Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурнăçа юратса пурăнать.

15:09 07 декабря 2020 г.

Соловьева Лариса Николаевна Тăрмăш ялӗнче 1974-мӗш çулти нарăс уйăхӗн 6-мӗш числинче çуралнă, ачаранпах инвалид пулсан та пурнăçа юратса пурăнать. Юрра-ташша ăстаскер, культура çуртчӗ çумӗнчи кружоксене кăмăлласах çӳрет. Лариса лайăх саслă, юрăсене тӗрӗс юрлать, çавăнпах пулӗ фольклор, юрă, ташă кружокӗсене кăмăллать. Ачасене юратать, кӳршӗри миçе ачана ӳстерме пăхса пулăшмарӗ-ши вăл? Ачасем те ăна юратаççӗ, ун патне туртăнаççӗ. Килте Коля тата Костя шăллӗсемпеле пурăнать, йывăр самантсенче вӗсене те пулăшать. Кӳршӗсемпе те тату пурăнать ырă кăмăллăскер, яланах пурне те пулăшма хатӗр. Лариса Николаевнăна уяв ячӗпе саламласа çапла калатпăр:

Телей çӳпçи нихçан ан чактăр.

 Ан сӳнтӗр иксӗлми хастарлăх,

Ялан пултăр сан тăванăм

Турă панă сывлăхӗ.

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика