Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 11:55_ Çеçпĕл Мишши - ман юратнă сăвăç

00:00 22 сентября 2009 г.

11:55_ Çеçпĕл Мишши - ман юратнă сăвăç

Эс тĕлĕнмелле пултаруллă,

Вутлă - хĕмлĕ, çиллĕ, тăвăллă.

Юррусем янраççĕ, ĕçỹ чаплă,

Сассу аслати пек хăватлă.

Н Шелепи чăваш халăх поэчĕ.

 Çеçпĕл... Çак ултă сас паллирен тăракан сăмах пĕлтерĕшĕ пысăкланнăçемĕн пысăкланса пырать. Эпир ăна кăвар чĕреллĕ сăвăç, кĕрешỹçĕ, поэзии никĕсне хываканĕ, чăваш халăхăн мухтавлă та пултаруллă ывăлĕ тетпĕр. Поэт тăван чĕлхен шăпи хамăр алăрине, тăван чĕлхене хамăр епле хисепе хурса упрама пĕлменнине вĕçĕм асра тытать.

Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă Чĕрỹ сан сисĕ чĕннине.

Шанатăп, ĕмĕте усратăп, Эс килĕн. Килĕн тĕнчене.

Паянхи чăваш ачисем Çеçпĕл ĕмĕтленнине, шухăшланине пурнăçлаççĕ теме пулать, мĕншĕн тесен халĕ ачасем чăваш чĕлхине юратса вĕренеççĕ, чăваш кĕнекисене вулаççĕ, радио - телевиденипе чăвашла передачăсем итлеççĕ, кураççĕ. Чăваш поэзийĕн çĕнĕрен те çĕнĕ çеçпĕлĕсем хăйсен сассисене параççĕ. Таяпа Энтрин вулавăшĕнче Çеçпĕл çинчен кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Ачасем поэтăн кун - çулĕпе , унăн сăввисемпе паллашрĕç. Çеçпĕле халалланă "Кăвар чĕреллĕ поэт" буклет вулакансен кăмăлне , чун - чĕрине хускатрĕ. Çамрăк ăрăва Çеçпĕл хăйĕн "Хурçă шанчăк" сăввинче

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕр - шывăн хастар ачисем.

Вут кайăклă вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун - çул уттинчен!

тесе халал парать. Паянхи çамрăк ăрăвăн поэтăн çулăмлă сăмахĕсене манас марччĕ, поэтăмăрăн ятне яланах асра тытасччĕ. Çеçпĕл Мишши пурнăçра та, литературăра та хăйне шеллемесĕр кĕрешнĕ. Унăн кашни сăвви чуна тыткăнлать, вăй -хăват, кĕрешỹ туйăмĕ парса тăрать. "Хĕрлĕ тинĕсре" сăввинче çутă ĕмĕт, телейлĕ пуласлăх çинчен çырать:

Хумсем силеççĕ карапа,

Темле чăрмав та тĕл пулатпăр.

Асап çыранĕ - хыçалта,

Чĕремĕмсем - хастар та паттăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика