Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял уявĕ

12:00 09 июля 2023 г.

Таяпа Энтри ял уявĕ кĕрлерĕ

   Тăван ял, тăван кĕтес…Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ěçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Тăван ял вăл – пĕртен-пĕрре.

   Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче шкул пулнă вырăнта Таяпа Энтри халăхĕ пысăк уява пуçтарăнчĕ. Мĕн ĕлĕкех пирĕн ват асаттесемпе асаннесем пĕрле пуçтарăнса юрласа-ташласа уявсем ирттернĕ. Ертсе пыракансем И.Ванюшина ял вулавăш заведующийĕ тата Чăваш Республикин культура ĕçченĕ В.Н. Лукоянов халăха чĕререн Тăван ял уявĕ, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕсемпе саламларĕç. Пирĕн ялта кăçал пĕр çамрăк çемье çуралчĕ. Ял пĕтмест-ха апла. Таяпа Энтри аталанса, çĕкленсе, илемленсе пытăр çулсерен.

     1577 çулхине Таяпа Энтри ялĕ пуçланнă тесе шутлаççĕ. Паянхи кун вăл эппин 446 çулта.  Таяпа Энтри ялĕ 1925 çулччен Энтриел ятлă пулнă.   Ял пуçланса кайни пирки тĕрлĕрен легендăсем çÿреççĕ.

   Паянхи куна Таяпа Энтри ялĕнче  310 хуçалăх. Пурăнмалли 232 кил. Ялта 623 çын шутланса тăрать.  Ялти чи аслă çынсем: хĕрарăмсем: Евдокимова Анисия Антоновна тата Скворцова Анастасия Ефимовна, вĕсем 99 çулта. Арçынсенчен – Никифоров Анатолий Иванович, вăл 90 çулта. Чи кĕçĕн çын – Еремеева Дарья Петровна, вăл иккĕре.

   Уява килнĕ хăнасем йышлă пулчĕç. Чи малтанах Елчӗк муниципалитет округӗн  депупатсен пухӑвӗн председателӗ Сядуков В.В. тата Кĕçĕн Таяпа территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Ильина Л.Н. уява пуçласа сăмах каларĕç. Вĕсем кашниех ĕçре палăрнисене, Чăваш халăхĕн культура пуянлăхне упрас, сарас тата аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн  Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе тата парнесем парса чыс турĕç.

   Уява ирттерме пулăшакан ентешсене, ял халăхне уйрăммăн палăртса тав сăмахĕ каласа хăварасшăн. Ял праçникне вăй çитерсе кăçал 3-мĕш хут уявлама мехел çитертĕмĕр. Паллах, вăл ертÿçĕсĕр, урăхла каласан, йĕркелесе яраканĕсĕр пулмасть. Вăл - Кĕçĕн Таяпа тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, хамăр ентеш  Столбов Николай Анатольевич. Кашни çул уяв чаплăран та чаплăрах, пуянтарах иртнишĕн  вăл савăнмаллипех савăнчĕ паян.

   Ял халăхĕ уявра тĕрлĕ спорт вăййисене хутшăнса парнесене тивĕçрĕ. Л.Столбова, И. Межина, З.Герасимова поварсем халăха тутлă чашламапа сăйларĕç. Таяпа Энтри ялĕнчи вĕрентекенсен ушкăнĕ, культура ĕçченĕсем, çамрăк хĕрачасем юрă-ташăпа уява илем кÿчĕç. Ял халăхне Чăваш эстрада çăлтăрĕсем  И. Шинжаев, О. Осипова, А. Лукина, Н. Столяров  хăйсен пултарулăх концерчĕпе  савăнтарчĕç.

      Савăнатăп саншăн эп ялан,

      Малашне те эсĕ аталан.

      Таяпа Энтри - савнă тăван кил!

      Вăй-хăват парсамччĕ, пар пехил.

Малотаябинский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика