Территориальный отдел "Большесундырский" Управления по благоустройству и развитию территорий моргаушского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

  

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

              

Новости » 11:36 ЧĔЛХЕСĔР ХАЛĂХ – ЧĔРЕСĔР ХАЛĂХ

00:00 24 апреля 2009 г.

   «Чĕлхесĕр  халăх – чĕресĕр  халăх», - тенĕ ваттисем. Çавăнпа  та  мĕн-пур вăй хала пухса,  пирĕн хамăрăн тăван чăваш чĕлхине упрас тесе ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен, юлашки вăхăтра ЮНЕСКО тĕпченĕ тăрăх, чăваш чĕлхи çухалма пуçланă чĕлхесен шутне кĕнĕ. Мĕн тумалла - ха пирĕн? Мĕнле упраса хăварар тăван чĕлхене?

   Çак ыйтусем çине хурав тупас тесе,  эпир, Мăн Сĕнтĕрти библиотека ĕçченĕсем, шкул ачисене пухса калаçу ирттертĕмĕр. Çак ыйтăва сÿтсе явма эпир Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи пилĕккĕмĕшпе çиччĕмĕш классене чĕнтĕмĕр, вĕсене вĕрентекенĕ тата ертсе пыраканĕ - Вишнёва Вера Викторовна. Малтанах, эпир шкул ачисене анкетăсем валеçрĕмĕр, кăшт каярах çак анкета çине хуравламашкăн. Кайран вара, библиотекăра майлаштарса тунă презентацисемпе палаштартăмăр. Пĕрремĕшĕ - «ЧĔЛХЕМ ЭС ЧĔРЕЛЛĔХ ÇĂЛКУÇĔ», чи паллă чăваш чĕлхин тĕпчевçĕсем çинчен: И.Я. Яковлев, Н.В. Никольский, Н.И. Ашмарин, В.П. Вишневский, Н.И. Золотницкий тата ыттисем çинчен те. Иккĕмĕш презентацийĕнче: «ЧĂВАШСЕН   ЙĂЛА-ЙĔРКИ», чăвашсен çипуç уйрăмлăхсене, чăвашсен диалектсене, халăхăн авалхи ĕркисене, ал ĕçне, кил-йыш хатĕр-хĕтĕрсене уçăмлă кăтартса тата каласа пачĕ Мăн Сĕнтĕр библиотекин библиотекăрĕ Маргарита Витальевна Лаптева. Шкул ачисем питĕ тимлĕ итлесе ларчĕç ăнлантарса панине. Вĕренекенсем интересленсе ыйтусем пачĕç. Презентацисем курнă хыççăн, ваттисен сăмахсене итлеме, тата тупмалли юмахсен тупсăмне тупма сĕнтĕмĕр. Çăмăлах пулмарĕ  тавçăрса илме ачасене, мĕншĕн тесен, нумай ваттисен сăмахĕсем, тата тупмалли юмахĕсем манăçа тухнă. Юлашкинчен, малтан панă анкетăсем çине хуравлама ыйтрăмăр. Унтан вара, чăваш чĕлхи: «хăрушлăхра», «канăçлантарать», «чĕлхен пĕтес хăрушлăх пур», «чĕлхе çивĕч лару-тăрура», «чĕлхе питĕ йывăр хăрушлăхра», «чĕлхе пĕтнĕ» тесе каланă ыйтусем пулчĕç. Çав ыйтусем хушшинче пĕртен пĕр, чи тĕрĕс хуравне суйласа илмелле пулчĕ шкул ачисен. Мĕн суйласа илчĕç-ха вĕсем?  Пурте пĕрле канашу тытса, çакăн пек хуравларĕç: «хăрушлăхра». Тем тесен те, шкул ачисем те чăваш чĕлхи хăрушлăхра пулни çинчен тавçăрса илчĕç. Вырăссем каланă тăрăх: «Педупреждён, значит вооружён», çавна пĕлсе, эпир те хамăр чĕлхе хĕрушлăхра пулни çинчен пĕлсе, çак инкеке чарма тăрăшăпăр. Çак шухăшпа сыв пулашрăмăр та шкул ачисемпе. Эпир шанатпăр, чăваш чĕлхин малашлăхĕ çамрăксен аллинче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика