Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕ.

00:00 26 апреля 2012 г.

И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕ.

       И.Я.Яковлев – паллă педагог, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ. И.Я.Яковлев 1921 çулта Чĕмпĕртен Мускава куçса кайиччен пĕтĕм чăваш халăхне халал çырать - «Духовное завещание чувашскому народу». Ăна вăл икĕ чĕлхепе те çырнă. 7 халалран пĕри: «Вырăс патшалăхĕ çине шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ. Чăваш халăхĕ вырăс халăхĕпе пĕрле пулсан кăна упранса юлма пултарасса ăнланнă 16 çула çитнĕ çамрăк. Тăван халăх культурине упраса хăварма, ăна малалла аталантарма наци шкулĕ кирлине аван ăнланать, хăй умнее чăваш халăхне çутта кăларма çирĕп тĕллев лартать.

    И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн мĕнле усăллă ĕçсем туни синчен ачасемпе каласу ирттерне: вăл çĕнĕ çырулăх йĕркелет, шкулта вĕрентмелли кĕнекесем кăларать, халăх сăвви-юррине пухать, ача-пăча валли кĕске калавсем çырать, вырăсларан чăвашла куçарать.

      Иван Яковлевăн литературăри ĕçĕ пуринчен ытла чăваш ачисем валли букварь, шкулта тата килте вуламалли кĕнекесем кăларассипе çыхăнса тăнă. Тăван чĕлхепе вĕрентмелли пĕрремĕш кĕнекене вăл халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене, хăй тата юлташĕсемпе вĕренекенĕсем çырнă вак калавсене кĕртнĕ. Хăш-пĕр калавĕсемпе паллашрăмăр: «Лаша шырани», «Кулачă», «Чăлха çыхни». Яковлев калавĕсенче виçĕ тема пысăк вырăн йышăнать: Ĕç, Пĕлÿ,  Туслăхпа сăпайлăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика