса паман ыйтусем пулмалла мар. Хула тăрăхĕсенче вара нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр хăпартма, пахча çимĕç, тыр-пул ÿстерме çĕр пама кансĕртерех. Апла пулин те çакна уçăмлатма май çук йывăрлăх тееймĕн. Ыйтăва муниципалитет çĕрĕн фондне йĕркеленĕ май татса парăпăр - ял çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене хуçисенчен туянса çăмăллăхпа тивĕçтерĕпĕр.

 

- Çак программа хăçанччен ĕçлĕ?

- Саккунра каланипе килĕшÿллĕн - 2016 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен.

 

- Республикăра пурăнакан 53 çемье сетрификатлă пулнă та ĕнтĕ. Çĕр лаптăкĕ илме миçе çемье ыйту çырнă-ха?

- Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕлтернĕ тăрăх - иртнĕ эрне тĕлне 525 çемьене шута илнĕ, вĕсенчен 49 проценчĕ Шупашкарта пурăнать. Палăртса хăварар: ыйту çырнă çемьесен 55 проценчĕ уйăрса панă лаптăк çинче çурт хăпартма кăмăл тунă.

 

- Хăш-пĕр районта, сăмахран - Элĕк, Куславкка, Муркаш тăрăхĕсенче, пĕрер çемьене çеç сертификатпа хавхалантарнă. Çакă вырăнти влаç япăх ĕçленине кăтартмасть-и?

- Çук, ку кăтарту ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем тимлеменнине пĕлтермест. Калăпăр, Элĕк районĕнче иртнĕ эрне тĕлне икĕ çемье çеç çĕр лаптăкĕ ыйтса заявлени тăратнă, вĕсенчен пĕрине сертификатпа тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. Куславкка районĕнче те çăмăллăхпа усă курма хальлĕхе икĕ çемье кăна кăмăл тунă. Унта та пĕр сертификат - алăра. Муркаш тăрăхĕнче ыйтса çырнă тăватă çемьерен пĕрине çĕр лекнĕ. Çавăнпа çирĕплетсех калатăп: нумай ачаллисене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме мĕн пур районтах хатĕрленсе çитнĕ, сертификатсене çитес вăхăтрах валеçĕç.

 

- “Эпĕ виçĕ ача амăшĕ, кĕçĕнни - ултă уйăхра. Ял тăрăхĕ пире çурт çĕклеме çĕр параять-и?” - çырать редакцие Етĕрне районĕнче пурăнакан Екатерина Иванова.

- Çурт-йĕр хăпартмалли лаптăка икĕ сăлтавпа уйăрса параççĕ: аслисенчен пĕрине вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче пурăнмалли кĕтес çителĕксĕррине палăртса шута илнĕ тĕк тата çул çитмен виçĕ ачаран пĕри 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă пулсан.

 

- Тепĕр çыруран: “Аслă хĕрĕм пĕлтĕр 18 çул тултарчĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕрĕн - виçĕ ача. Пире çĕр памаççĕ-и?”

- Шел те, çыру авторĕсем асăннă çăмăллăха тивĕçеймеççĕ.

 

- “Эпĕ кĕçĕн хĕрĕме 2010 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче çуратрăм. Пирĕн виçĕ пепке пулин те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çĕр памассине пĕлтерчĕ. Çакă йĕркеллĕ пулăм-и?” - пăшăрханать тепĕр вулакан.

- Çĕре саккунра палăртнине пăхăнса параççĕ. Кĕçĕн тĕпренчĕкĕр çут тĕнчене кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен килнĕ, çавăнпа ял тăрăхĕн ертÿçи ыйтăвăра уçăмлатайман. Анчах эсир урăх меслетпе усă курма пултаратăр. Енчен те çуртăр пысăк мар, кивĕ пулсан аслисенчен пĕрин вырăнти хăй тытăмлăх органне кайса пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн пулăшма ыйту çырмалла. Ун чухне сире çурт-хуралтă лартмашкăн çĕрпе тивĕçтерĕç.

 

- Калăпăр, арăмĕпе упăшки çул çитмен икĕ ачана ура çине тăратаççĕ. Хайхискерсем ÿссе пынă май мăшăр 3-ри хĕре усрава илесшĕн. Çак утăма тусан çемьене çăмăллăх кĕтет-и?

- Паллах. Çурт купалама е пахча çимĕç, тыр-пул çитĕнтерме çĕр илес тесен хăвăр пурăнакан ял тăрăхне кайса кирлĕ документсем çеç тăратмалла.

 

- Хăшĕ-пĕри çурт лартма шикленет - самаях тăкакланмалла-çке-ха. Уйăрса панă çĕре сутса хваттер туянма ирĕк пур-и?

- Çĕре харпăрлăха куçарнă чухне ашшĕ-амăшне çеç мар, ачисене те пая кĕртеççĕ. Ăна тĕллевлĕ усă курма - çурт хăпартма, дача купалама тата хуçалăха тытса тăмашкăн пахча çимĕç туса илме - параççĕ.

 

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика