ВĂрçĂ
вĂхĂтĔнче салтака тухса кайнĂ кун
юрланĂ юрĂ
* * *
Ăмăрт кайăк — апиччĕ
Çунат хушшинче усратчĕ.
Паянхи куна çитрĕм те —
Çунат хушшинчен кăларса яч(ĕ).
Салтак теме пит çăмăл,
Ун кутамкки пит йывăр,
Ял-йышсенчен уйрăлма
Мана (пире) татах пит йывăр.
Эпир пурăнас тенĕ чух
Вăрçи ăçтан тухрĕ-ши?
Çав вут-хĕм вăрçă хĕрне
Епле кайса кĕрем-ши?
* * *
Янрать те янрать, ай ял янрать.
Ял янратса çўрес теменччĕ.
Паянхи куна ай çитрĕм те —
Çўрес те пулчĕ, ай мĕн тăвас?
Кĕрхи та симĕс ай калчине
Курсан та курăр ай çуркунне.
Эпир те тухса ай кайсассăн
Курсан та курăр ай ик (виç)
çултан.
Вĕç-вĕç, тутăр, ай вĕç,
тутăр,
Çил вĕçтернĕ ай майĕпе.
Савăн, савни, ай ан кулян,
Салтак ячĕ ай ырă ят.
Мăн Токшик ялĕ,
Д.Н. Данилова (1925) çырса панă. 2003 ç.