ОТДЕЛ ЦЗН " ЯЛЬЧИКСКИЙ"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
   
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днём социального работника

11:13 08 июня 2018 г.

Социаллă сферăн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Социаллă ĕҫчен кунĕпе чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Сирĕн профессире пĕлӳпе ăсталăх ҫеҫ мар, этемĕн ятарлă пахалăхĕсем те, ыр кăмăллăх, сисĕмлĕх, ăшăлăх, ыттисене хĕрхенме пĕлни кирлĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ граждансем, нумай ачаллă ҫемьесем, ачасем, сусăрсем тата ватă ҫынсем кирлĕ пулăшăва шăпах сирĕн урлă илеҫҫĕ. Эсир хăвăр пăхакан ҫынсен шăпине ырă витĕм кӳме ăнтăлни вĕсене йывăрлăхсене ҫĕнтерме вăй хушать, ырăлăхпа тĕрĕслĕхе шанма май парать.

Чăваш Енĕн социаллă ĕҫченĕсем халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕҫтерес ĕҫĕн тухăҫлăхне ӳстермешкĕн хальхи меслетсемпе усă курни савăнтарать. Социаллă учрежденисен ĕҫченĕсем патшалăхăн социаллă политикине пурнăҫа кĕртес ĕҫе яланах ăнăҫлă тата пысăк яваплăхпа хутшăнаҫҫĕ.

Сире ырă кăмăлпа тунă ĕҫĕршĕн, сисĕмлĕхпе чун-чĕре ăшшишĕн, эсир ăна хăвăр пăхакан ҫынсене парнелетĕр – тав тăватăп. Сирĕн ырăлăх хăвăр пата каялла темиҫе хут ытларах таврăнтăр. Сире тата ҫывăх ҫыннăрсене ăнăҫу, сывлăх, ырра шанаслăх тата телей сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                                                                                                 Михаил Игнатьев

ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В ЯЛЬЧИКСКОМ МУНИЦИПАЛЬНОМ ОКРУГЕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика