ОТДЕЛ ЦЗН " ЯЛЬЧИКСКИЙ"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
   
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çынсене пулăшусăр хăвармăпăр

16:08 15 февраля 2016 г.

   Кĕçнерникун районта Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пулчĕ. 

    Сергей Димитриев район администрацийĕн ларусен залĕнче обществăлла организацисен тата Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствине пăхăнса тăракан учрежденисен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, район прокурорĕн çумĕ Павел Кокорев, федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертÿçи Вячеслав Антонов, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи Зинаида Яковлева хутшăнчĕç.  Канашлура Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствине пăхăнса тăракан учрежденисен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, 2016 çулхи малашлăх тĕллевсене палăртрĕç.

    Канашлăва уçнă май, Сергей Димитриев çак кунсенче Чăваш Республикинче Раççей ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Вовченко тата федерацин ĕçлев тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн ертÿçи Вселовод Вуколов пулни çинчен пĕлтерчĕ. Федерацин ведомствисен представителĕсем «Трактор завочĕсем» концернра, «Шупашкарти электроаппарат завочĕ» АХОра, акционерсен «Акконд» обществинче пулса вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашнă. Çавăн пекех вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Унта республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне тишкернĕ.

     Федерацин ведомствисен представителĕсем Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăх енĕпе хакланă, регионăн кадрсен йышĕ пысăккине палăртнă.

    Сергей Димитриев министерство ĕçĕпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çул, экономика кризисне пăхмасăр, республикăра ĕç рынокĕнчи лару-тăру лăпкă пулнă. Çавăн пекех вăрттăн ĕçлеве чакарас, ĕç укçи тÿлемелли вăрттăн схемăсене пĕтерес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланă. Иртнĕ çул çеç халăха ĕçпе тивĕçтерессинчи мероприятисене пурнăçлама 434,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕне çынсене ĕçе вырнаçтарма, ĕçсĕр юлнисене çĕнĕ профессисене алла илме, профориентаци ĕçĕсене пурнăçлама, çавăн пекех ĕç рынокĕнчи ытти йывăрлăхсене пĕтерме уйăрнă. Çак майсемпе 85 пине яхăн çын усă курнă. Палăртнă мерăсене пула çынсем ĕçсĕр юласси чакнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ те пĕчĕк - 2016 çул пуçламăшĕнче вăл 0,65 процентпа çеç танлашнă. Ĕçсĕрлĕх шайне чакарассипе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче - 3-мĕш, Раççейре 5-11-мĕш вырăнсенче.

     Министр çынсене адреслă социаллă пулăшу парасси, вăрттăн ĕçлеве чакарасси тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ, çак енĕпе тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕ.

     Республика Правительстви граждансене социаллă хÿтлĕх парас енĕпе хăй çине илнĕ бюджет тивĕçĕсене пурне те пурнăçласа пырать. Уйрăмах эпир ватă çынсем валли пурăнма лайăх майсем йĕркелесси çине тимлĕн пăхатпăр.

     Аслă çулсенчи çынсене социаллă пулăшу пама республика бюджетĕнчен юлашки 6 çулта уйăрнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 12 миллиард тенке яхăн.

     Чăваш Енре нумай пурăнакансен шучĕ ÿсни патшалăхăн социаллă политикин тухăçлăхне ĕненмелле çирĕплетет. Пĕлтĕр республикăра, Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 85 çула çитнĕ е унран аслăрах 16655 çын пурăннă. Ку вăл пилĕк çул каярахри кăтартуран 42 процент чухлĕ ытларах.

      Халăха паракан социаллă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатмалла, çакна тăвас тесен вара социаллă ыйтусене тивĕçтерекен сферăра конкуренци хутлăхне йĕркелемелле.

      Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

     2015 çулхи ĕç-хĕлпе тата кăçалхи тĕллевсемпе социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ирина Аникина, халăха социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи Галина Лаврова, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Марина Васильева паллаштарчĕç.

    Иртнĕ çул социаллă хÿтлĕх пайĕн пулăшăвĕпе районти кашни иккĕмĕш çын усă курнă. Çак тĕллевпе 130,4 миллион тенкĕ тăкакланă.

     Ĕç стажĕпе «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята иртнĕ çул районта 446 çын тивĕçнĕ.

    Социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Çемьесене, ашшĕ-амăшне, ачасене тĕрлĕ пособисемпе тивĕçтересси, републикăри амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификачĕсене парасси, регион тата федераци çăмăллăхçисене, инвалидсене, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, педагогика, медицина, культура ĕçченĕсене, ытти сферăсенче тăрăшакансене çăмăллăхсемпе тивĕçтересси яланах тĕп вырăнта пулнă - малашне те пулĕ. Пулăшусем панă çĕрте информацин çĕнĕ технологисемпе усă курассине анлăлатмалла, саккунсенчи çĕнĕлĕхсене ăнлантарса памалла.

     Халăха социаллă пулăшу паракан центр та хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшать. Районта пĕччен пурăнакан 139 çынна социаллă пулăшу панă.

     152 çемье тĕрлĕ социаллă пулăшу илнĕ. Çапах та Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тата Лаш Таяпари ваттисен çурчĕсенче пурăнакансен йышĕ чакса пыни хумхантарать. Сергей Димитриев çак çуртсен ĕç-хĕлне тивĕçлипе йĕркелеме кирлине палăртрĕ.

     Экономика йывăрлăхĕсенче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелесси те тĕп вырăнта тăрать. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра иртнĕ çул ĕç шыраса 910 çын килнĕ, вĕсенчен 92,3 процентне ĕçе вырнаçтарнă.

    Çынсене ĕçе вырнаçтарассинче ĕçпе тивĕçтерекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пулăшу парать. Иртнĕ çул ĕçсĕррисене обществăлла ĕçсене явăçтарассипе «Кирпич» ОООпа, Ленин ячĕллĕ, «Комбайн» ЯХПКсемпе, А.Н.Бикулов, А.П.Арефьев ХФХсемпе, Т.И.Теплова, Г.Н.Никитин уйрăм предпринимательсемпе, ытти предприятисемпе, организацисемпе 41 ĕç килĕшĕвĕ тунă.

     Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Марина Васильева сусăр çынсене, çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтересси, ĕçсĕр юлнисене çĕнĕ професси парасси, профориентаци ĕçĕсене йĕркелесси, уйрăм çынсене харпăр хăй ĕçне явăçтарасси, ĕç вакансийĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

    Ĕç укçине «конвертпа» тÿлекенсем темшĕн çын пуласлăхĕ пирки манса каяççĕ - çакна пула пулас пенси виçи чакать, чирленине пула ĕçе тухманшăн, ачана пăхнăшăн паракан тÿлевсене те туллин тÿлемеççĕ, çăмăллăхлă кредит та, налукран тавăрса паракан укçа-тенке те илме май çук. Налуксем те туллин пухăнмаççĕ. Ĕç хутшăнăвĕсене çырса йĕркелемесĕр вăй хунине тата ытти киревсĕрлĕхе пĕтерес енĕпе районта мĕнле мерăсем йышăнни çинчен район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн экономика секторĕн заведующийĕ Алена Быкова чарăнса тăчĕ.

    Районта ĕçлеме пултаракан 2337 çын ĕç хутшăнăвĕсене тивĕçлипе йĕркелеменни курăнса тăрать. Уйрăмах кунта республика тулашне ĕçлеме тухса кайнă документсене йĕркелемен çынсем «витĕм» кÿреççĕ. Çакна тĕпрен кăклас енĕпе район администрацийĕн, прокуратура, налук тата пенси службисен ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем предприятисемпе организацисенче пулса тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче 97 организацине тĕрĕсленĕ, вĕсенче ĕçлекен 86 çынпа ĕç килĕшĕвне йĕркеленĕ. Малашне те тĕрĕслевсем ирттерессине туса пырасшăн.

    Канашлура ветерансен районти канашĕн ертÿçи Серафима Терентьева, федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертÿçи Вячеслав Антонов, район прокурорĕн çумĕ Павел Кокорев, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи Зинаида Яковлева çынсене патшалăх енчен пулăшу парассине лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç.

    Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый министерство представителĕсене тав турĕ, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парассипе пĕрле, тачă çыхăнса ĕçлеме кирлине палăртрĕ.

     Канашлу пуçланас умĕн министерство представителĕсем Ирина Дроздова, Александр Никитин, Оксана Ершова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче, халăха социаллă пулăшусем паракан, ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче пулса, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

     Канашлу вĕçленсен Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пирĕн корреспондент ыйтăвĕсем çине хуравлама кăмăл турĕ:

    - Сергей Петрович, çĕршывра экономикăри лару-тăру çăмăлах мар. Çакă çынсен пурнăçĕн пахалăхĕ çине пырса тивмĕ-и?

    - Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн, Раççей Правительствин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - халăхăн социаллă хÿтлĕхсĕр пайне пулăшасси. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕнче республика Правительстви граждансене социаллă хÿтлĕх парас енĕпе йышăннă программăсене, темле йывăр пулсан та, пĕтĕмпех пурнăçласа пырассине палăртнă. Акă, республикăра амăшĕн капиталне, çуралнă виççĕмĕш ачашăн паракан тÿлеве сыхласа хăварни пĕлтерĕшлĕ пулăм тесе шутлатăп - çакă демографи ыйтăвĕсене татса пама пулăшать.

     - Экономикăри йывăр лару-тăрура ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿсмĕ-ши?

    - Экономика кризисĕ вăхăтĕнче те аталанма пултаракан отрасльсем - ялхуçалăхĕ, металлурги, хими промышленноçĕн хăш-пĕр отраслĕ, машиностроени пур. Чăнах, экономикăн пĕтĕм отраслĕ кирлĕ пек вăй илеймест. Çавăнпа ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарас енĕпе малашне те ĕçлесе пырăпăр. Предприяти хупăннине е панкрута тухнине пула пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ пĕр çынна та тимлĕхсĕр хăвармăпăр.

     - Хаçат редакцине нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçланăшăн тÿлемелли взноса чакарасси пирки çырусем килеççĕ. Çак енĕпе республикăра ĕç мĕнле пырать?

    - Иртнĕ çул вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан хăш-пĕр категорири çынсене капиталлă юсав ĕçĕсене малашне пурнăçланăшăн тÿлемелли взносран пĕтĕмпех хăтарасси е çуррине анчах тÿлеттересси пирки регионсене шута илме сĕнни çинчен саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çăмăллăхсемпе 80 çул тултарнă, 70 çул урлă каçнă пенсионерсем, I тата II ушкăнсенчи инвалидсем, сусăр ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ усă курма пултараççĕ. Халĕ Чăваш Енре çак саккуна хатĕрленĕ. Ăна çывăх вăхăтра çирĕплетнĕ хыççăн тÿлев квитанцийĕсене социаллă хÿтлĕх пайне тăратмалла.

ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В ЯЛЬЧИКСКОМ МУНИЦИПАЛЬНОМ ОКРУГЕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика