Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Дарья Елкина "Вице - Сĕнтĕвăрри чăваш пики" ятне çĕнсе илчĕ

15:31 11 ноября 2018 г.

Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Сĕнтĕрвăрри Чăваш пики» конкурс Сĕнтĕрвăрри районĕнче саккăрмĕш хут иртрĕ. Çак конкурса хапăл туса, йыхрава йышăнса Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тĕрлĕ ял-хутлăхĕнчен чи чипер хĕрсем Сĕнтĕрпуç культура Çуртне килсе çитрĕç.

 «Сĕнтĕрвăрри Чăваш пики – 2018» конкурса Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.П.Белова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е.В. Матюшова, Сĕнтĕрвăрри районĕн «Сĕнтĕр Ен » ентешлĕх пуçлăхĕ А.Г. Кузнецов, «Раççей Чăваш пики- 2017» конкурса хутшăннă Александрова Регина Валерьевна уçрĕç.

Вĕсем Сĕнтĕвăрри чăваш пикисене тата вĕсен ертÿçисене конкурса хутшằнма кằмằл тунишěн чунтан тав турĕç, ăнăçу сунчĕç. Конкурс çулран çул сумлăланса, илемленсе пынине, унта хутшăнас кăмăллă, тивĕçлĕ хĕр-пикесем нумайлансах пынине палăртрĕç.

Чăваш пикисем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн пиллĕк тĕрлĕ тупăшура палăртрĕç.

Тупăшу xĕpÿ иртрĕ. Xÿxĕм те илĕртÿллĕ чăваш пикисем малтан хăйсемпе паллаштарчĕç. Палăртса хăвармалла, видеопаллаштарусен пахалăхĕ те кашни çул ÿссе пырать, кашни паллаштару хăйне евĕрлĕ кăсăклă пулчĕ. Ăc-тăн çивĕчлĕхĕ енчен те пултаруллă ăмăртрĕç, хăйсене тивĕçлĕн кăтартрĕç чиперккесем.. Тутлă та пахалăхлă тăван халăхăн апат-çимĕçне nĕçepce килсе ун çинчен каласа пама пĕлни зала лằк туллии пуçтарằннằ куракансене уйрằмах килěшрě. Хĕрсем хăйсен пултарулăхне юрăра, ташăра кăтартрĕç. Наци тумне халăх умĕнче илемлĕн кăтартма пултарчĕç.

Сумлă тÿресем " Сĕнтĕрвăрри чăваш пики -2018" конкурса хутшăнакан вунă пикен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтарма пĕлнине тата пултарнине шута илчĕç.

Хĕрÿллĕ тупăшура пирĕн  Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчи Дарья Елкина "Вице - Сĕнтĕвăрри чăваш пики" –пулма тивĕçлĕ пулчĕ. Эпир пурте Дарья Елкинăна чун-чĕререн саламтатпăр, ăнăçу сунатпăр, тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума сывлăх, телей сунатпăр.

Бичуринский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика