Территориальный отдел "Большесундырский" Управления по благоустройству и развитию территорий моргаушского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

  

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

              

Новости » Муркашсем зкзаменсене çапла тытнă

10:41 27 июня 2014 г.

Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсем вĕçленчĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçал шкултан вĕренсе тухакан çамрăксенчен 197-шĕ тата малтанхи çулсенче шкул пĕтернĕ тепĕр 3 çын патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене тытнă. 

Вырăс чĕлхи тата математика - обязательнăй йĕркепе патшалăх пĕрлехи экзаменне тытмалли предметсем. Кăçал çак экзаменсенчи чи пĕчĕк кăтартăва татах чакарчĕç: вырăс чĕлхипе 24 балл, математикăпа 20 балл таран. Çакăнтах сахалрах балл пухнисем "2" паллăна тивĕçнĕ. Вырăс чĕлхипе пирĕн районти пĕр выпускник "2" паллă илнĕ, çавăнпа та çак эрнери резерв кунĕнче вăл экзамена тепĕр хут тытнă.  Хальлĕхе вара вырăс чĕлхипе пухнă пирĕн районти вăтам балл - 60,8.

Математикăпа вара лару-тăру ăнăçлах мар - районти 11 выпускник "2" паллă илнĕ (Муркаш, Калайкасси, Оринин, Çатракасси тата Йÿçкасси шкулĕсенчен). Вĕсем те çак экзамена резерв кунĕнче тепĕр хут тытрĕç. Математикăпа районĕпе пухнă вăтам балл 40,25-пе танлашнă.

Çак экзаменсенче икĕ предметпа та "2" илекен пулман. Çавăнпа та кирлĕ чухлĕ балл пухайманнисем пурте резерв кунĕсенчи (июнĕн 18 тата 19-мĕшĕсем) экзаменсене хутшăнма пултарнă. Унти результатсем кăшт каярах паллă пулĕç.

Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем те асăннă предметсемпех обязательнăй майпа экзаменсем тытрĕç. Вырăс чĕлхипе районта виçĕ "2" (Муркаш тата Мăн Хураçка шкулĕсем), математикăпа вара "2" илнисем пайтах - 42 ача ("2" илменнисем Чуманкасси, Ярапайкасси, Сыпай тата Шетмĕпуçĕнчи шкулсенче кăна).

Çак икĕ экзамен результачĕсем тăрăх пĕр ача икĕ предметпа та "2" паллă илнĕ. Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлĕвĕн программи тăрăх патшалăх итог аттестацине ирттермелли йĕркепе килĕшÿллĕн вăл ачана иккĕмĕш çула хăвараççĕ.

Тăххăрмĕшсен те патшалăх тĕп экзамен формипе хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе экзамен тытма ирĕк пулнă. Çакăнта Кашмаш шкулĕнчи Виктория Тихонова хăй суйласа илнĕ хими предмечĕпе 100 балл пухма пултарнине каламасăр иртме çук. Çав вăхăтрах обществознанипе вун виçĕ ача, физикăпа - икĕ ача, историпе пĕр ача, биологипе тăваттăн "2" илнĕ.

Пĕрлехи патшалăх экзаменне тытни çинчен калакан свидетельствăсене ку таранччен выпускниксене алла панă, кăçал вара вĕсене алла памаççĕ - результатсем пĕрлехи даннăйсен базинче упранĕç.

"Ылтăн" медальсем пирки те каласа хăвармалла. РФ Вĕренÿпе наука министерствин кăçалхи майăн 22-мĕшĕнчи НТ-531Ÿ08 номерлĕ çырăвĕпе килĕшÿллĕн шкул пĕтерекенсем "За особые успехи в учении" медале тивĕçме пултараççĕ. Вăл малтанхи пекех  ылтăн  е кĕмĕл тĕслĕ юлать. Ылтăн тĕслине, сăмахран, патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене "5" паллăлăх тытнă, аттестатра пĕтĕмпех "5" паллă илнĕ выпускниксем тивĕçеççĕ. Сăмах май пирĕн районта та "ылтăн" медале тивĕçме пултаракансем пур. Кăçалтанпа çак медальсене илесси те, аттестатсем илесси те шкулсем çине тиенет - кашни шкул вĕсене хăй туянать.

 

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Большесундырское сельское поселение Моргаушского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика