Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хама тăван енчи пеке туятăп

10:32 17 ноября 2020 г.

         Пирěн çӗршывра тӗрлӗ наци çыннисем пурăнаççӗ, çав шутра Чăваш республикинче 128 тӗрлӗ наци çынни пурăнать. Кашнинех хăйӗн чӗлхи, культури, шăпи, тӗнче курăвӗ, йăли-йӗрки. Çаксене паллах шута илмесӗр май çук, çавăнпа та пӗр-пӗрне кӳрентермесӗр, хисеплесе пурăнма тăрăшатпăр.

    Тăрмăш ялӗнче те тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăннă, пурăнаççӗ те. Хăшӗсем качча килнӗ е авланнă, ӗçлеме янă та хамăр ялтах пурăнса кайнă, тен ытти сăлтавсем те пулнă пулӗ, пурне те пӗлсе те пӗтереймӗн. Пӗр-пӗринпе туслă, килӗштерсе пурăннă.

       Халăх пӗрлӗхӗн уявӗ ячӗпе эпир Ольга Даниловна Васильевăна саламларăмăр, чăваш сурпанӗ пек вăрăм ӗмӗр, юман пек çирӗп сывлăх, анлă Атăл шывӗ пек тăнăçлăх сунтăмăр. Ăна хăй çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

- Эпӗ Украинăран. Полтава облаçӗнчи, Карельски районӗнчи Ковали ялӗнче  çуралнă, национальноçпа украинка. Хамăр ялти шкултан 10 класа ăнăçлă вӗренсе пӗтернӗ хыççăн сельхозтехникума вӗренме кӗтӗм, бухгалтерипе учет профессине алла илтӗм, Пӗр тапхăр Украинăра та ӗçленӗ.

- Виссарион Григорьевичпа еплерех паллашрăр-ха?

- Вăл вăхăтра Виссарион Украинăра Чапаевски дивизи ячӗллӗ военный частьра çар тивӗçне пурнăçланă, эпӗ вӗреннӗ вырăнтан инçех марччӗ вӗсен чаçӗ. Паллашрăмăр, пӗр-пӗрне юратрăмăр, пӗрлешрӗмӗр, унтах хут уйăрттартăмăр. Малтанах эпир Украинăра пурăнтăмăр, аслă ывăл Сергей та унтах çуралчӗ, украинла калаçма вӗренчӗ. Аванах пурăнаттăмăрччӗ, анчах та мăшăрăн ашшӗ ватăлнă, пӗчченех пурăнма йывăр пулнипе пирӗн ăна пăхма килмелле пулчӗ. Сергей ывăлăма йывăр лекрӗ ӗнтӗ чăвашла калаçма вӗренме. Вăл вăхăтра ачасем пурте чăвашла калаçатчӗç, халӗ вара пурте вырăсла калаçаççӗ. Иккӗмӗш ывăлӗ Владик куçаруçăччӗ вара, эпӗ ăнланайманнине сисет те тӳрех ăнлантарса паратчӗ. Виççӗмӗшӗ те ывăл пулчӗ, Вася ят хутăмăр ăна. Вăл чăвашла та, вырăсла та лайăх калаçма вӗренчӗ. Ачасем пурте чăвашла та, вырăсла та лайăх калаçнă, вӗренме те аванах вӗренчӗç, кашниех хăйне килӗшекен професси алла илнӗ, пурте çемьеленнӗ, хăйсен пурнăçӗ, 

- Ялта мӗнлерех йышăнчӗç, кӗтсе илчӗç сире? Тата ӗç вырăнӗ пулчӗ-и?

- Пире питӗ лайăх кӗтсе илчӗç, мăшăр тăванӗсем, кӳршӗсем яланах пулăшса пычӗç, йывăр ӗçсене пӗр-пӗрне пулăшса ӗçленӗ, нимелле теççӗ кунта. Кил-çурт çавăртăмăр, выльăх-чӗрлӗхне те усранă.  Пирӗн патăрта аплах мар, кашни харпăр хăй ытларах ӗçленӗ, халӗ кунта та çавăн пек пула пуçларӗ.

Ӗçлеме вара сельсоветра бухгалтерта 14 çул ӗçлерӗм. Соловьев Григорий Николаевич сельсовет председателӗнче ӗçлетчӗ, лайăх çынччӗ, ӗçлеме çăмăл пулнă. Кайран колхоз бухгалтеринче мӗн тивӗçлӗ канăва кайичченех ӗçленӗ. Ӗç Ветеранӗ ята тивӗçрӗм. Пирӗн коллектив лайăх пулса, яланах пӗр-пӗрне хисепленӗ, пулăшса пынă.

- Украинăра уй-хирте, çӗр çинче ытларах мӗнлерех ӗçсемпе ӗçлеççӗ?

- Сахăр кăшманӗпе кукуруза çинче нумай ӗçленӗ, кашни хӗрарăма 2-шер га пайласа панă, арçынсене 1,5 га панă. Питӗ йывăрччӗ, çăмласа кăпкалатнă, сайратнă, кăшманне кăларсан, уй-хирне те питӗ лайăх тасатса хăвармалла пулнă. Кукурузăпа та нумай ӗçлемеллеччӗ, мӗншӗн тесен эпир кукурузăна тулли пучах тăвассишӗн тăрăшнă, силосшăн мар-çке-ха. Темиçе хутчен çумланă, пасынкисене татса тăнă, кăпкалатнă. Çанталăкӗ питӗ шăрăхчӗ, ӗçӗ йывăрччӗ, çавăнпах та килес терӗмӗр Тăрмăша.  Ӗçне пур çӗрте те ӗçлемелле-ха ăна, ӗçрен хăраман, ӗçлесе ӳснӗ. Ялтах пурăнса кайрăмăр вара. Виссарион колхозра трактăрпа та, комбайнпа та ӗçлерӗ, пӗр тапхăр ялти клубра заведующий пулса ӗçлерӗ. Вăл яланах яваплăха туйса ӗçленӗ. Питех те шел, чире пула пирӗнтен уйрăлса кайрӗ çав.

- Виссарион Григорьевич спортпа туслă пулнă, кире пуканӗ йăтатчӗ вăл. Унăн сăнне пӗрре мар «Ял ӗçченӗ» хаçатра çапса кăларнăччӗ.

- Мăшăрăм спортпа туслă пулнă, ывăлăмсене те спорта юратма вӗрентрӗ. Спорт, «Вăрман вăййи» уявӗсенче яланах малтисен ретӗнче пулнă. хисеп хучӗсем чылайччӗ унăн.

- Хăвăр çуралнă çӗршыва каяс килмест-и?

- Малтанах каяс килетчӗ, кашни çулах тенӗ пекех кайса курнă атте-аннене, тăвансене. Хăйсем те килсе курнă, атте килсен питӗ ятуллă, йӗри-тавра ăшăтакан кăмака туса пачӗ çӗнӗ пӳрте пурăнма кӗрсен, пӳрт питӗ ăшă пулатчӗ, газ кӗртнӗ хыççăн ылмаштарма тиврӗ. Халӗ каяс килмест, атте-анне те çук ӗнтӗ, тăвансем пурăнаççӗ. Пиччепе, аппапа телефонпа калаçатпăр, кайса çӳреме çăмăлах та мар çав хальхи йывăр вăхăтра.

- Виçӗ ывăла çитӗнтерсе пурнăç çулӗ çине кăларнă, çемьелентерсе виçӗ хӗр туяннă, мăнукӗсем миçе – ха?

- Мăнуксем саккăрăн, савăнатăп вӗсемпе, пулăшма тăрăшатăп. Кӗçӗн ывăлăн çемьипе туслă пурăнатпăр. Кинсем лайăх манăн, ӗçчен, типтерлӗ. Яланах пӗр-пӗрне пулăшса пыратпăр, туслă та килӗштерсе пурăннине мӗн çиттӗр.

-  Шепель Валентина Дмитриевна та украина хӗрӗ, Никифоров Алексей Никифоровăн арăмӗ, иккӗшӗ те вăрçă ветеранӗсем пулнă, 10 ача çуратса çитӗнтерсе, вӗрентсе кăларса пурнăç çулӗ çине кăларнă. Питӗ пултаруллă та маттур хӗрарăмччӗ, эсир туслă пурăнаттăрччӗ.

- Çапла, эпир туслă пурăннă. Валентина Дмитриевна ăслă та анлă тавракурăмлă, ӗçчен хӗрарăм пулнă. Пӗр-пӗрин патне çӳренӗ, хамăр чӗлхепе те калаçаттăмăр. Вăл тата чăвашла та аванах калаçма вӗренчӗ, эпӗ ун пекех пӗлейместӗп. Лидия Ивановна Матвеева та Филип Васильевича качча килнӗ, нумай çул хушши ял халăхне кино кăтартнă çӗрте ӗçлерӗç вӗсем. Виссарионăн аппăшӗ Елена Григорьевнăпа пӗрле Тăрмăшри клубра кино кăтартрӗç, кунне икӗ хутчен кино кăтартни те нумай пулнă. Малтан ачасене валли 16.00 сехетреччӗ, каçхине аслисем валли 19.00 сехетре кăтартатчӗç. Халăх чылаййăн çӳренӗ кино курма, уйрăмах индийски кино пулсен клуба кӗме те çукчӗ, туп-тулли халăх пулнă. Лайăх пурăннă, хăнана та çӳренӗ, ӗçлеме те пулăшнă. Ачасем маттурччӗ, ӳркенсе тăмасчӗç, кам пулăшма чӗннӗ, унта кайнă. Ун чухне ытларах ушкăнпа ӗçленӗ пысăк ӗçсене.

- Юрă-ташă пирки мӗнлерех, уйрăмлăхсем чылай-и? Йăла-йӗркесем çинчен те пӗлес килет.

- Уйрăмлăхӗсем пур-ха ӗнтӗ, кашни халăхăх хăйӗн йăли-йӗрки. Юрăсенче сăмахӗсене вӗренме йывăр, кӗввине вӗренме пулать. Чăваш юррисене те юрлама юрататăп, украина юррисене те манмастăп, юрлатăп. Чăваш, вырăс ташшине те ташлама вӗрентӗм, пӗрпеклӗхӗ чылай вӗсен. Пирӗн енче те тӗрлӗрен, сцена çинче хăйне евӗр, хăнара урăхла ташлаççӗ, Чăвашăн та çавах, фольклор хăйне майлă ташлать, туйра вара ушкăнпа çаврăнса тапăртатса ташлаççӗ. Туй тумӗсем чаплă чăваш халăхӗн, пуян та мăнаçлă курăнаççӗ туй маткисем, çап-çутă тенкисем шăнкăртатса кăна тăраççӗ. Малтан питӗ тӗлӗннӗччӗ, халӗ хăнăхрăм ӗнтӗ. Лайăх пурăнсан пур çӗрте те тăван вырăн, тăван кил, маншăн Тăрмăш ялӗ тăван вырăн, тăван кил пулчӗ. Нимӗн чухлӗ те ӳкӗнместӗп, савăнатăп çеç.

- Пушă вăхăта мӗнлерех ирттеретӗр?

- Çыхма юрататăп, малтахи вăхăтра нуски, алса, кофтăсем çыхнă, халӗ пӗчӗк минтерсем, диван, кресло çиттисем, тутăрсем, тапăчкисем çыхатăп, мăнуксене çыхса паратăп. Халӗ çипсем нумай, ан ӳркен çеç.

- Тавтапуç сире кăмăллă калаçушăн Ольга Даниловна. Малашнехи пурнăçра  ăнăçупа телей, ачасен, мăнуксен юратăвӗ яланах пӗрле пултăр.

                                                                                                               Елена Матросова калаçнă.

 

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика