Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Г.Л. Енейкина – Таяпа Энтри ялĕнчи вулавăш хăни

15:48 29 марта 2024 г.

Мартăн 28-мĕшĕнче,  Таяпа Энтри ялĕнчи вулавăшра хăнара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн членĕ (2019ç.), Елчĕк енри пултаруллă сăвăç, 3 сăвăсен кĕнекин авторĕ Галина Леонидовна Енейкина пулчĕ. Вăл пирĕн кÿршĕ ялта, Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тĕл пулăва унăн ача чухнехи хĕр-тантăшĕсем килнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕ сăвăç. Вулавăш ертÿçи И.Ванюшина вулакансене малтанах поэтăн пурнăçĕнчи самантсемпе,  пултарулăх кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Галина Леонидовна ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ, Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. 1980-1985 çулсенче ача садĕнче ĕçленĕ, 1985 çултан пуçласа 2021 çулччен Патреккел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, аслă категориллĕ вĕрентекен пулнă.

   Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ мĕн ачаран сăвăсем çырма кăмăллать. Сăввисенче унăн тĕнчене хăйне май курса хакласси аван курăнать. Авторăн хайлавĕсенчи тĕп сăнар – çут малашлăх çинчен ĕмĕтленекен, унталла ăспа та пултарулăхпа туртăнакан, чĕнекен, йывăрлăхран хăраман çын. Тематика енчен пăхсан сăвăç ытларах тăван тавралăха, унти ĕçченсене сăнарлать. Чăваш чĕлхин, тăван халăхăн шăпи те аванах хумхантарать поэта, çав вăхăтрах вулакан чун-чĕрине хĕпĕртÿпе, мăнаçлăх туйăмĕпе те хĕмлентереççĕ сăввисем. Ача-пăча валли çырнă сăвăсем вара унăн поэзине тата та илемлетеççĕ. Унăн сăввисем, вĕрентĕвĕсем ачасемшĕн – питĕ пысăк тупра. Сăвăсенчи мал ĕмĕтпе çунатланнă шухăшсем вĕренÿре малалла талпăнма, ватăсене сума сума, çут çанталăка упрама, пурнăçра ырă çын пулма йыхăраççĕ.

  Çулсерен Галина Леонидовнăн сăвă кĕнекисем пичетленсе тухаççĕ. «Чуну таса пулсан», «Ēмĕрхи илемлĕх йĕрĕпе», «Чун йыхравĕ» сăвăсен кĕнекисемпе паллаштарчĕ пирĕн вулакансене паян вăл. Кĕнекери сăвăсенче  Г. Енейкина пурнăç чăнлăхне кăтартса парасшăн, ăна çамрăк ăрăва туйтарасшăн ăнтăлать. Вĕсемпе паллашнă май вулакан пурнăçра темле йывăрлăха та çĕнтерме, чăвашăн ырă йăли-йĕркине хаклама, тĕрĕс çулпа утма хăнăхать, таса чунлă, ырă çын пулас туйăмпа хĕмленет. Сăвăçă юптарусем çырма та маçтăр. Юптарусенчи сăнарсем те çынлăх туйăмне упрама вĕрентеççĕ. Кашни юптарăвĕ – хăй пĕр асамлăх тĕнчи, хăй пĕр тулли ăс-хакăл çÿпçи.

  Тĕл пулу ăшă кăмăллăн иртсе кайрĕ. Нумай сăвă вуларăмăр литература тĕпелĕнче, чунтан калаçрăмăр. Эпир Г.Енейкинаран тата та хăватлăрах сăвăсем кĕтетпĕр. Вăл пысăк ĕмĕтпе пурăннине вара эпир пĕлетпĕр. Пĕр-пĕрне ырă сунса, сăвăçа тата та çунатлă сăвăсем çырма хавхалантарса уйрăлтăмăр. Культура çурчĕ çумĕнчи «Ĕмĕт» пултарулăх ушкăнĕ хăнана юрăсем парнелерĕ.

 

И. Ванюшина,

Таяпа Энтри ялĕ.

Малотаябинский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика