Турмышский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Асăну хăмисем» уçрĕç

13:38 29 ноября 2019 г.

Виçĕмкун, 2019 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче, районти АПК ветеранĕсен канашĕ тăрăшнипе Тăрмăш ялĕнчи Карл Маркс тата Ленин урамĕсенче Владимир Николаевич Николаев тата Василий Яковлевич Ялугин пурăннă 80-мĕшпе 17-мĕш номерлĕ çуртсем çинче асăну хăмисем уçрĕç.

Çак паллă ятпа Тăрмăш ялне район пуçлăхĕ Александр Шакин, район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов, районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Михаил Яковлев, канаш членĕ Юрий Алексеев, районти ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Римма Гурина ятарласа килнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева та пулчĕ. Савăнăçлă мероприятие ял çыннисем самайăн пуçтарăннă. Аслăраххисем Владимир Николаевичпа Василий Яковлевича пурте лайăх пĕлсе тăраççĕ, вĕсенчен нумайăшĕ колхоз производствинче пĕрле вăй хурса ĕçленĕ.

Çак пысăк мероприятисене иккĕшне те кĕске сăмах каласа район пуçлăхĕ Александр Шакин уçрĕ. Кирпĕч çурт çине вырнаçтарнă асăну хăмине уçсан, ун çине çапла шăрçаласа çырса хуни паллă пулчĕ: «Кунта ял хуçалăх производствин организаторĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Владимир Николаевич Николаев пурăннă».

Районти АПК ветеранĕ-сен Канашĕн председателĕ М.Я.Яковлев унăн пурнăçĕн паллă тапхăрĕсем çинче чарăнса тăчĕ, Владимир Николаевич кирек епле ĕçре те - колхоз производствинче-и е партипе совет, профсоюз ĕçĕсенче - хăй организатор пулнине, ĕçшĕн çуннине, çынсемшĕн тăрăшнине кăтартса панă, терĕ.

Василий Яковлевич Ялугин пурăннă çурт çине те асăну хăми вырнаçтарнă. «Кунта ял хуçалăх производствин организаторĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Василий Яковлевич Ялугин пурăннă» тесе çырнă.

Иккĕшĕ те - Владимир Николаевич та, Василий Яковлевич та - 1934 çулта çуралнă. Василий Яковлевич 18 çул трактор бригадин бригадирĕнче тăрăшнă, ăна темиçе хутчен те ял Совет депутатне суйланă.

Ĕçри хастарлăхĕпе, пурнăçри активлăхĕпе тата тÿрĕлĕхĕпе ĕмĕрлĕхе чыс-хисепе тивĕçнĕ вĕсем, нумайăшĕшĕн паян кун та ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Тăванĕсем, пухăннисем АПК ветеранĕсен канашĕн председательне Михаил Яковлевич Яковлева тав турĕç çакăн пек ĕмĕрлĕх асăну хăмисем вырнаçтарса чыс тунăшăн.

Ял артисчĕсем юрăсем парнелерĕç.

Турмышский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429281, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Турмыши, ул.Советская, д.14
Телефон: 8(83548) 2-53-02
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика