Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чун апачӗ – хут купăс

10:59 09 декабря 2020 г.

    Петров Николай Павлович Тăрмăшри культура çуртăнчи «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнне купăспа хавхалантарса пырать. Халăх фольклор ушкăнĕ районта иртекен фестивальсемпе конкурссенче кăна мар, республика, регион шайĕнчи фестивальсенче те яланах малтисен шутĕнче. Кунта паллах купăсçăн та тӳпи пысăк вырăнта. Вăл кĕвĕленĕ «Туслăх юррине» эпир тĕрлĕ уявсенче шăрантаратпăр. Пире те, «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн артисчĕсене хăйĕн пуçарулăхĕпе хавхалантарса тăрать. Ялти туйсенче, юбилейсенче купăспа юрлаттарса – ташлаттарса савăнтарать ял халăхне. Купăса вăл ачаранпах калама хăнăхнă, халӗ те юратнă инструмента алăран ямасть, вăл уншăн чун апачӗ. Купăспа та, баянпа та выляма ăста Николай Павлович. Çулӗсем те, чирӗ те пур пулсан та вăл нихăçан та: «Эпӗ чирлӗ, пултараймастăп» - тесе каласа курман, яланах яваплăха туйса ӗçлет.

       Мăшăрĕпе Фаина Алексеевнапа 42 çул тату пурăнаççĕ, кермен пек кил-çурт çавăрнă. Икĕ хĕрне тивăçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, хĕрĕсем çемьеленнĕ, Халĕ 4 мăнукĕ савăнтараççĕ кукаçипе кукамая. Вĕсемм иккĕшĕ те – ĕç ветеранĕсем. Тав хучĕсемпе парнесене чылай хутчен тивĕçнĕ хастар мăшăр.

Тав тăватпăр сана чĕререн,

Саламлатпăр савса кăмăлтан.

Сывлăх пултăр мĕн ватăличчен,

Пурăнма сунатпăр 100 çулччен.

          

Елена Матросова.

 

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика