Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тинĕс-Çар Флочĕн кунĕ Тăрмăшра

15:44 27 июля 2020 г.

Июлĕн 26-мĕшĕ Раççейри Тинĕс-Çар Флочĕн кунĕ. Çак куна Тăрмăшра Флотра службăра тăракансене, ветерансене, çĕршыва хÿтĕлесе тĕрлĕ вăрçă конфликчĕсене хутшăннă моряксен асăнса, чысласа палăк уçма палăртнă. Палăкĕ çумне тинĕс чулĕ вырнаçтарнă, чул çине якорь тайăнтарнă. Палăкне тума «Турмышское боевое братство» халăх организацине ертсе пыракан активлă харсăр çамрăксемпе ветерансем вăй хунă. Вĕсем халăхран ирĕклĕ майпа укçа пуçтарнă, палăкне заказпа тутарнă, вырнаçтарнă. Якорне Коломна хулинчен илсе килнĕ. АО «Порт-Коломна» организацин Генеральный директорĕ В.Я. Алексеев чăваш пулни питех те меллĕ пулнă. Вăл тÿлевсĕр икĕ якорь хатĕрлесе Тăрмăшпа Енĕш-Нăрваш ялĕсене панă. Ку ĕçпе район администрацин пуçлăхĕ В.А. Ванерке пысăк пулăшу пачĕ. Калас пулать, тăрмăшсем хăйсен вăйĕпе тата Афган вăрçинче пулнă ветерансене, десантниксене тата пограничниксене асăнса тата виçĕ палăк лартнă.

            Асăннă кун моряксен палăкне уçма Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕсенчен, Мускавран Флот ветеранĕсем, тинĕс-çар пехотинецĕсем сахал мар пуçтарăнчĕç. Вĕсем хушшинче тăватă полковник пулчĕ. Делегаци пуçлăхĕсем сăмах тухса каларĕç, медальсем, грамотасем парса палăк тума вăй хунисене, çар ветеранĕсене чысларĕç. Вĕсем Тăрмăш ялĕнчи палăксен комплексне пысăк хак пачĕç: Тăвай районĕн пуçлăхĕ А. Шакин, админстраци пуçлăхĕсем В. Николева, В. Ванерке, Раççейри «Сыны Отечества» обществăлла организацин ертÿçи полковник, çар наукисен докторĕ, профессор, Цивильск районĕн ентешĕ И. Николаев, Тăрмăш ялĕнче çуралнă, халĕ Мускавра пурăнакан запасри полковник В. Семёнов, республикăри тинĕс-çар пехотинецĕсен обществăлла уйрăмĕн ертÿçи III ранглă капитан А. Семёнов, Шупашкарти полици полковникĕ, росгварди пайĕн начальникĕ С. Иванов, афганистан вăрçин ветеранĕсен Канаш хулипе районĕн уйрăмĕн союзне ертсе пыракане В. Сергеев.

            Ялти тинĕс-çар ветеранĕсем палăк умне асăну кăшăлĕ тухса хучĕç, пуçтарăннă халăх моряксене асăнса шăп минучĕ тăчĕ.

            Кун хыççăн пуçтарăннă халăх кÿрĕш туслă яла Енĕш-Нăрвашне тепĕр çавăн пекех палăк уçма кайрĕç. Пуçтарăннă халăха паллă çынсем килсе саламлани питех те кăмăла кайрĕ. Тинĕс-Çар флочĕн ветеранĕсемшĕн палăртнă мероприятисем пысăк уяв пулчĕç.

 

27.07.2020

                                                                                                                                    В. Сидоров

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика