Çăварни юррисем

Кăçал çăварни чопас тесе

Кăçал çăварни чопас тесе

Çонатран çона тутартăмăр,

Тойран торта хортартăмăр,

Пăхăртан пĕкĕ автартăмăр.

 

Куккук вĕçрĕ, ай кортăр-и?

Мамăкĕ ўкрĕ, ай илтĕр-и?

Эпир кунта хăна мар-и,

Пире юрлама юрамасть-и?

 

Картари качаки выльăх мар-и?

Вăрманти тăмани кайăк мар-и?

Эпир кунта хăна мар-и?

Пире юрлама юрамасть-и?

 

Çăварни çони ай çут çона,

Çутти ўкрĕ ай çол çине.

Эпир кăçал çăварни чопнин

Ячĕ йолтăр ай çол çине.

 

Çăварни, çăварни ай чопар-и?

Çăварни икерчи ай çиер-и?

Çăварни килес çол татах килет,

Перн яш ĕмĕр орăх килмест.

 

Çварни çолĕ ай солнăклă

Çварни çолĕ ай солнăклă,

Солнса катпăр, ай тытсамăр.

Перн тăвансем ай çакăнта,

Иртсе катпăр, ай кўртсемĕр.

 

Çварни, çварни терĕмĕр те,

Çварни çитсе иртсе каять.

Çварни иртмеç, ĕмĕр иртет,

Килес çул каяллах çварни килет.

 

Кăçал çварни чопас тесе

Заказ çуна эп тутартăм.

Пăхăртан пĕкĕ эп автартăм,

Хам çварнине чопимарăм.

 

Кăçал çварни вăрăм тесе

Кило мăйăр çитимарĕ.

Çитессине ай çитрĕ те,

Чун юратни çитимарĕ.

 

Хора лаши çилхинче те

Сарă лентă савăнăç-ши?

Савнисемпе çоарни чопсан

Камăн чонĕ савăнмĕ-ши?

Йори илтĕм шор çĕрçĕн тотăрне те

Аслă çоарнине çыхас тесе.

Аслă çоарния çыхимарăм,

Чон савнине коримарăм.

 

*   *   *

Отма çолпа отма лайăх,

Мăн çолпа тата та лайăхрах.

Пере хирĕç тохсан лайăх,

Кайнă чох ăсатсан тата лайăх.

Аки те мана ăсатса яр та

Çол тоткалне*  çитиччен,

Çол тоткалне çитсессĕн те

Тата та кил тесе яр.

Сăпаççипă куккукне

Çич çăмарта тунăшăн.

Сăпаççипă тăвансене

Пере сонса чĕннĕшĕн.

Вăрманта мырьă полмасан

Эпĕр вăрмана каймастпăр.

Çакăнта аки полмасан

Пер çакăнта килместпĕр.

Кантăр вăрри тутлă тесе

Татмасăрах çиместпĕр.

Пичипеле инки лайăх тесе

Чĕнмесĕрех килместпĕр.

Нискасси ялĕ, Д.Р. Кузнецовăран (1899)

З. Белугина çырса илнĕ. 1986 ç.

 

*   *   *

Сукна кĕрĕк тăхăнтăм,

Йўле ярас — вĕçкĕн теççĕ,

Тўмелесен — тĕксĕм теççĕ,

Ку чухнехи çынсене

Ниепле те юрас çук.

 

Кўлсе тухрăм лашине,

Çварни чупас — чупкăн теççĕ,

Пăхса тăрас — прахăç теççĕ.

Ку чухнехи çынсене

Ниепле те юрас çук.

Çăварни çони хоçмалла,

Хоçсан тăваттăн лармалла,

Сарсан сак(кă)рăн лармалла.

Çăварни çони хоçмалла,

Хоçсан иккĕн лармалла,

Хошша сар хĕр лартмалла.

Çĕньял Очăкасси ялĕ,

А.В. Ятманова çырса панă. 2003 ç.

 

*   *   *

Атте лаши — хура лаша,

Витере тăрсан кам курать?

Тухса çўресен çын курать,

асăнать.

Атте çуни — хура çуна,

Картара ларсан кам курать?

Кўлсе тухсан çын курать,

асăнать.

Анне сăхманĕ — хура сăхман,

Ампарта тăрсан кам курать?

Тумланса тухсан çын курать,

асăнать.

Çăварни ачине тур хушнă

Килрен киле çўреме.

Кил хуçине кам хушнă

Алăкне уçса янлама?

 

*   *   *

Çăварни çитет тенĕ чух

Çич кун сĕлĕ çитертĕм.

Яштак пўллĕ пулас тесе

Çич кун çăкăр çимерĕм.

Сарă вăрăм пиççине

Лаша çине ятăмăр.

Хура хăтлă хĕрсене

Çуна çине лартрăмăр.

Аттен лаши — хура тур,

Ыран ирччен чупсан та

Атте мана ятлас çук,

Хĕрсен мăшкăлĕ тăвас çук.

Сентимĕр ялĕ, Е.П. Багровăран (1916)

Е.П. Колбасова çырса илнĕ. 1989 ç.

*   *   *

Пўрт хыçĕнчи çўçе тĕмми —

Тухрăм лартăм ай çўç уçма.

Çўçĕм çусăр ай уçăлмасть,

Эп савнисĕр ай пурăнаймас(тă)п.

Ик шур тутăр ай пĕр вĕçрен —

Хачă касса ай уйăрчĕ,

Эп савнипе ай пĕрлеччĕ —

Çич ют килсе ай уйăрчĕ.

Чўречине уçса ярсан

Кайăк вĕçни ай курăнать.

Савни çыру çырса тăрсан

ăш-чик хыпни ай лăпланать.

Леш айккинчи ай улмуççи

Ма ку енче ай пулман-ши?

Ютри савни, ай чун савни,

Хамăр ялта ма пулман-ши?

Мăн Токшик ялĕ, Д.Н. Данилова (1925) çырса панă.

 

*   *   *

Кайăк вĕçет малалла,

Çунатти юлать каялла.

Эпир каятпăр малалла,

Пăхса юлăр кай енчен.

 

Çăварни çулĕ сулăнчăклă,

Сулăнса каятпăр, тытсамăр.

Ой, тантăшсем, хĕр тантăшсем,

Иртсе каятпăр, кĕртсемĕр.

 

Çăварни килет мăн çулпала,

Иртсе каять вак çулпа.

Çăварни иртмест — ĕмĕр иртет.

Çапла мар-и, тантăшсем?

Вăрманкас-Шашкар ялĕ, Д.П. Вершков çырса илнĕ. 1953 ç. ЧПГĂИ ĂА. III уйр. 121 т. 92 с.

 

*   *   *

Аршăн çорă аш кокли,

Çиясси çок — ма пĕçерес?

Сар та вăрăм хĕрсене

Илесси çук — ма астарас?

 

Шит те çорă хоран кокли,

Çиясси çок — ма пĕçерес?

Хора та лотра хĕрсене

Илесси çок — ма астарас?

 

Çăварни лаши — çўрен лаша,

Кўлтĕм тохрăм чопмашкăн.

Хăпарчĕ ларчĕ сарă хĕр,

Ĕмĕт çитнĕн тойăнчĕ.

 

Çăварни лаши — çўрен лаша,

Кўлтĕм тухрăм чопмашкăн.

Хăпарчĕ ларчĕ çырă хĕр

Ĕмĕт çитнĕн тойăнчĕ.

 

Çăварни лаши — хора лаши,

Кўлтĕм тохрăм чопмашкăн.

Хăпарчĕ ларчĕ хора хĕр,

Ĕмĕр иртнĕн тойăнчĕ.

 

Çăварни лаши — кăвак лаша,

Кари-малти йăс такан.

Ытла тотăхса тăрасран

Çутăлтарма тохрăмăр.

Кĕртекасси-Янасал, И. Юркин

1909 ç. çырса илнĕ. ЧПГĂИ ĂА.

I уйр. 39 т. 174—175 с.

 

*   *   *

Яш çын çони шуç котлă,

Улах тĕлне çитет те —

Учĕ отат, çони шумаст.

 

Ват çын çони хоп котлă,

Хопах тĕлне çитет те —

Учĕ отат, çони шумаст.

 

Çăварни килет çичĕ кон,

Ма çич эрне килмест-ши?

Çичĕ пăт сĕлĕ çитарма.

 

Анкарт толне йĕтĕн акрăм,

Пăхма карăм  — поса шăтнă,

Татма тохрăм — кантăр шăтнă.

 

*   *   *

Çол тăваткалне кантăр акрăм

Сала кайăк кăмăлне.

Эп çакăнта ме килтĕм?

Атти-апи кăмăлне.

Чăрш тăрне пас тытать,

Нумай тăмаст, каллех тăкăнат.

Шăллăмпа йăмăк патне

Йăпăрт килсен чылай полат.

 

Çол хĕринче тăракан

Çварни чопрăм тият-ши?

Çони шăлне сăват-ши,

Воннăран ытла кăларат-ши?

 

Пичи çварни чоптармар,

Хора çони çĕмĕрлтĕр-и,

Чĕн котлăхĕ татăлтăр-и!

Янасал ялĕ, 1909 ç. И. Юркин çырса илнĕ. ЧПГĂИ ĂА.  I уйр. 39 т. 170 с.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед