Территориальный отдел "Большесундырский" Управления по благоустройству и развитию территорий моргаушского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

  

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

              

Новости » Патшалăх çынсене авариллĕ çурт-йĕртен тухма пулăшать

09:45 30 июля 2013 г.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисен йышăвĕсемпе килĕшÿллĕн авариллĕ çурт-йĕрти çынсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтермелле. Ку енĕпе республикăра «Чăваш Республика территорийĕнчи авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчи граждансене куçарасси» программа çирĕплетнĕ. Çакна тĕпе хурса район территорийĕнче те тĕллевлĕ ĕç пурнăçланать, халĕ 2013 – 2015 çулсенче вăя кĕртмелли ĕç-хĕле палăртнă.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçал çынсене авариллĕ çурт-йĕртен куçарассипе пурнăçлама палăртнă ĕç-хĕл çапларах. Мăн Сĕнтĕрти тата Муркашри нумай хваттерлĕ авариллĕ çурт-йĕрти 42 çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшмалла. Ятарлă комисси çирĕплетнипе çак шута Мăн Сĕнтĕрти Ленин урамĕнчи 79-мĕш тата 93-мĕш çуртсем, Советская урамри 22-мĕш çурт, Новая урамри 15-мĕш çурт, çавăн пекех Муркашри Гагарин урамĕнчи 12-мĕш çурт кĕреççĕ.

Çапла вара уйрăмах йывăр лару-тăрăва лекнисене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Çак ĕç йăлтах патшалăх шучĕпе пурнăçланать. Социаллă нормăпа килĕшÿллĕн çÿлерех асăннă йыш валли 878, 9 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли лаптăк кирлĕ. Ку ĕçе йĕркелеме пĕтĕмпе 19405720 тенкĕ уйăрма палăртнă. Вăл шутран Патшалăх корпорацийĕ – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассин фондĕнчен – 12476170,26 тенкĕ, Раççей Федераци субъектĕнчи бюджетран – 6929549,74 тенкĕ. Çитес çул пурнăçлама палăртнă ĕç-хĕл калăпăшĕ татах та пысăкрах.

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан хисеплĕ йыш патшалăх уйăракан пысăк пулăшăва туйма пултарчĕ. Крючковсем маларах Мăн Сĕнтĕрти Советская урамри авариллĕ 10-мĕш çуртра пурăнатчĕç, халĕ – 15-мĕш хăтлă çуртра.

– Патшалăх шайĕнче çакăн пек программа ĕçлени пире, йывăр лару-тăрăва лекнисене, çурт-йĕр условийĕсене йĕркелеме пулăшни питĕ вырăнлă. Апла пулсан правительство çынсемшĕн тăрăшни куç кĕрет. Çавăн пекех манăн Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне Анатолий Лаптева та тав сăмахĕ калас килет. Паллах, кашни çыншăн çурт-йĕр ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăрать, – терĕ Валентина Анатольевна хваттерпе кăмăллă пулнине палăртса.

Валентина Крючкова улттăмĕш çул ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат çуртĕнче вăй хурать. Социаллă ĕçчен кунти ватă çынсене тĕрлĕ экскурсисемпе концертсене илсе тухать тата ытти мероприятие хутшăнма пулăшать. Çапла вара вĕсен кулленхи пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Кунта сахал мар тимлеме тивет. Çапах та ватă çынсен ырă сăмахĕ – пуринчен те кăмăлли. Унччен маларах пултаруллă хĕрарăм ачасен çакăнти сиплев учрежденийĕнче тăрăшнă. Çапла вара кунта 1990 çултанпа тăрăшать.

Валентина Анатольевна юрă-кĕвĕ ăсти пулнăран чылай çул ĕнтĕ «Янаш» ушкăнпа тĕрлĕ концерта çÿрет. Ку туртăм амăшĕнчен ачисене те куçнă. Валерăпа Екатерина тĕпренчĕкĕсем вара унăн пурнăçĕн тĕллевĕ пулса тăраççĕ.

Большесундырское сельское поселение Моргаушского района

Первоисточник: Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика