Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăнмалăх шашка турнирĕ Тăрмăшра

14:04 27 сентября 2021 г.

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕн вулав пÿлĕмĕнче шашкăлла выляса пысăк турнир пулчĕ. Ăна Чăваш Енри паллă чемпионсем Василий Семёновпа Юрий Владимиров йĕркелерĕç.

               Вылямалли залра ятарласа стенд вырнаçтарнă. Стенд çинче - шашкă мастерĕсен кандидачĕсен Александр Афанасьевпа Николай Разин портречĕсем, вĕсен спортри çитĕнĕвĕсем. Турнира çак спортсменсене халалланă, вĕсем вăхăтсăр çак тĕнчерен уйрăлнă. Турнира хутшăнакансем Афанасьевпа Разина ырă ятпа аса илчĕç, вĕсем çывăх та шанчăклă юлташсем пулнине палăртрĕç, вĕсен шашкăри пысăк çитĕнĕвĕсем çинчен каларĕç. Тăрмăш ял администрацин пуçлăхĕ В. Николаева сăмах каларĕ, хăнасене пурнăçра ырă, спортра çитĕнÿ сунчĕ.

               Ултă команда хутшăнчĕ турнира: Шупашкар, Канаш, Патăрьел, Тăвай районĕнчен, Тутарстанран тата Тăрмăш ялĕ уйрăм команда тăратнă. Тăрмăш командишĕн Василий Семёнов, Юрий Владимиров тата Василин шăлнĕ Валерий пулчĕ. Малтанах   командăсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртса вылярĕç. Тутарстанран килнĕ команда лайăх хатĕрленсе килни палăрчĕ. Виçĕ хăми çинче те ăнăçлă вылярĕç вĕсем, 1-мĕш вырăна тухрĕç (15 очкоран 12,5 пуçтарнă). Тăрмăшсене 3-мĕш хăма çинче ăнăçсăртарах выляни 2-мĕш вырăна тăратса хăварчĕ (10 очко). 3-мĕш вырăна патăрьелсем çĕнсе илчĕç (7 очко). Тăвай районĕн команди ăнăçсăр вылярĕ – 6-мĕш вырăн (А. Косарев, В. Пастухов, Артём Иванов – Тăвай шкулĕ, 4-мĕш клас).

               Апатланса канса илнĕ хыççăн пĕр-пĕрин хушшинчи ăмăртусем пуçланчĕç. 18 çын унта хутшăнчĕç. Состав шашкă ăсталăхĕпе питех те çÿллĕ шайра пулчĕ: 5 спорт мастерĕ, 9 спорт мастерĕн кандидачĕсем. Юлашки çулсенче Чăваш Енре çĕнтерÿçĕ е призёр пулнă спортсменсем пурте хутшăнчĕç унта. Швейцари системипе 7 тур вылярĕç спортсменсем. Кашни турта пĕр-пĕринпе икшер парти. Тăрмăшсем хальхинче чи ăстисем пулчĕç. Юрий Владимиров хăйĕн Чăваш Ен чемпионĕ ятне ÿкермерĕ, 5,5 очко пуçтарса 1-мĕш вырăна тухрĕ. Юрий паянхи куна Чăваш Енре чи ăста шашист. Вăл 7 хут республика чемпионĕ пулнă, 4 хут шашкă Федерацин Кубокне çĕнсе илнĕ. 5 очкопа 2-мĕш -  Василий Семёнов. Вăл та Чăваш Енре 3 хут чемпион ятне, 3 хут Кубок çĕнсе илнĕ. 3-мĕш вырăнта Геннадий Мочалов (4,5 очко, Шупашкар районĕ).

Çĕнтерÿçĕсене (командăсем тата пĕр-пĕрин хушшинче выляса) кубоксем, медальсем тата грамотасем парса чысланă. Тăвай шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Артём Иванова ырăпа асăнса хăварас килет. Ăна В. Пастухов тренер илсе килнĕ. Артём пĕрремĕш хут кун пек арçынсен пысăк турнирне хутшăнчĕ. Командăшăн та лайăх вылярĕ, мастерсемпе выляса икĕ ничья тума пултарчĕ. Шанас килет пирĕн районта тепĕр шашка мастерĕ ÿсессе.

Хăнасене А. Фёдоров командир йĕркеленĕ шкулти волонтёрсем кĕтсе илчĕç, чей, кофе сĕнсе сăйларĕç, инçетрен килнĕ спортсменсен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Вĕсем ялти памятник умне тухса, шкула кĕрсе курчĕç, Тăрмăш ялĕ хитре пулнине палăртрĕç. Турнира хутшăннисем ăна йĕркелекенсене тав турĕç, татах та килсе шашкă ăмăртăвĕсене хутшăнма пулчĕç.

В. Сидоров

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика