Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуç усман

10:56 09 декабря 2020 г.

     Ăнăçсăр самант, чир пурнăçа мӗн тери улăштарма пултарать иккен. Çавăнпах чăвашсем ӳкессе пӗлнӗ пулсан тӳшек сарса хурăттăм теççӗ… Кам пӗлет, тен, шăпа хăшне- пӗрне юриех йывăр тӗрӗслевсем ярса парать?

   Тăрмăш хӗрӗ Зоя Витальевна Семенова япăххи пирки шухăшлама та пултарайман паллах. Шкулта вӗреннӗ чухне ытти хӗрачасем пекех спортпа туслă пулнă, чупнă, сикнӗ, çунашкапа, йӗлтӗрпе тăвайккинчен ярăннă. Тăрмăшри вăтам шкултан ăнăçлă вӗренсе тухсан И.Я.Яковлев ячӗллӗ пединститута вӗренме кӗрет, аслă пӗлӳллӗ специалист, математикăпа физика учителӗн алла илет. Кармалти, Кушкăри шкулсенче ӗçлет, ачасене математикăпа вӗрентет. Лачкасси каччи куç хывать сатур хӗре, вӗçертмест кӳршӗ ял хӗрне Юрий Петрович. Пӗрлешсе çемье çавăраççӗ, Лачкасси ялӗнче пурăнма пуçлаççӗ. Тамара хӗрӗ çемьене илем кӳрет. Вăл та амăшӗ пекех И.Я.Яковлев ячӗллӗ пединститута вӗренме кӗрет, технолог профессине алла илет.

        Анчах та инкек куçа курăнса килмест, теççӗ ваттисем. Сасартăк чирлесе каять Зоя Витальевна, йывăр чирпе чирлет. Нумай вăхăт сыватмăшсенче сипленет пулин те чирӗ иртекенниех мар мӗн унăн. Темӗн чухлӗ кулянсан та нимӗн тума та çук, çав чирпе ӗмӗр тăршшӗпех пурăнас пулать, анчах та яланах сипленсех тăмалла. Текех учитлӗре ӗçлеме май çуккине пӗлет вăл, ялти культура çуртне ӗçлеме вырнаçать. Вăл вăхăтра клуб йывăçран пулнă, вулавăшра ял çыннисенм тӗрлӗ кӗнекесем, хаçат-журналсем вуласа кăмăлӗсене тивӗçтернӗ. Клуб ишӗлсе ансан, ялти райпо лавккинчи склад пулнă пӳлӗме клуб валли панă лачкассисене. Çуса тасатса, сăрласа илемлетнӗ ăна ялти маттур хӗрарăмсем, часах ал-ӗç кружокӗ те анлăн ӗçлесе каять. Çӗлеме, çыхма, тӗрлеме малтанах пӗлнӗ-ха вӗсем, шăрçапа çыхма вара пӗлеймен. Питӗ тăрăшсан тем тума та пулать иккен, часах вӗсем шăрçапа çыхма вӗрентекен кӗнекесемпе журналсем тупаççӗ, ӳкерчӗкне хут çине ӳкереççӗ те ӗçлеме тытăнаççӗ, пӗр-пӗринпе канашлаççӗ, пулăшаççӗ. Масмак, мăй çыххи, касите, ум çакки, тухьяпа хушпу ăсталама тытăнаççӗ маттурсем. Тӗрлӗ фестивальсемпе конкурс-выстăвкăсене хутшăнаса малти вырăнсене йышăнаççӗ вӗсем, чапӗ каять инçенех: Тутар, Самара, Ленинград, Кемер облаçӗ таранах çитет. Зоя Витальевна «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнӗн хастар артисчӗ, юрлама та, ташлама та пит маçтăр. Хăйне валли ятарласа чăн чăваш тумӗ янтăланă, питӗ ятуллă та хитре ларать ун çинче чăваш хӗрарăмӗн тумӗ.

- Шупашкартан яла пурăнма килнӗ: В.А.Николаева, Н.Г.Лепилина, И.П.Звонарева тата ытти хастарсем чылай тăрăшаççӗ ял илемлӗ те хăтлă пултăр, тесе – сăпайлăн каларӗ Зоя Витальевна.

Уявпа саламласа эпир ăна çирӗп сывлăх, хаваслă кăмăл, анлă Атăл шывӗ пек вăрăм ӗмӗр сунатпăр.

Аллă пиллӗкре, çитетпӗр çитмӗле,

Сакăрвуннă тултарса,

Çӗр çула та çитмалле.

 

Елена Матросова

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика