ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

ÇумĂр чўкĔ

Хăш-пĕр çул, çанталăк питĕ шăрăх тăрсан, ялти ватă çынсем пухăнса канашланă та çумăр чўкĕ ирттерме йышăннă. Çакна тума килĕрен салат, хăмла, çу, кĕрпе е укçа пуçтарнă. Сăра туса хатĕрленĕ, пăтă пĕçернĕ. Вара ял халăхĕпе уя тухса кĕлтуса (çумăр ыйтса) ĕçсе çинĕ те килĕсене саланнă.

Ваçкассисем ял çумĕнчи (хĕвел тухăç енчи) сăрт çине, Чулкаç шывĕ хĕррине тухатчĕç.

Ваçкасси ялĕ, Н. Иванова (1927) каласа панинчен. 2000 ç.

Çумăр чўкĕн пуçĕ пулма çак йăла-йĕркесене лайăх пĕлекен пĕр-пĕр карчăка суйланă. Чўке шыв хĕрринче е çăлкуç патĕнче ирттернĕ. Пуçтарнă çи­мĕçсенчен пăтă, икерчĕ, çăмарта пĕçернĕ. Апат-çимĕçе çиме пуçличчен чўк пуçĕ хĕвел тухăç еннелле тăрса кĕлтунă:

— Эй, Çўлти Турă, пирĕн чўке йышăн, хура халăха хĕрхен, лăпкă çумăр пар, пăрлă çумăр ан кăлар.

Пăтта ăсса илсе тăватă еннелле сапнă, шыва чĕр çăмарта тата пăтă янă.

Кĕлтунă хыççăн апат-çимĕçе пĕрле ларса çинĕ, шыва кĕнĕ, пĕр-пĕрне (ытларах çамрăксем) шывпа сапса вылянă.

Купăрля ялĕ, Ф. Владимирова (1918) ка­ласа панинчен.

Нумай вăхăт хушши çумăр çумасан ял халăхĕ пĕрле пуçтарăнса таса уя кĕлтума тухнă. Кĕлтумалли вырăн яланах пĕр вырăнта пулнă.

Уя тухиччен ялта кашни килтен кĕрпе, çу, хăмла пуçтарнă. Пăттине пĕçерме, сăрине тума юхакан çăлкуçсенчен шыв илнĕ (виçĕ çăлкуçран илме тăрăшнă). Вара пĕçернĕ пăтăпа, сăрапа уя кĕлтума тухнă, Çўлти Турăран çумăр ыйтнă, кайран сăра ĕçнĕ, пăтă çинĕ.

Апчар ялĕ, М.Е. Егорова (1909) кала­са панинчен.

Çулла çумăр çумасан чўк тунă. Вăрманта ятарласа вырăн пулнă. Унта ваттисем, çамрăксем те, ачасем те хутшăннă. Çирĕм çынран ытла кайман. Çывăхра пачăшкă пулсан ăна илсе кайнă. Пăтă пиçсен пурте ларса çинĕ. «Турă, сана çăкăр паратпăр», — тенĕ. Ача-пăчашăн çумăр пулать тесе çăкăр сăмсине касса юман тăрне хунă. Кайран, çумăр çутăр тесе, пĕрне-пĕри шывпа сирпĕтнĕ, кулнă, вылянă. Турра çумăр çутарма тархасласа кĕлтунă. Турă кĕнекисем вуланă. Чўк тума виçĕ çулта пĕрре анчах кайнă.

Кĕçĕн Чураш ялĕ, В.С. Михайлова (1934) каласа панинчен.

Чўк тума вăрмана кайнă. Пĕр тăватă-пилĕк ватă çынран ытла хутшăнман. Сăра, çăкăр, çуртасем илнĕ. Вăрмантах пăтă пĕçерсе, çуртасем çутса, сăра ĕçсе турра кĕлтунă.

Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕ, А.А. Андреева (1910) каласа панинчен.

Чўк тунă чухне икерчĕ, çăмарта, пăтă пĕçерсе, Турă кĕнекине илсе ятарласа йывăç патĕнче е вар хушшинче Турра тархасласа, макăрса çумăр ыйтнă. Тепĕр кунне вара çумăр çунă.

Чемей сали, М.И. Волкова (1915) каласа панинчен.

Шаптак ял çыннисем мĕн авалтанах ял пуçĕнче ларакан ватă-ватă хурăн ­патне чўк тума тухаççĕ. Малтанах пурне те каласа хураççĕ. Кам патĕнче сăра вĕретеççĕ — хăмла, салат, кам патĕнче пăтă, çăмарта пĕçереççĕ — унта кĕрпе, çăмарта леçсе памалла. Тепĕр çын кăмакара çăкăр пĕçерет, унта вара çăнăх илсе пымалла. Кĕрпе-çăнăх леçсе парайманнисем конфет, печени ­т.ыт.те илсе тухаççĕ.

Тепĕр кунне хĕвел аниччен чўк тума каяççĕ. Шаптак ялĕ икĕ çухрăм тăршшĕ, унта тата пĕчĕк урамсем пур. Ялăн пĕр вĕçĕнчен тухаççĕ те (ачасене те пĕрле илеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çылăхсăр теççĕ), çынсем хушăн­са-хушăнса пыраççĕ, ял вĕçĕнчерехре пурăнакан Сенклетия Сергеевна Гордеева­ килĕнчен пысăк икона илсе тухаççĕ (вăл икона ĕлĕкренех вĕсем патĕнче ампарта упранать). Ăна малта иккĕн йăтса пыраççĕ, ун хыççăн — ватă çынсем (юлашки çулсенче çам­рăксем те ку ĕçе активлă хутшăнаççĕ). «Эй Çўлти Аттемĕр» кĕлле вуласа чўк хурăнĕ патнелле утаççĕ. Унта çитсен иконăна хурăн çумне вырнаçтараççĕ, çăкăр чĕлли çине çурта çутаççĕ те Аслă Турра тархасласа (чĕркуçленсе, макăрса) акса-лартса тунă çимĕçе йĕркеллĕ ўстерме, пуçтарса илме, халăх валли, выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме Турăран пиллĕх ыйтаççĕ, лăпкă çанталăк, вăхăчĕпе çумăр, вăхăчĕпе уяр ыйтаççĕ. Халăх хăй çылăха кĕрсе пĕтнине йышăнать. Сăмахпа, ĕçпе, шухăшпа, вăрçса-ятлаçса, çынна кўрентернипе айăпа кĕрсе пĕтнине йы­шăнса кăкăр ачисемшĕн те пулсан, хурт-хă­мăр­семшĕн те пулсан, выльăх чĕрлĕхсемшĕн те пулсан Турăран лайăх çанталăк, ырă апат-çимĕç пултарма тархаслать. Чўк йĕркине пуçарса пыраканĕ Мария Федоровна Егорова, вăлах сăра вĕретет, тепĕр чух çăмартине те, пăттине те хăех пĕçерет.

Турăран ырлăх ыйтса тархасланă хыççăн пĕçерсе пынă апат-çимĕçе хурăн турачĕ çине хураççĕ, çăкăр чĕлли çине çутнă çуртана та хурăн çине вырнаçтараççĕ. Вара мĕнпур апат-çимĕçе малтан пĕчĕк ачасене çитереççĕ, кайран пурте сăхсăхса, Турра асăнса ĕçсе çиеççĕ. (Чўк тунă вырăнта малтанах вăрăм сĕтел, тенкелсем туса хатĕрленĕ.) Юлнă апат-çимĕçне кайăксем валли тесе хурăн айне кăштах хурса хăвараççĕ, ыттисене пуçтарса чикеççĕ.­

Сĕтел пуçтарсан хурăн патĕнчи иконăна çĕклеççĕ те малтан ачасене ăна чуптутарса икона айĕпе кăлараççĕ, кайран пурте Турра мухтаса ун айĕпе тухаççĕ. Каялла килнĕ чухне те иконăна иккĕн йăтса вĕсем хыççăн ыттисем те: «Эй Çўлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн Патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкў çĕр çинче те çўлти пекех пултăр, паян пурăнмалăх çăкăр па­­­­­­­­­­­­­­­­­р пире, эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире, çылăха ан кўрт пире, усалтан хăтар пире», — тесе кĕлĕ каласа ялалла таврăнаççĕ. Яла кĕрсен юлнă апат-çимĕçе урамри çынсене çитерсе-ĕçтерсе анса каяççĕ. Шаптак ялне нихăçан та çил-тăвăл инкек-синкек кўмен. Кăна пĕтĕмпех чўк хурăнĕ сыхлать теççĕ. Кăçал вара Шаптак халăхĕ июлĕн 9-мĕшĕччен хускалмарĕ чўк тума, вара шăп çав кун аслатиллĕ вăйлă çумăр ялта нумай сăтăр кўчĕ, камăн утă куписем, камăн çи виттисем, камăн урам алăкĕ (пачалăк теççĕ) ўкнĕ тĕслĕхсем нумай пулчĕç. Июлĕн 10-мĕшĕнче вара халăх йышлăн пуçтарăнса чўк тума тухрĕ, ял администрацийĕ те аякра тăмарĕ.

Шаптак ялĕ, М.М. Исакова (1956) çырса панă. 2003 ç.

Пирĕн тăрăхра çумăр чўкĕ ирттерме ĕлĕкех пачăшкăсем иконăсем шокля тăрринче çĕклесе тухнă. (Чўк тума тунти кун нихăçан та тухман.) Халăхпа пĕрле кĕлтуса Çўлти Турăран, Илья пророкран çумăр ыйтнă. Ку йĕркене ачасене те хутшăнтарнă. Вĕсем пачăшкăсемпе ваттисем каланине тепĕр хут каласа пынă.

Халĕ те çумăр чўкĕ тума Илья пророк иконĕпе тухаççĕ, ĕлĕкренех ирттернĕ Нўш пуçĕ ятлă вырăна каяççĕ. Килтен пăтă пĕçерсе, пуçламан çавра çăкăр, çăмарта, сăра илсе пыраççĕ. Ятарласа чиркўрен Турă шывĕ илсе килеççĕ.

Ялти хисеплĕ çын иконăна шурă тутăрпа чĕркесе йăтса тухать. Вырăна çитсен ăна тутăр çине лартаççĕ, çурта çутаççĕ (кашни хăй илсе килнине). Çўлти Турра тархасласа кĕлтăваççĕ: «Илья пророк, Авраам пророк, Моисей пророк, сирĕнтен, сирĕн вутлă хĕç-пăшалтан çумăр ыйтатпăр. Типсе ларнă çĕр çине ăшă лăпкам çумăр парăр. Эпир акнине, лартнине çитĕнтерме çумăр парăр. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, тыр-пол, пор ўсен-тăран — пурте çумăр кĕтетпĕр». Унтан пурте пĕрле ларса (харпăр хăй илсе килнĕ чашăкпа) пăтă çиеççĕ, çиес умĕн Турă шывне сыпаççĕ. Юлнă Турă шывне уя сапаççĕ, çимĕç юлашкисене — тырă ани çине. «Эй Çўлти Аттемĕр, çумăр пар пире», — тесе калаççĕ те пурте яла таврăнаççĕ.

Çумăр час çуса парсан эпир ыйтни вырнаçуллă пулчĕ тесе савăнаççĕ, «Мухтав Турра», — теççĕ.

Çумăр вăрах вăхăт çумасан виçĕ хут та чўклеме тухаççĕ.

Патаккасси ялĕ, 80 çулхи М.П. Федотовăран Р.В. Иванова çырса илнĕ. 2003 ç.

 

                        

Назад        Содержание        Вперед