Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван ялăм, Шĕнерпуç

09:03 19 августа 2018 г.

Акă çуралнă ялăм!..Çул хĕрринче – шурă хурăнсем, лутра шĕшкĕлĕх. Уя тухсан, инçетри - инçетри ялсем курăнаççĕ. Хамăр çуралса ÿснĕ вырăнтан пахи нимĕн те пулас çук. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур. Хăшĕ-пĕрисен вăл- пысăк хула, теприсен- пĕчĕк кăна ял, анчах кашниех ăна хăйне майлă юратаççĕ. Чылайăшĕ ют çĕре тухса каяççĕ, анчах нихăш вырăн та хамăр çуралса ÿснĕ тăрăхран лайăхрах пулас çук.Пирĕн тăван ял урлă пĕчĕк юханшыв юхса выртать. Вăл Шĕнер ятлă.

Паян, çурла уйăхĕн 18-мĕшенче Шĕнерпуç ялĕнче пысăк «Тăван ялăм, Шĕнерпуç» уяв иртрĕ. Илемлĕ çаран çинче чăваш халăх кĕпе тумтирĕ асамлăн курăнать… Кĕçех ташă кĕвви илтĕнсе кайрĕ те куракансем алă çупса ташлакансене хавхалантарчĕç. Чăн та илемлĕ чăваш ташши «Ташлама пĕлсен кăна». Ташă вĕçленсенех сцена çине «Кунер» халăх фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултаруллăхне кăтартма васкарĕ. Вăл чăваш халăхĕн  авалхи «Кĕр сăри» йăли- йĕркипе паллаштарчĕ.  Шăхличĕпе шăпăр сасси хитре кĕвĕ каланă вăхăтра  сăвă илтĕнчĕ:

Чураш енчен хĕвел çиçсен,

Ял çутăлать, хăлха уçлать.

Çуралнă ял, юратнă ял,

Ман Шĕнерпуç-хастарлă ял!

Çапла уçăлчĕ Шĕнерпуç ял уявĕ. Ял уявне волонтерсен  çулталăкне тата И.Я. Яковлев 170 çул тултарнă ятпа халалланă. Уява çитнĕ хăнасем: культура тата архив ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Елизавета Викторовна Матюшова, Октябрьски ял администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Федотович Кураков; депутатсен пухăвĕн пуçлăхĕ Владимир Вениаминович Андреев, РАЙПО правленийĕн пуçлăхĕ Светлана Витальевна Кокшева ял çыннисене уяв ячĕпе  саламларĕç, тивĕçлĕ çынсене хисеп хучĕсемпе палăртса хăварчĕç. Ĕçпе тивĕçе тухнă çынсене, ĕç ветеранĕсене, спонсорсене, юбилярсене, активистсене, волонтерсене, художество пултаруллăхĕнче хутшăнакансене, нумай çул хушши пурăнакан мăшăрсене тата чи лайăх килти хуçалăха палăртса ял администрацийĕн пуçлăхĕ Семен Михайлович Назаров ăшшăн саламларĕ. Нумайĕшĕ хисеп хучĕсемпе, дипломсем тата парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Уявра сцена çинче илемлĕ юрăсемпе художество пултаруллă коллективсем  пурне те савăнтарчĕç. Вĕсем: Шĕнерпуç  культура çумĕнчи  «Шинер» тата «Акварель», Çичĕпÿрт культура ҫумĕнчи «Кунер», Сĕнтĕрпуç ялĕнчен ҫитнĕ «Сĕнтĕр» тата «Ĕмĕт» ушкăнĕсем.

Ял уявĕ татах малалла тăсăлчĕ. Илемлĕ юрă-ташă программипе Шупашкарти «Çăлкуç» ушкăн куракансене савăнтарчĕ. Кăçалхи уява йĕркелекенсене, хăнасене, художество пултаруллăх коллективĕсене чунран тав сăмахĕсем калатпăр! Ырă сунса кĕтетпĕр Шенĕрпуç ялне!

   

                                                                                                        Л.В. Николаева

Бичуринский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика