XX ĔмĔрĔн 30-мĔш çулĔсенче юрланĂ

салтак юррисем

 

Ыраш пиçсе çитсессĕн

Вырса илеççĕ тыррине.

Яш ĕмĕрĕ çитсессĕн

Илсе каяççĕ салтака.

 

Ыр ут утать — йĕр юлать,

Ыр çын вилет — ят юлать.

Эп салтака тухса кайсан

Чунăм савни тăрса юлать.

 

Кайăк йăвинчен амăш çĕтсен

Çурисем юлаççĕ тăлăха.

Эп салтака тухса кайсан

Кил-йыш юлать тăлăха.

 

Уй варринчен тулпăтине

Çынсем касса кĕреççĕ.

Ял варринчен маттур ачине

Салтака илсе каяççĕ.

 

Чуп, чуп, лаша, чуп, лаша,

Вăрман витĕр тухиччен.

Чăт-чăт, апи, чăт, апи,

Эп каялла киличчен.

 

Лăпăс, лăпăс тăман çăвать,

Хулăн юлать çĕр айне.

Çакăнта вăрçă пулсассăн

Пуçăм юлать çĕр айне.

Кўлсе тăратнă хура лаша

Аякри çула каймашкăн.

Мана апи çуратнă

Йывăр хуйхă курмашкăн.

 

Кашти-кашти шур кĕпе,

Арки вăр-вăр тăвать-çке.

Салтак тенине илтсессĕн

Ăш-чик вăр-вăр тăвать-çке.

 

Эп вăрмана кайнă чух

Шăпчăк юрри илтĕнчĕ.

Эп салтака кайнă чух

Апи макăрни илтĕнчĕ.

 

Кайăк вĕçет сывлăшра

Хăйĕн çурине вĕçтерсе.

Анне мана çитĕнтерсе

Кăларса ячĕ кил-çуртран.

 

Шывĕ вăйлă пулсассăн

Арман татать тĕппипех.

Вăрçă тăшман пуçласан

Илсе каяççĕ салтака.

 

Вăрçă тăшман пуçласан

Яш ĕмĕр иртсе каять.

Килте пирĕн апийĕ

Ĕçлемесĕр макăрать.

 

Хура аттăн кĕлли çук,

Шур çăмартан сарри çук.

Салтака каяс ачисен

Чупса кĕрес пўрчĕ çук.

 

Хура туллăн вăрлăхне

Акаççĕ хура çĕр çине.

Çирĕм ик çула çитнĕ ачасене

Çыраççĕ шурă хут çине.

 

Çурăмпуçĕ килет шуралса,

Кўр аллуна, тăван, каятăп.

Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр

Улма пахчи витĕр кăларса.

Малти чўречерен ай пăхса юл,

Икĕ пĕçĕне çапса макăрса юл.

 

Кăвак хурсем пыраççĕ карталанса,

Кайри мала тесе ан калăр.

Эпир килтен тухса кайсан

Каять-ха тесе ан калăр.

Эпир каяс çул çине

Йăмра лартса тултарнă.

Йăмра хăрса каять-çке,

Манăн ăшăм çунать-çке.

Приюм пўртум тулашĕнче

Сар кайăксем вĕçеççĕ.

Приюм пўртум ăшĕнче

Маттурсене уйăраççĕ.

Хăпартăм çўллĕ ту çине те,

Çавăрăнса пăхрăм ял çине.

Ялсем юлчĕç аякра та,

Тăвансем юлчĕç хурланса.

Ох, аттеçĕм, аннеçĕм,

Епле тухса каям-ши

Хула çурă çуртĕнчен,

Йывăçран тунă пўртĕнчен?

Анкартине кĕпе çакрăм,

Ерипеле типĕ-ха.

Çамрăк пуçри йывăр хуйхи

Ерипеле иртĕ-ха.

 

Хур акăш вĕçет çўлелле

Силлесе тĕкне вĕçтерсе.

Салтак çапах чупаççĕ

Хĕрлĕ тутăрне вĕçтерсе.

 

Леш кассинчи хĕрсене

Яш ачасем уйăраççĕ.

Кам маттурне, кам начарне

Пристумăра уйăраççĕ.

 

Пўртрен тухрăм —

Аттипе апирен уйрăлтăм.

Кил хушшинчен тухрăм —

Килтен-çуртран уйрăлтăм.

 

Çул урлă каçрăм —

Уйран-хиртен уйрăлтăм.

Ялтан тухрăм —

Тăвансенчен уйрăлтăм.

 

Хура вăрман каснă чух

Ывăнтарчĕ хулсене.

Йывăр хуйхă курнă чух

Çурчĕ çамрăк чĕрене.

Пирĕн ял хура йăмраллă,

Сĕткене кĕриччен ан касăр.

Пер салтака кайсассăн

Виç-тăват çулсăр ан кĕтĕр.

Апи, маншăн ме хуйхăран?

Эп каятăп ыр ятпа.

Мансăр сире йывăр пулсан

Манмĕ ял-йыш сире те.

Йăмăк, маншăн кулянатни?

Эсĕ те вĕçес кайăк пек.

Ют кил-йыша вĕçсе каяни?

Ун чух ан ман эс пиччўне.

Савни, сар хĕр, ме кулянан?

Ик-виç çултан ытлах кĕтмĕн.

Килеп часах сывă пулсан,

Сана çавах манас çук вĕт.

Ме макăрас, ме хуйхăрас,

Пустуй куççуль ме юхтарас?

Каятăп вĕт аслă ятпа,

Салтак ячĕ — аслă ят.

 

Ялпа хула хушшинче

Вун ик çунатлă çил армань.

Çилсĕр-тусăр авăрать,

Перĕн ăшра çавăртать.

 

Пурçăн тутăр яш ĕмĕрччĕ,

Садри улма пек сăн-сăпатчĕ,

Сар хĕр пăхса савăнатчĕ.

Халь вăл пăхса савăнĕ-ши?

 

Вĕтрен çитĕнет васкаса

Карта хўттине лармашкăн.

Ача çитĕнет васкаса

Çирĕм ик çула çитиччен.

 

Вĕçех, тутăр, пурçăн тутăр,

Ял тулашне тухиччен.

Çунах, чунăм, вĕри чунăм,

Ĕмĕр вĕçне çитиччен.

 

Эпĕ каяс çул çине

Çипрен кĕпер хунă тет.

Тепле каçса каям-ши?

Тепле тухса каям-ши?

 

Шĕшкĕ лартрăм, сад турăм,

Мăйри пулчĕ сап-сарă,

Мăйри пулса хĕл кулли,

Хамăр пулса ял кулли.

Токшик ялĕ, Н.Т. Горшков 1927—1929 çç. çырса илнĕ.

ЧПГĂИ ĂА. I уйр. 262 т. 258—259 с.

 

                   *   *   *

Сар корăк пак сарлас чох,

Симĕс корăк пак çитĕнес чох

Салтака илсе каяççĕ.

 

Атти лаши, тор лаши,

Кĕрў лаши полас чох

Салтак лаши полса тăчĕ.

 

Варли тĕлне çитсессĕн

Чўрече уçрĕ — хорланчĕ,

Алăка çитрĕ — макăрчĕ.

 

Йăвăç тăрри хомханать,

Çамрăк чонăм хорланать,

Ай мăнтарăн çамрăк чон.

 

Шулў*  урамĕ сарлака,

Саркаланса çўрес чох

Пирĕн тохса каймалла.

 

Çамçа çамрăк кĕлеткем пор,

Çамçа сая карĕ-çке,

Ах, мĕн тăвас, тор анчах.

 

Килкен йăтти — хора йăтти,

Колач патăм — çимарĕ,

Пирĕн пуçа çияшшăн.

 

Çўçе хонав кĕлеткем порччĕ,

Çорхи çилпе авăнчĕ,

Кĕрхи çилпе хоçăлчĕ.

 

Пирĕн ятсам ял çинче,

Ял çинче те холара,

Холара та хот çинче.

Яш çын ĕмĕр нумай мар,

Нумай-нумай — çирĕм ик çол,

Сахал-сахал — вон çич çол.

Ати килĕ сала пек,

Сала кайăк тохас çок.

Эпĕр тохса каятпăр.

Варли тăлăп — сар тăлăп,

Вит, вит терĕм — витмерĕн,

Халь витсен те кирлĕ мар.

Ма кулянас, ма макрас,

Арăм йолать хĕр пуçăн,

Ачи йолать хырăмне.

Ма кулянас, ма макрас,

Килĕм-çуртăм — кутамкка,

Хырăм тути — хĕç-пăшал.

Ах, пичисем, мочисем,

Кайччăр, потчăр ан тейĕр,

Тем чол осал туман поль.

Ах, акайсем, йăмăксем,

Кайччăр, потчăр ан тейĕр,

Тем чол ытлашши каламан.

Ати улĕ поличчен

Вĕрене шулчи полас-мĕн,

Кĕрхи çилпе вĕçес-мĕн.

Йывăç çине пас тытать,

Çил тохать те  вĕçтерет,

Яш çын ĕмĕр çавнашкал.

Ати улĕ поличчен

Ыр çын йăтти полас-мĕн,

Çĕрĕн-конăн вĕрес-мĕн.

Хона йоман торталăх,

Çамрăк ача салтаклăх.

Çамрăк хĕрсем йатаклăх.

 

Корак каять карласа,

Йăви юлать хурланса.

Пирĕн хамрăн та çавнашкал —

Тăвансем юлаç макăрса.

 

Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,

Йăвăç тăрри хомханать.

Эпĕр тохса кайнă чох

Пирĕн чунсем хорланаç.

 

Ик шур тутăр пĕр вĕçлĕ,

Хачă касса уйăрчĕ.

Çичĕ ял çинче ик варличчĕ,

Мăн хулари тухтăр уйăрч.

 

Йăмра тăрри йăмăксем,

Шĕшкĕ тăрри шăллăмсем,

Хурăн тăрри хурăнташсем,

Сыв пулăр та пур пулăр.

 

Ялта яшă пултăмăр,

Ял йыттисене вĕртрĕмĕр,

Ват çын ыйхи вĕçрĕ поль.

Ват çын ылхан çитрĕ поль.

 

Ах, ака, колпак йолч,

Колпак йолман,

Варли йолч.

 

Шăпăр-шăпăр çомăр çăвать,

Çаран толли шу юхать.

Эпир тохса кайнă чох

Ытам толли хĕр юлать.

 

Тăваткал кĕççе, шур кĕççе,

Ан сар, апи, выртас çок.

Эпĕр тохса кайсассăн

Ан кĕт, апи, килес çок.

 

Йăмра шулçи йăмăксем,

Йăмра шулçи çурăлнă чух

Йăмăксенчен уйăрăлтăм.

 

Шăпăр-шăпăр çомăр çăвать,

Шур пўрт çамки йĕпенет.

Хĕвел тохать, типĕтет,

Пирĕн куç шуне типĕтес çок.

 

Вăльтăр, вăльтăр шур тутăр

Çыхнă-çыхман хуралать.

Пирĕн яш ĕмĕр çанашкал —

Çўренĕ-çўремен иртсе каять.

 

Ах, маçаксем, мамаксем,

Ирех йорлать ан тейĕр.

Вăхăт çиттĕр — мĕн тăвас?

Çиччĕ çырма вар пуççи,

Шывне юхма вырăн çок,

Пире çўреме вăхăт çок.

Ыраш ларать сап-сарă,

Выраканĕ кам пулĕ-ши?

Пирĕн килте кам пур-ши?

Иртсе кайнă ĕмĕршĕн

Ма кулянас, ма макрас?

Кирек хăçан та иртмелле.

Шурă пулă неретре,

Пирĕн варли сăпкара,

Пире хавас ан тăвăр.

Пирĕн мĕншĕн кулянас мар,

Ĕмĕр вăхăтсăр иртет,

Ах, мĕн тăвас çамрăк чох.

Кĕтĕм карăм вăрмана

Çулçă тăкăннă вăхăтра.

Пире апи çуратнă

Телей пĕтнĕ вăхăтра.

Орам орлă каçнă чох

Çор олмоççи ўксе йолч.

Кăçалхи çола çитрĕм те,

Çор яш ĕмĕр иртсе карь.

Улăх тулли тĕтĕре,

Кайăк вĕçни корăнмасть.

Ати-апи килĕнче

Ĕмĕр иртни сисĕнмест.

Четвĕрт кĕленчи пичетлĕ.

Астăвăр-ха, юлташсем,

Эпĕр салтак кайсассăн

Сар хĕрсене шăнчăрлăр.

Эп çак хуйха курасса

Вун ик çулта пĕлсеттĕм,

Çирĕм ик çулта хуйхи пулч.

 

Атăл каççи полас-мĕн.

Сар хĕр каçтăр — савăнтăр,

Хора хĕр кортăр — хорлантăр.

 

Ати кĕлет парас тет,

Мана кĕлет кирлĕ мар,

Маншăн кĕлет — котомка.

Ати лаша парас тет,

Мана лаша кирлĕ мар,

Маншăн лаша вагон пор.

 

Полкăн-полкăн полк анать,

Чăн хорлăхли Ольана*.,

Ольана мар — эп полтăм.

 

Чол хола пак Чотай пор,

Çыр хĕррипе çĕр çырли,

Мĕнле уйăрăлса каям-ши?

 

Уй варринчи ват юман

Торатти вĕçне çитрĕмĕр,

Мĕнле сиксе ўкес-ши?

 

Сарă кĕрĕк çи толли,

Сарă кĕрĕк йолас çок,

Сарă хĕрсем йолмалла.

 

Ах, акисем, йăмăксем,

Çўçрен тортса макăртман,

Кайтăр, çохалтăр ан тейĕр.

 

Шăпăр-шăпăр çомăр çăвать,

Çомăр çунине çын корать.

Пирĕн куççульне çын кормасть.

 

Йашка çорти кĕлеткем

Ати килĕнче тăранмар,

Хăш кукăрта тăранĕ-ши?

 

Ваçкасси ялĕ, М. Кузьмин пуçтарнă. 1930 ç.

ЧПГĂИ ĂА. I уйр. 46 т. 52—53 с.

 

                 *   *   *

Çинçе çырма пĕчĕк шыв,

Сиксе каçма пулмĕ-ши?

Çакă салтак йĕркине

Ирттерсе яма пулмĕ-ши?

 

Çырла çурăлмасть ай çуркунне,

Пиçсе çитет çур çура.

Яш çын ĕмĕр вун çичĕ çулта,

Иртсе каять çирĕм ик çулта.

Хура халăхран уйăрăласси

Хура вăрмантан уйăрăлни мар.

Сар варлинчен уйăрăласси

Сар кайăкран уйăрăлни мар.

 

Ай сыв пулăр, юлташсем,

Сыв пулăр та пуç пулăр,

Пурте пирĕн пек ан пулăр,

Пустуй куççуль ан тăкăр.

 

Ишек чан пек сасăллăччĕ,

Ял-ял урлă янратчĕ.

Савни илтсе савăнатчĕ,

Халь илтсен те савăнас çук.

 

Пурçăн тутăр çыхма çамçа,

Çыхма çамçа, час çĕтĕлет.

Яш çын ĕмĕр пурăнма лайăх,

Пурăнма лайăх та часах иртет.

 

Вăрман урлă хурт килет

Хурама çулçи шыраса.

Ĕмĕр çавăн пек килес çук

Атте килне шыраса.

Анатри Панкли ялĕ, И. Охотин пуçтарнă. 1930 ç.

ЧПГĂИ ĂА. I уйр. 46 т. 141 с.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед