Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Нарăсăн 12-мĕш числинче Тăрмăшри культура ҫуртне «Хыпар» хаҫатран корреспондент килсе кайре.

10:03 14 февраля 2020 г.

Нарăсăн 12-мĕш числинче Тăрмăшри культура ҫуртне «Хыпар» хаҫатран Надежда Смирнова корреспондент килчĕ. Вăл 2011 ҫулта пирĕн пата ятарласа килнĕччĕ, «Кунта урăхла пурăнма ҫук» ятпа чылай пысăк статья пичетленсе тухнăччĕ. Тăрмăшри культура пурнăҫĕпе, мĕнле аталанса пынипе паллашнăччĕ, пирĕн ĕҫе аван енчен хакласа ҫынăччĕ Надежда Георгиевна. Ҫавăн пекех «Хыпар» хаҫатра Николай Петров гармонист ҫинчен «Ялти паллă гармонист», Нина Семенова ҫинчен «Хĕрарăм купăсҫă», Людмила Андреевнăпа Надежда хĕрĕ ҫнчен «Улми улмуҫҫинчен» ятсемпе тĕрленчĕксем пичетленсе тухнăччĕ ун чухне.

Хальхинче Надежда Смирнова «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ ҫинчен ятарласа ҫырма килнĕ иккен. Ушкăн ертӳҫи Елена Николаевна Матросова, ЧР культурин тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ, фольклор ĕҫĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ушкăнри кашни юрăҫ ҫинчен каласа пачĕ. Надежда Георгиевна тĕрлĕ ҫулсенчи картăчкăсене курса тишкерчĕ, хаҫат валли те суйласа илчĕ. Ҫавăн пекех «Ял ĕҫченĕ» хаҫатра Е. Матросова обществăлла корреспондент ҫырса кăларнă статьясемпе, тĕрленчĕксемпе паллашрĕ, вĕсенчен те чылайăшне ҫырнă чухне усă курма илчĕ. Часах артистсем хăйсем те ҫитрĕҫ, вĕсемпе кашнинпех паллашрĕ, ыйтса пĕлчĕ Шупашкар хăни. Венера Николаевăпа Зоя Семенова ăсталанă ал ĕҫĕсенчен, Елена Матросова ĕлĕкхи кĕсене ҫĕнетсе типтерленĕ, хальхи майпа ҫĕленĕ кĕпесенчен курав турăмăр. Кăмăллă юлчĕ пирĕн ĕҫсемпе Надежда Георгиевна.

Шупашкартан инҫе ҫула кĕскетсе пирĕн пата хăнана килнишĕн Надежда Георгиевна Смирновăна питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăп. Вăл 39 ҫул хаҫатра тăрăшать, малашнехи ĕҫсенче те ăна ăнăҫусем сунатпăр, ĕҫĕсем яланах ăнсах пыччĕр, сывлăхĕ ҫирĕп пултăр.

Е.Матросова. Тăрмăш ялĕ.

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика