Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Каркалар ялĕнче «Николай Краснова асăнса» Елчĕк муниципаллă округĕн Уçă конкурсĕ иртрĕ

15:33 11 июля 2023 г.

Елчĕк ен паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри вăл -  нумай çул хушши культура ĕçченĕ пулнă, паллă юрăç, сăвăç, хăй тĕллĕн вĕреннĕ копозитор Николай Иванович Краснов. Унăн вилĕмсĕр те витĕмлĕ юррисем, шÿчĕсемпе сăввисем халăха килĕшеççĕ, савăнтараççĕ, чунĕсене уçаççĕ, шухăша та яраççĕ, малашлăха шанса, ĕненсе пурăнма чĕнеççĕ.  Николай Иванович Красновăн пултарулăхĕ республикипех сарăлнă. Вăл çырса кĕвĕленĕ юрăсене пирĕн патĕнче анчах мар, пысăк сцена çинче професиионаллă юрăçсем те, республикăри ытти округри пултарулăх ушкăнĕсем те юрлаççĕ. Çакă паллă çынна асăнса иртрĕ те утă уйăхĕн 11- мĕшĕнче Каркалар ялĕнче Елчĕк муниципаллă округĕн  «Николай Краснова асăнса» Уçă конкурсĕ. Конкурса хутшăнакансем Николай Ивановичăн юррисене юрласа тата купăс каласа тупашрĕç.  Кĕçĕн Таяпари «Таябинка» (1-мĕш вырăн), Тÿскелĕнчи «Тускил» (1-мĕш вырăн)  тата «Шуçăм» (1-мĕш вырăн), Çĕнĕ Эйпеçри «Хамăр ял» (2-мĕш вырăн),  Çĕнĕ Пăвари халăх фольклор ансамблĕ «Илем» (2-мĕш вырăн), Каçал муниципаллă округĕнчи Хырхĕрри ялĕнчи «Палан»  (2-мĕш вырăн) ансамбльсем,  Чăваш Тăрăмĕнчи Блиновсен çемье дуэчĕ (3-мĕш вырăн),  Аслă Таяпари «Самана» (3-мĕш вырăн), Аслă Пăла Тимешĕнчи  «Пăла» (3-мĕш вырăн)ансамбльсем, Çĕнĕ Пăвари Крысов Никита тата Павел Иванов (1-мĕш вырăн), Тӳскелĕнчи Иван Шурбин (1-мĕш вырăн),   Энтепери Макаров Петр (2-мĕш вырăн),   Тутар республикинчи Вырăс Каркалар ялĕнчи «Сударыня» ансамбль (2-мĕш вырăн),    Кĕçĕн Таяпари Леонид  Колсанов (3-мĕш вырăн), Таяпа Энтри ялĕнчи Валерий Шадриков (3-мĕш вырăн)  юрласа та купăс каласа тупăшрĕç. «Николай Краснова асăнса» конкурс иккĕмĕш çул анчах иртет пулсан та, кăçал кунта Каçал тăрăхĕнчи Вăрманхĕрри, Чурачăк, Хырхĕрри ялĕсенчи «Палан», çавăн пекех Тутар республикинчи Вырăс Каркалар ялĕнчи «Сударыня»  пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăнчĕç, конкурса пуянлатрĕç.  Туслă та хăнасене тарават Каркалар халăхĕ конкурса хутшăнакансемпе пĕрле вăйă картине тăчĕ, чăваш эстрада юрăçипе Юрий Кашкăрпа, Сергей Барановпа тата Наталья Шавкинапа пĕрле юрласа та ташласа савăнчĕ.

Малотаябинский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика