БУ ЧР «Чебоксарский центр для детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей» 

Минобразования Чувашии 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 Этот сайт устарел. Новая версия сайта по адресу https://chdeddom.rchuv.ru/

   

 
Добро пожаловать на официальную страницу сообщества БУ ЧР "Чебоксарский центр для детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей" Минобразования Чувашии
https://vk.com/public192874887
  
 

Новости » Ухсай Яккăвĕ – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ

12:05 05 декабря 2016 г.

Ухсай Яккăвĕ – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Пелепей районĕн Слакпуç ялĕнче чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 105 çул çитнĕ ятпа поэзи уявĕ иртрĕ.

Уява Шупашкар хулинчен ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Лидия Ивановна Филиппова ертсе пыракан Чăваш наци конгресĕн делегацийĕ хутшăнчĕ. Делегаци йышĕнче конгресăн вĕренÿ тата ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, «Чăваш ялĕ» комитет пуçлăхĕ Эдуард Бахмисов, конгресс хастарĕсем: И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ университечĕн доценчĕ Ирина Софронова, «СВ-пресс» издательство ушкăн директорĕ Александр Вражкин, ЧР Профессиллĕ писательсен ертÿçин çумĕ Василий Пушкин, ЮТВ телевиденийĕн ĕçченĕсем Кристина Адюкова тата Екатерина Яковлева пулчĕç.

Чăвашран килнĕ делегаци, Пелепей чăвашĕсен ертÿçи Владимир Яковлев ирхине Пелепейре кĕтсе илсен чăваш гимназине çитсе курчĕ. Çĕнĕрен юсанă çуртра вырнаçнă гимнази ĕçĕ-хĕлĕпе, пурлăхĕпе, тĕрлĕ халăх ачисен вĕренĕвĕпе паллашрăмăр. Кунта чăваш чĕлхипе литературине ял тата хула шкулĕн программисемпе вĕрентеççĕ. Гимназире вĕренекенсем пурте уроксенче чăваш халăх культурипе паллашаççĕ, ырă йăласене ăша хываççĕ. Ирхи апат çисен Слакпуçне çул тытрăмăр. Слакпуç шкулне Пелепей районĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем «Ухсай вулавĕсем» регионсен хушшинчи ăслăлăхпа меслетлĕх конференцине пуçтарăннă. Конференцин 1-мĕш пайĕ ЧР Çĕрпÿ районĕн чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем хутшăнипе Интернет урлă Онлайн майпа иртрĕ. 2-мĕш пайĕнче вара Пелепей районĕнчи тĕрлĕ шкулта вăй хуракан чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем тухса калаçрĕç. Тĕп калаçăвĕ чăваш халăхĕн мухтавлă сăвăçин Ухсай Яккăвĕн пархатарлă ĕçне хаклани пулчĕ. Ухсай çырнисем пирĕн литература аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче чăваш халăхĕн кăмăл-туйăмĕ, шухăш-ĕмĕчĕ сăнарланнă. Халăх поэчĕ çырнисене хура çĕр сĕткенĕ, халăх тĕнчекурăмĕ, сăнарлă та витĕмлĕ чăваш чĕлхи чĕрĕ вăй кÿрсе тăраççĕ. Савăнпа та вĕсене вулакансем кăмăлласа йышăннине палăртрĕç конференцие хутшăннă вĕрентекенсем.

Конференци вĕçленсен Шупашкар хăнисем Слакпуç шкулĕпе палашрĕç. Кунта чăвашлăх хуçаланни пур çĕрте те курăнать. Ачасем чăваш чĕлхипе тăван литературăна чăваш шкулĕн тĕслĕх программипе вĕренеççĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Аван-и?» тесе хăнасене саламлани, шкулăн тулашпа шалашĕнче чăвашла çырнисем, эрешсемпе илемсем пурри, столовăйра «Апачĕ тутлă пултăр!» тени кăмăла çĕклерĕç, тăван чĕлхе хисепре пулнине кăтартрĕç.

 Кăнтăрлапа апатлансан Ухсай Яккăвĕн музейне çул тытрăмăр. Сул çинче пирĕн ушкăна Чăвашран килнĕ юрăçсем: ЧНК вице-президенчĕ Валерий Клементьев, Надежда Заводскова, Вячеслав Александров, Евгений Николаев, Ксения Сергеева хутшăнчĕç. Константин Ивановпа Яков Ухсай палăкĕсем патне çитсе поэтсене сума суса пуç тайрăмăр, чĕрĕ чечексем хутăмăр.

Ухсай Яккăвĕн музейĕ патĕнче Слакпуçĕн фольклор ушкăнĕ пире çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Савăнăçлă лару-тăру хыççăн музейпа паллашрăмăр. Музей ертÿçи Алевтина Жилкина паха экспонатсемпе паллаштарни, Ухсай пурнăçĕнчи кăсăк пулăмсем çинчен каласа панисем аслă ăру поэчĕн сумлă ячĕ чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ пулнине çирĕплетрĕç.

Каç кÿлĕм Слакпуçĕн культура керменĕнче Ухсай Яккăвне халалланă «Эс – халăх ывăлĕ, мухтавĕ, Тавах, сана, Якку пичче!» фестиваль иртрĕ. Кермен туп-тулли. Уява Пелепей районĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Смородин, Слакпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Дмитрий Андреев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Пелепей чăвашĕсен ертÿçи Владимир Яковлев килсе çитрĕç. Виçĕ сехете пычĕ концерт. Халăх сăмахлăхĕн ушкăнĕсем, юрăçсем куракансене юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа, вăйă-кулăпа савăнтарчĕç.

Тĕрлĕ мероприятипе пуян кун Пелепей хулин культура керменĕнче Валерий Клементьев ертсе пыракан артистсен концерчĕпе вĕçленчĕ. Çĕрлехи Пелепейпе сывпуллашнă хыççăн Чăваш Ене килме çула тухрăмăр.

Слакпуçĕнче ирттернĕ кун интереслĕ те усăллă пулчĕ. Курни-илтнисем пуриншĕн те ĕмĕрлĕх асра юлĕç.

 
 

Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Первоисточник: Чувашский национальный конгресс

Бюджетное учреждение Чувашской Республики «Чебоксарский центр для детей-сирот и детей, оставшихся без попечения родителей» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика