Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Яланах çӗкленӳллӗ кăмăлпа

10:30 08 декабря 2020 г.

       Семенова Нина Григорьевна 3-мĕш ушкăн инваличĕ, Вăл чирлĕ тесе йăнăшса лармасть, яланах хастар та ырă кăмăллă, ал - ĕçӗпе те ӗçлет. Хушпу-тухья, шӳлкемепе масмак, мăй çакки ăсталать, темĕн тĕрлĕ япаласем те çыхать, çĕлеме те ӳркенсе тăмасть. Нина Григорьевна «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнӗн артисчӗсем валли саппунсемпе мăй çыххисем, каситесемпепе тӗрӗллӗ ал тутрисем, масмаксем ăсталаса панă. Вăл ăсталанă япаласем çыпăçуллă, хитре, çавăнпа та тӗрлӗ конкурссемпе выстăвкăсенче хутшăнса чылай тав хучӗсене тивӗçнӗ. Çавăн пекех вăл тӗрлӗ минтерсем çыхать, лентăран карçынккасем ăсталать.

       Нина Григорьевна «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнӗн хастар артисчӗ, чăваш халăх юррисене нумай пӗлет, пире те ӗлӗкхи юрăсене юрлама вӗрентет.

     Юрра-ташша та ăста маттур хĕрарăм, купăс çинче выляма маçтăр, час-часах пире юрлаттарса ташлаттарать, хăй те лайăх юрлать, ташлать, тĕрлĕ сĕнӳ- канашсем парать.

      Мĕн тĕрлĕ салатсем тума пĕлмест-ши тата? Пире те вĕрентсе пырать. «Аннесен уявӗнче» майонеза килтех хатӗрлеме май пулнине вӗрентрӗ, питӗ тутлă пулчӗ.

     Мăшăрĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕни чылай хавшатрĕ Нина Григорьевна сывлăхне, çапах та чăтас пулать, вилнĕ çын хыççăн вилеймĕн, чĕррисен пурăнмаллах, ачисене, икӗ ывăлӗпе хӗрне, мăнукĕсене пулăшмалла. Аван çынччӗ Иван Дмитриевич, ӗçре те тăрăшуллă пулнă, çынсене те пулăшнă.

     Халĕ те картиш тулли чăххи-чĕппине, хур-кăвакалне усрать сатур хӗрарăм. Халăх фольклор ушкăнне те çӳреме ĕлкĕрет, яланах тĕрлĕ сĕнӳ- канашсем парать. Эпир Нина Григорьевнăна питӗ хисеплетпӗр, ăнăçупа çирĕп сывлăх, телей сунатпăр, малашне те пире юрлаттарса-ташлаттарса савăнтартăр.

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика