Ĕнери
Ĕлĕк ĕнерине (ĕне ырри) Пихампар турăран
ырлăх-сывлăх ыйтса пĕçерсе çинĕ. Ĕни
таса-сывă пурăнтăр, вăхăтра чупса пăруллă
пултăр, хĕсĕр ан юлтăр тенĕ. Ĕне сĕт нумай
парасси ĕне ырри чўкленинчен килет
тесе шутланă. Хăш-пĕр ялта ĕнерине çемьепе кăна
ларса çинĕ. Шарпашра пĕтĕм раттипех пухăнса
çиетчĕç, ачи-пăчи те юлмастчĕ.
Ĕне ыррине анчах пăруланă ĕне сĕтĕнчен хатĕрлеççĕ.
Ăна пĕр виçĕ кун сивĕ çĕре лартса пухса
пыраççĕ. Ĕнери ĕçки тăвас кун сĕте
кăмакара пĕçереççĕ. Пиçсен
çак сĕтрен çăри уйрăлать, сĕт çине
тăпăрч янă евĕрлĕрех пулать. Çиеле
сап-сарă çу витсе тăрать. Пиçнĕ ĕне ыррине
сивĕтеççĕ. Çав кун пăтă, çўхў,
хуплу, хăпарту, вĕтĕ кукăльсем пĕçереççĕ.
Килти пĕр ачине ялти ачасене ĕне ырри çиме чĕнме
яраççĕ.
Çемьере чи асли сĕтел çине уйрăм чашăк
лартать. Унта пăтă, ĕне ыррине, хăпарту, çўхў
татăкĕсем хурать. Вара ваттисене асăнса выльăх-чĕрлĕхшĕн
кĕлтăвать те чашăк çине хуман çимĕçсенчен
пĕр виçĕ кашăк ĕне ырри, виçĕ кашăк
пăтă çиет, виçĕ çăвар çўхў е
хăпарту çыртса илет. Унтан чашăк çинчи çимĕçсене
аслăк çине кайса лартать.
Кил хуçи хĕрарăмĕ урамра пухăннă ачасене
илсе кĕртсе ĕне ырри çитерет. Ачасем ăна питĕ
кăмăллаççĕ. Çисе тăрансан тав
сăмахĕсем калаççĕ:
— Ĕни сĕтлĕ пултăр!
— Пăрушĕ лайăх çитĕнтĕр!
— Ĕни сĕчĕ çуллă пултăр!
— Çитес çул ĕни татах пăрулатăр!
— Тур пулăштăр сире, тавах тутлă апатшăн!
Çапла хуçисене тав туса ачасем пўртрен
тухаççĕ. Алкумĕнче шыв витри ларать. Ачасем кула-кула,
шўтлесе пĕр-пĕрне шывпа пĕрĕхме тытăнаççĕ.
Каçхине вара тăванĕсем, хурăнташĕсем
пухăнаççĕ. Çитĕннисем ĕне ыррине пурте
çисех те каймаççĕ, ячĕшĕн пĕр
виç кашăк çеç астивсе пăхаççĕ,
хăшĕсем юратсах çиеççĕ. Ытти çимĕçсемпе
хăналанса, сăра ĕçсе юрласа-ташласа
савăнаççĕ.
Ваçкасси ялĕ, Патаккассинче 1897 ç.
çуралнă, Шарпаша качча тухнă Е.М. Матвеева каласа панă
тăрăх Л.Н. Ильина çырса панă.
Чăваш мĕн авалтан выльăх-чĕрлĕх
усранă, халĕ те çаплах.
Килти хуçалăхра уйрăмах ĕне пысăк хисепре
шутланать. Ĕне пулсан сĕчĕ-çăвĕ те, ашĕ-пăшĕ
те, турăхĕ-уйранĕ те çителĕклĕ.
Ĕнене пăруличчен икĕ-виçĕ уйăх маларах
сума пăрахаççĕ, мĕншĕн тесен сĕчĕ
тăварланать, çиме тутлă мар. Тепĕр ĕне хире-хирĕçех
парать, урăхла каласан, пăруличчен пĕр эрне маларах кăна
пăрахтараççĕ. Уйрăмах хĕллехи кунсенче
ача-пăча ĕне пăруласса кĕтет. Акă ĕне
пăрулать. Кўршĕсем те савăнаççĕ. Тына-и,
вăкăр-и тесе ыйтаççĕ. Пĕрремĕш
пăрулакан ĕне вăкăр тусан сĕчĕ çуллă
пулать теççĕ. Çуралнă пăрăва пĕр
уйăх амăшĕпе пĕрле тытаççĕ.
Пăрушĕнчен юлнă сĕте суса илеççĕ.
Малтанхи виçĕ кунхи сĕте пĕр савăта пухса
пыраççĕ. Ăна тăрăлман сĕт
теççĕ. Вăл çиме юрăхсăр:
çăра, тăварлă. Çав виçĕ-тăватă
кун пухнă сĕте кăмакана лартса çиелте сап-сарă
пуличчен пĕçереççĕ. Çакна ĕнери (ĕне
ырри) теççĕ. Ĕне ырри çиме кўршĕ-арша та чĕнеççĕ.
Чи малтанах сĕтел çине пĕр чашăкпа ĕне ырри тата
çăкăр кăна лартаççĕ. Пурте
пухăнса çитсен кил хуçи арăмĕ пĕчĕк
савăта ĕне ыррине илсе картана тухать, ĕне пăруланă
вырăна кайса картарисене «çитерет». Малашне те выльăх-чĕрлĕх
ĕрчетĕр тесе Турра кĕлтăвать. Унтан пўрте кĕрсе пурне
те ĕне ыррине астивме ыйтать. Çакăн хыççăн
тин сĕтел çине ытти апат-çимĕç
лартаççĕ. Ĕни сĕтлĕ пултăр, пăрушĕ
лайăх ўстĕр, тур пулăштăр тесе çиме
пуçлаççĕ.
Çулав ялĕ, И.Н. Иванова (1961) çырса панă. 2003
ç.