Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хурапха ялĕнчи тĕлпулу концерчĕ

21:40 09 октября 2018 г.

Хурапха ялĕнчи тĕлпулу концерчĕ

 «Ватă ҫынсен уйăхлăхĕ» малалла тăсăлнă май Шĕнерпуҫ культура ҫурчĕ ҫумĕнчи тата Ҫичĕпẏрт ҫурчĕ ҫумĕнчи художество пултаруллăх коллективĕсем  юпа  уйăхăн 9-мĕшĕнче  Хурапха ялĕнче пуранакан ҫынсене концерпа савăнтарчĕҫ. Ҫанталăкĕ уяр та хĕвеллĕ пулнипе ҫак савăнăҫлă тĕлпулу урам хушшинчех иртрĕ. Ялти шайпа илсен халăх йышлăнах пухăнчĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

 Уяв пуҫланнă май чи малтанах концерта ертсе пыракан Александр Юрьевич Хурапха ялĕнче пурăнакан ҫынсене уяв ячĕпе саламларĕ.  «Шĕнер» юрă ушкăнĕ чăвашла юрăсем- «Килнĕ хăна юрри», «Утсем утаҫҫĕ», «Янăрать вăрман», «Такмаксем», «Ай, юрлар-и?», вырăсла юрăсем- «Соловей», «Скакал казак», «Живет моя отрада» шăрантарчĕҫ. Уйрăмах хытă алă ҫупса хавхалантарчĕҫ ветерансен «Оптимист» юрă ушкăнне. Ҫакă юрă ушкăнĕ нумаях пулмасть йĕркеленнĕ пулсан та Сĕнтĕрвăрри районĕнче ирттернĕ фестиваль- конкурсра хутшăннă. Светлана Азаматăн «Шăнкăр шывĕ юхтăр шăнкăртатса» юрăна весем ташласа юрларĕҫ. Тата тепĕр юррине вара «Главное, ребята сердцем не стареть» нумайăшĕ куракансем пĕрле юрларĕҫ. «Шĕнер» ушкăн солистчĕ Николай Кузьмин «Ретро» вăхăтĕнче анлăн саралнă  «Есть!», «Хмуриться не надо, Лада !»  юрăсемпе савантарчĕ. Номерсем хушшинче Ҫичĕпẏрт ҫурчĕ ҫумĕнчи «Кунер» ушкăн хăйĕн илемлĕ юррисемпе концерта  илемлетрĕҫ. Концертри кашни юрă-ташăна куракансем ырă кăмăлпа йышăнчĕҫ, тав сăмахĕсемпе пĕрле малаллахи творчествăра ăнăҫу  сẏнчĕҫ. Хурапха ялĕнче пурăнакан, Шĕнерпуҫ администраци ҫумĕнчи вăрҫă ветеранĕсен председатĕлĕ Васильев Николай Федорович юрлакансене тата ялти пурăнакансене чунран саламласа тав сăмахĕсем каларĕ. Хурапха ватă ҫыннисене Шĕнерпуҫ ял администрацийĕн пуҫлăхĕ Семен Михайлович Назаров чунран тав сăмахĕсем каласа ,ҫирĕп сывлăх, ҫамрăксенчен тимлĕх сẏнчĕ. Хальхи ĕҫсемпе малашлăх ĕҫĕсене, тата ытти нумай ыйтусене те кĕскен хуравларĕ пуҫлăх.

 Концерт программи  «Чăвашла юрлар паян» юрăпа ташă сюитипе вĕсленчĕ пулин те уяв малаллах тăсăлчĕ. Чăваш, вырăс халăх юрă-ташă кĕввисем янăрарĕҫ. Унашкал савăнăҫлă тĕлпулусем пулсах тăччĕр! Уяв концерчĕ  вĕҫленнĕ май пурне те ăшă кукăлпа пицца тутанса пăхма сĕнчĕ Анна Валентиновна.

 

                                                                                                                     А.Ю.Николаев

 

Бичуринский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика