Чечеклен,

юратнĂ ЧĂваш ен

Музыки Юрий Жуковăн

Сăвви Лидия Туктинан

Тăван енĕм, епле эс илемлĕ:

Еплерех сан кашлаё вăрмансем,

Ёурхи кун уйрăмах илĕртўллĕ,

Куç тулли улăхсем, çарансем.

Хушса юрламалли:

Чечеклен, юратнă Чăваш ен,

Пуянлан, çамрăклан çулсерен.

Ав тулли пучахсем пуç таяççĕ,

Çĕкленеççĕ хитре çĕн çуртсем.

Уявра чух юрлаççĕ, ташлаççĕ:

Еплерех сан маттур яш-хĕрсем.

Хушса юрламалли.

Ĕçлеме те, канма та пĕлетпĕр,

Кўршĕсем — пирĕн çывăх туссем.

Малалла шанăçпах тинкеретпĕр,

Чапĕ кайĕ инçе чăвашсен.

Хушса юрламалли.

 

                        

Назад        Содержание        Вперед