ОТДЕЛ ЦЗН " ЯЛЬЧИКСКИЙ"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
   
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Профессие тĕрĕс суйласа илесси çăмăл мар

09:21 30 ноября 2018 г.

Кашни шкул пĕтерекен ача малашнехи пурнăç çинчен шутлама пуçлать, хăйне валли килĕшекен професси суйлать.  Тĕнчери профессисен шутне шутласа та кăларма çук, мĕншĕн тесен вĕсен шучĕ вăхăт иртнĕçемĕн нумайланса та нумайланса пырать.

     Профессие тĕрĕс суйласа илесси -  чи йывăр, кирлĕ утăмсенчен пĕри. Тĕрĕс суйласа илнĕ професси  çынна малалла аталанма,  хăйĕн ĕçне юратса,  киленсе пурнăçлама май туса парать.  Ача хăйне пурнăç тăршшĕпе утма пулăшакан  профессие суйласа илтĕр тесе шкулсенче учительсем те вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе тăрăшаççĕ:  9-мĕш класра вĕренекенсем валли ятарласа профориентаци урокĕсене  вĕрентÿ планне кĕртнĕ, «Твой выбор професси» республика шайĕнче иртекен акцие хутшăнса  «Эпĕ килĕштерекен професси» выставка йĕркелеççĕ, тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсем ирттерекен «Уçă алăксен кунне» хутшăнса тĕрлĕрен професси вăрттăнлăхĕсемпе, кăсăклăхĕсемпе  паллаштараççĕ.  

      Ҫапла, чи кирли – тĕрĕс професси  суйласа илесси. Ҫак шухăша тĕпе хурса Ҫĕнĕ Пăвари вăтам шкулта С.А.Павлова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен,  10-мĕш класра вĕренекенсене «Мана килĕшекен професси» ятлă сочинени çырса пăхма сĕнчĕ. Ытларах ачасем каменщик, строитель, учитель, дизайнер, повар профессийĕсене суйласа илме хатĕрленни палăрчĕ.

     «Ҫак тĕрлĕ профессисен ретĕнчен эпĕ ытларах пÿрт-тулаш дизайнерĕн профессине килĕштеретĕп. Хальхи пурнăçра çынна пÿрт пулни çеç мар, унăн шалти хитрелĕхĕ те хаклă. Дизайнер çынсен кăмăлĕсене тĕпе хурса кил-çурта илем кÿме пулăшать… Дизайнерăн çын сăмахпа сăнласа панине ÿкерме тата тĕрĕс вырнаçтарма пĕлмелле. Мана çак професси питĕ килĕшет, çавăнпа эпĕ малашне çак енĕпе вĕренме кайма ĕмĕтленетĕп», - тесе çырать çак класра вĕренекен.

    «Мана ветеринар профессийĕ килĕшет. Манăн асатте – ветеринар,- тесе çырать тепĕр хĕр ача. – Асаттен кĕнекисене уçса пăхсан «тĕнчене те манса кайма пулать,»-тет вăл. Тепри тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăллать имĕш.  Ачасене юратакансем, вĕсемпе калаçма кăмăллакансем  те тупăнчĕç. Мĕн авалтан хисепре пулнă учитель профессийĕ паянхи кун та хăйĕн сумне çухатманни çинчен те çырса пĕлтерчĕç вуннăмĕшсем.

     Кашни ачан хăйĕн кăмăлĕ,  хăйĕн ĕмĕчĕ, хăй килĕштерекен профессийĕ. Шкул пĕтерсе тухса кайиччен тарăннăн шутласа пăхса пĕтĕмлетÿ тума вăхăт пур-ха. Учительсемпе ашшĕ-амăшĕн çамрăксене тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси вара – пысăк тивĕç.                                                                         

       Чăнахах та, кайăк хитре тĕкĕпе, çын илемлĕ ĕçĕпе тенĕ ваттисем. Ҫак ваттисен сăмахĕ ăруран ăрăва паянхи кунччен куçса пырать. Ҫын хăйĕн телейне, савăнăçне ĕçре тупать. Мĕнле телей вăл ирхине юратнă ĕçе васкани, ăна тĕрĕс суйласа илни

ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В ЯЛЬЧИКСКОМ МУНИЦИПАЛЬНОМ ОКРУГЕ

Первоисточник: МБОУ "Новобайбатыревская СОШ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика