Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Улах» фильм

18:02 27 ноября 2020 г.

  Кӑҫал пирӗн республика Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул тултарнине уявланӑ ҫул тепӗр пулӑмпа пуянланчӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А. Николаев пуҫарнипе чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин уявне пӗрремӗш хут уявларӑмӑр.

Ҫак уява халалласа  чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫичӗпӳрт ялӗнче район шайӗнчи мероприяти пулса иртрӗ. Чӑваш тӗррине мухтаса, ҫамрӑк ӑрӑва аваллӑха упрама, хисеплеме вӗрентес, авалтан сыхланса юлнӑ йӑла-йӗркесене аталантарас тӗллевпе «Улах» ятлӑ фильм ӳкернӗ. Фильмри ӗҫсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑнхи тапхӑрта пулса иртеҫҫӗ. Унта улахри йӑла-йӗркине тӗплӗн сӑнласа кӑтартрӗҫ: хӗрсем улаха пуҫтарӑнни, ал-ӗҫ тунисене, юрри-ташшине, вӑййи-шӳчӗсене. Тата тӗрлӗ- тӗрлӗ интереслӗ самантсем ӳкерӗнчӗҫ ку фильмра. Тӗслӗхрен, улахран  хӗр вӑрланине витӗмлӗ те чӑн пулнӑ пек кӑтартрӗҫ.

    «Улах» фильма ӳкернӑ чух ялти 20-мӗш ӗмӗрти 50-60-мӗш ҫулсенчи пӳртсемпе тата кил картисемпе усӑ курнӑ. Ҫичӗпӳртри Культура ҫурчӗн коридорӗ вара ҫав ҫулсенчи «пӳрт ӑшчикки» пулса тӑчӗ. Культура ҫурчӗнче тата библиотекӑра упранакан этнографи экспоначӗсем «пӳрт ӑшчиккине» тултарма вырӑнлӑ пулчӗҫ.

  Фильма ӳкерме Аксарин, Шӗнерпуҫ, Чӑнкасси, Урхас Кушкӑ, Октябрьски, Сӗнтӗрпуҫ хутлӑхӗсенчи кульура ӗҫченӗсем тата коллективсене юрлама – ташлама ҫӳрекенсем хастар хутшӑчӗҫ.

  Ҫак фильма ӳкерме пуҫараканӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ,  культура пайӗн пуҫлӑхӗ Матюшова Елизавета Викторовна пулчӗ. Оператор ӗҫне пурнӑҫлаканӗсем районти тӗп Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем пулчӗҫ.

  

Бичуринский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика