Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хуракассинче Ираида Вдовина ячĕпе халăх юррисем юрлакансен конкурсĕ иртрĕ.

08:46 28 августа 2018 г.

Иртнĕ шăматкун Хуракасси ялĕнче Регионсем хушшинчи халăх юррисем юрлакансен VII- мĕш «Ай, юрлар-и !» Ираида Вдовинăна  халалланă конкурс  иртрĕ.

Конкурс чăваш халăх юррине малалла аталантарасси, чăваш халăх юррин культурине çирĕплетесси, çамрăк юрăçсене аталанма пулăшасси, вырăнти халăх юрă культури çеç мар, унăн ытти регионĕсен халăх юррин культурине упраса малалла аталантарасси, Ираида Вдовина пултаруллăхĕпе çыхăннă, вырăнти  чăваш халăх юрă йăла-йĕркине аталантарасси – конкурсăн тĕп тĕллевĕ.

  Кăçалхи районти конкурсра художество пултаруллăх коллективĕсенчи чи пултаруллă солистсем хутшăнчĕç. Юрăçсем малтанах Ираида Вдовинăн  репертуарĕнчи юрăсене юрларĕç (аккомпанементсăр). Конкурсăн иккĕмĕш юрри - хальхи вăхăтри юрă, е вырăнти чăваш халăх йĕркипе кĕвĕленĕ юрă.

 Шĕнерпуç культура çумĕнчи «Шинер» юрă ансамблĕн солистчĕ Александр Николаев çак конкурсра  хутшăнма пĕрремĕш кăмăл турĕ. Вăл Хусанти патшалăх искусствăпа культура институтне вĕренсе пĕтернĕскер «Музыкăна ала  илнисем» номинацинче хутшăнчĕ.

 «Кашлать сĕм вăрман» (чăваш халăх юрри, И.Вдовина репертуарĕнчен)-пĕрремĕш юрăна тата «Перрехинче çурхи лăпкă каç» (В.Адюковăн репертуарĕнчен) - иккĕмĕш юрăна Александр тăрăшсах юрласа « Конкурсра  хутшăннишĕн» диплома тивĕçрĕ.

 

 

 

 

                                                  Шĕнерпуç культура çурчĕн йĕртÿçи  Николаева Л.В.

Бичуринский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика