Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ

15:30 11 февраля 2020 г.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Енĕш – Нӑрвашри культура ҫуртĕнче   "Тӑван халӑхӑн иксĕлми ҫӑлкуҫĕ" ятлӑ фольклор фестивалĕ пулчĕ.

Чăваш халăхĕн илемлĕ тӗрри, тĕленмелле хитре эрешсем, пĕлтерĕшлĕ йăла – йĕрки, хавхалануллӑ юрри – ташши паянхи кун та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ҫак паха пуянлӑха чӑвашсем упраса пурӑнаҫҫĕ, малалла та ҫамрĕксене вĕрентсе хăвараҫҫĕ

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Зоя Васильева уҫрĕ уява. Районти чылай юрӑҫ тата фольклор ушкӑнĕсем килсе ҫитнине пĕлтерчĕ вӑл тата фестивальти жюри пайташĕсемпе паллаштарчĕ.

 Пĕрин хыҫҫан тепри тухрĕҫ сцена ҫине вырӑнти артистсем. Кашниех ҫав тери хавхаланса шӑрантарчĕ сцена ҫинчен чӑваш юррисене, халӑх ташшипе те савӑнтарчĕҫ халӑха, тĕрлĕ уявсен йӑли - йĕркине ты сӑнланса кӑтартрĕҫ. "Тӑрмӑш" халӑх фольклор ушкӑнĕ (ертсе пыраканĕ Чӑваш Республикин культурӑн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Елена Матросова, купӑсҫӑ - Николай Петров) «Хăнана килни» фольклор уявне кăтартса пачĕ. Чăваш халăх юррисен «Куккук сана лайăх-и?», «Ҫавăрма ҫук ҫавра куркине» хитрен шăрантарчĕҫ. Елена Матросова, Галина Табаева, Людмила Семенова «Йăс таканлă аттăр пур», «Шупашкар туйи» юррисене парнелерĕҫ курма килнĕ тăвансене. Уйрӑм солистсем: Елена Матросова «Сарă кайăк», Галина Табаева «Улăха антăм» юрăсемпе куракансен кăмăлне ҫĕклентерчĕҫ. Театр енĕпе вара «Чăваш вăййине» кăтартса парса ҫав тери савӑнтарчĕҫ, ҫамрăклăха аса илтерчĕҫ куракансене.

ФОЭре ку тӑрӑхри ал - ĕҫ ӑстисен куравне йĕркеленĕ. Курава Елена Матросовăпа Венера Николаева та хутшăнчĕҫ. Унтах кĕнеке куравĕ те вырӑн тупнӑ. Мероприятие килекен ҫынсем тӳрех халӑх культурин тĕнчине лексе унпа киленме пултарчĕҫ.

Чылайччен янрарĕ культура вучахĕнче тӑван юрӑ - кĕвĕ. Куракансем те алă ҫупса хавхалантарса пычĕҫ. Чăваш юрри янăранă чух - чăвашлăх пĕтмĕ-ха.

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика