Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ухсай – чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ

00:00 29 ноября 2011 г.

 Ухсай – чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ

Чÿк   уйăхĕн   26-мĕшĕнче   Шĕнерпуçĕнчи   вулав суртĕнче  Я.Г. Ухсай   чăваш   халăх  поэчĕ   çуралнăранпа   100   çул   çитнине   халалласа   «Ухсай   Яккăвĕ – талантлă   сăвăç»  ятлă   литературăпа   музыка   композицийĕ   иртрĕ.   Хитре  илемлетнĕ   залра  пухăннисем    Ухсай   портретне,   кĕнекесен   выставкине,   «Ухсай – чăваш   халăхĕн   чапĕпе   мухтавĕ»    презентацине   курса   савăнчĕç.  

  Чи   малтан   чăваш   чĕлхипе  литературине  вĕрентекен   Н. Петрова   Ухсай  Яккăвĕн   ачалăхĕпе,  вăл   К.В. Ивановпа   виççĕмĕш   сыпăкри   тăван   пулни   çинчен,   К. Ивановăн   «Нарспи»    поэмипе    Я. Ухсайăн   «Кĕлпук   мучи»   поэминче   пĕрпеклĕхсем   нумаййи   çинче    чарăнса   тăчĕ,   тĕслĕхсемпе   çирĕплетрĕ.

   Литература  каçне   8-мĕш   класра   вĕренекенсем   Л. Витальева,   А. Соколов   пултаруллă   ертсе  пычĕç.    Сăвă  калакансем  хушшинче   Д. Архипов   «Çĕр   поэчĕ»   9 кл.,   Н. Новиков   «Карлав   аври  касмашкăн   кайрăм»   8  кл.,    А. Шемарина   «Чăваш   чĕлхи»   8  кл.,   И. Романова  «Çумăр»   7 кл.,   К. Петрова   «Юратрăм   эп,  хирсем,   сире»   8  кл.   палăрчĕç;   юрă  юрлакансем   хушшинче   6-мĕш   класра   вĕренекен   А. Вишневский   «Асамат   кĕперĕ»    юррине   тăвăллăн   алă   çупса   йышăнчĕç.

 Юлашкинчен   ачасем   çакăн   пек   пĕтĕмлетÿсем   турĕç:

«Пуçра   мĕн   чухлĕ   шухăш  санăн

 Мĕн   чухлĕ   ĕмĕт   халлĕхе,

 Сана,  ачам,  пурне  те   панă,

Чăваш   чĕлхи тăван   чĕлхе»

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429561, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с.Бичурино, ул. Бичурина, 2
Телефон: 8(903) 359-08-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика