БУ ЧР «Чебоксарский центр для детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей» 

Минобразования Чувашии 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 Этот сайт устарел. Новая версия сайта по адресу https://chdeddom.rchuv.ru/

   

 
Добро пожаловать на официальную страницу сообщества БУ ЧР "Чебоксарский центр для детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей" Минобразования Чувашии
https://vk.com/public192874887
  
 

Новости » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017

08:38 15 марта 2017 г.

12:01 14 марта 2017 г.


 

Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.
Вăл 2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсенчи ял-хулара иртме тивĕç. 13 сехетре пуçланать. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Çак ĕçе ытларах хăй çине илнĕ май, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи диктант тексчĕн конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерет. Чăвашлăх анинче ятарласа вăй хуракансем яваплăха туйса хутшăнма пултараççĕ. Кашниех хамăр халăхăн пултаруллă вăйне кăтартма тивĕç.
Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист хатĕрленĕччĕ, чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни („Асран кайми кун“) тата А. Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçсене суйласа илнĕччĕ.
Ятарлă комисси ячĕпе килнĕ ĕçсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен çитерме ыйтатпăр.
Адрес: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 29/I, ЧПГĂИ
Тел.: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26
e-mail: human2000@yandex.ru 
сайт: http://www.chgign.ru

 
 

Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики

Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Чебоксарский центр для детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика