Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăну кăшăлĕ хучĕç

09:32 24 февраля 2021 г.

      Нарăсăн 22-мĕшĕнче Тăрмăш ял администраципе шкул çар праçникĕсене паллă турĕç. Ăна шкулти учительсем, кадетсен класĕ, ял-йыш, çар ветеранĕсем хутшăнчĕç. Малтанах палăк умне асăну кăшăлĕ хучĕç, шăп минучĕ ирттерчĕç, унтан çанталăк сивĕ пулнипе шкула кĕчĕç. Малтанах истори учителĕ пулнă В. Сидоров нарăсăн 15-мĕшĕ Афганистан вăрçинче пулнă совет салтакĕсене асăнмалли кун çинчен тата нарăсăн 23-мĕшĕ Çĕршыва хÿтĕлекенсен праçникĕ çинчен кĕске историпе паллаштарчĕ. Унтан кадетсен класĕ ветерансене саламларĕ, хăйсен юррисемпе савăнтарчĕ. Çар ветеранĕсен Раççей союзĕн Канаш хулин уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Г. Николаев, Канаш корреспонденчĕ С. Семёнов, пограничник-ветеран А. Терентьев салам сăмахĕсем каларĕç, А. Васильев, В. Сидоров çар ветеранĕсене «100 лет ВС СССР» медальсемпе наградăларĕç, хастар кадетсене «Юный патриот» значоксем тата грамотăсем пачĕç. Ял пуçлăхĕ В. Николаева та пуçтарăннă шкул ачисене, ял-йыша саламларĕ, кадетсене грамотăсемпе хавхалантарчĕ. Праçнике çветтуй Микула чиркÿ пуçлăхĕ Леонид атте те хутшăнчĕ. Вăл та хăй вăхăтĕнче Афган вăрçине хутшăннă. Тăрмăшран çав вăрçăра 12 яш пулнă. Вĕсем çинчен шкул музейĕче фотостенд тунă. Пуçтарăннă халăха Афган вăрçине хутшăннă ентешсем çинчен ÿкернĕ тата «Турмышское боевое братство» ятлă видеороликсем кăтартрĕç. Тăрмăш ял поселенийĕнче патриотизмпа çыхăннă событисене вăхăтра паллă туса пыраççĕ, шкул ачисене те яланах явăçтараççĕ.

В. Сидоров

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика