Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене - садик, йышлă çемьесене - çĕр лаптăкĕ

02 июня 2011 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа Шупашкарта ирттернĕ мероприятисем сахал мар пулчĕç паллах. Çапах та вĕсенчен пĕри хулари ачаллă çемьесене уйрăмах савăнтарчĕ: Гладков урамĕнчи микрорайонта

 

ача сачĕн строительствине пуçласа пĕрремĕш кирпĕч хучĕç тата йышлă ывăл-хĕр çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр тивĕçтерме ирĕк паракан сертификатсемпе чысларĕç.

 

Тĕп хуламăрăн Гладков урамĕнче сывлăх сыхлавĕн федерацин чылай учрежденийĕ вырнаçнă, хăтлă та нумай хутлă çуртсем йышлансах пыраççĕ. Микрорайон çĕнĕ, ача-пăча сахал мар. Пĕчĕккисен учрежденийĕсем çитменнипе ку тăрăхри халăх кăмăлсăрччĕ паллах...

 

...Микрорайонăн 14-мĕш позицийĕнчи строительство лапамне ĕнер çамрăк ашшĕ-амăшĕ йышлăн пухăнчĕ, чылайăшĕ ывăл-хĕрне пĕрле илсе пынă: хăшĕ - кÿмепе, хăшĕ - алăран çавăтса.

 

Савăнăçлă церемоние хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уçрĕ. “Паян пирĕншĕн - паллă пулăм кунĕ,- терĕ вăл ентешсене уяв ячĕпе саламланă май. - Шупашкарта 18 çулта пĕр ача сачĕ туманччĕ. Халĕ çĕнĕ çуртăн никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕчне хыватпăр. Вăл 235 вырăнлă пулать. Малашлăх тĕллевлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшса пынăшăн ЧР Правительствине, Чăваш Ен Президентне тав тăватпăр”.

 

Ун хыççăн Михаил Игнатьев тухса калаçрĕ. “Ачасем - пирĕн пуласлăх, пĕтĕм ырлăх-пурлăха вĕсем валли тăватпăр, - палăртрĕ республика ертÿçи. - ХХI ĕмĕр çыннисен культури те, хутшăнăвĕсем те урăхларах пулмалла. Çĕнĕ садикре вĕсене пур енлĕн аталанмалли условисем туса хурĕç, бассейн, музыка тата физкультура залĕсем, медицина блокĕ тата ытти те пулĕ”, - терĕ Президент.

 

Халĕ Чăваш хутлăхĕнчи 55 пин тĕпренчĕк пĕчĕккисен учрежденине çÿрет. 2001 çулта вĕсен 56 проценчĕ кăна çапла майпа воспитани илнĕ тĕк, 2010 çулта - 68-70%. Унсăр пуçне 172 шкулта ачасем валли ятарлă ушкăнсем йĕркеленĕ, уйрăм çын тытса тăракан садиксем уçнă. Çапах та вырăн кĕтекенсен черетĕнче 1-7 çулсенчи 21915 шăпăрлан тăрать. Вĕсенчен 20 пинĕшĕ - Шупашкарта.

 

Республикăна ертсе пыракансем ачасене садике вырнаçтарас ыйту çивĕчлĕхне ăнланса 1,5-3 çулсенчи пепкине пăхма отпуск илнĕ амăшĕсене пособи пама йышăннă. Çав тÿлеве Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Шупашкар районĕнчи 3346 çемье тивĕçнĕ ĕнтĕ.

 

Президент пĕлтернĕ тăрăх кăçал ултă садик тума тытăнмалла: Шупашкарта - 3, Патăрьелте, Кÿкеçре, Çĕнĕ Шупашкарта - пĕрер. Шупашкарти каçхи 2-мĕш шкула реконструкцилесе 70 ача валли садик уçмалла, Çĕмĕрлере педучилище йышăннă ача сачĕн çуртне çĕнетме тытăннă.

 

Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакан виçшер ачаллă Афанасьевсен, Стексовсен, Петровсен, Витеевсен тата Алексеевсен çемйисене çĕр лаптăкĕпе тÿ-левсĕр тивĕçтермелли сертификат пачĕ, хула администрацийĕ вĕсенчен кашнине парне туянмашкăн 15 пин тенкĕлĕх сертификатпа савăнтарчĕ.

 

Сăмах май, пирĕн республикăра унашкал çемьесем 8 пин ытла. Хăйсем ыйтнипе пурне те çĕр лаптăкĕ параççĕ. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун унăн сертификатне 16 районпа хулара пурăнакан нумай ачаллă 36 çемье илчĕ. Çĕртме уйăхĕнче ăна 100 çемье тивĕçмелле.

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика