XIX ĔмĔр вĔçĔнче юрланĂ салтак юррисем

 

Çынсен варли çиччĕ пур,

Çиччĕ пур та ал шăлли пур,

Ман варли çук та ал шăлли çук.

Яшăм, яшăм, яш ĕмĕр

Яштах иртсе кайрĕ курăнать.

Вăштин, вăштин çил армань,

Çил армань хуçи хĕпĕртет.

Эпир салтак кайнишĕн

Пур ял-йыш та хĕпĕртет.

 

Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать

Шу армань хуçи хĕпĕртет.

Эпир салтак кайнишĕн

Пур ял-йыш хĕпĕртет.

*   *   *

Пилеш тăрри хĕп-хĕрлĕ,

Пирĕн те тăвансем шуп-шурă,

Эпĕ те пĕчченех хĕп-хĕрлĕ.

 

Çĕмĕрт тăрри хуп-хура,

Пирĕн те тăвансем шуп-шурă,

Эпĕ те пĕчченех хуп-хура.

 

Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш,

Хĕрсем улах ларнă чух

Тытрĕç кайрĕç салтака.

 

Çыр хĕрринче çĕр çырли

Татрăмăр та çирĕмĕр.

Ыр çĕр-шывран уйрăлтăмăр.

 

Ту еккинче хурăн çырли

Татрăмăр та çирĕмĕр.

Ырă хурăнташсенчен уйрăлтăмăр.

Ойкас-Янасал ялĕ, Н.Игнатьев XIX ĕмĕр вĕçĕнче çырса илнĕ.

ЧПГĂИ ĂА. I уйр. 30 т. 629—630 с.

 

*   *   *

Эпир каяс çул çинче

Йĕри-тавра çĕмĕртлĕх,

Çĕмĕрчĕ ларать хуп-хура.

Пире çĕмĕрт мĕн пахи,

Хура халăх питĕ паха.

 

Эпир каяс çул çинче

Йĕри-тавра паланлăх,

Палан ларать хĕп-хĕрлĕ.

Пире палан мĕн пахи,

Пĕле-тăран питĕ паха.

 

Эпир каяс çул çинче

Йĕри-тавра пилешлĕх,

Пилеш ларать хĕп-хĕрлĕ.

Пире пилеш мĕн пахи,

Пĕлĕш-тантăш пит паха.

 

Эпир каяс çул çинче

Йĕри-тавра хурăнлăх,

Хурăн ларать шап-шурă.

Пире хурăн мĕн пахи,

Хурăнташ-тантăш пит паха.

*   *   *

Атăл кукри алă кукăр,

Кукрисĕрри кашкăрĕ,

Мĕнле иртсе каяс-ши?

Ах, апай, ах, апай,

Мана курас килсессĕн

Сарай тăрне хăпарса пăх.

Сарай çинчен курăнмасан

Мăн çул çине тухса пăх.

Мăн çул çинчен курăнмасан

Хурăн тăрне хăпарса пăх.

Çичĕ, çичĕ пичи, çичĕ пичи

Çичĕ хут сабор ямарĕç,

Манăн пуçа çимарĕç.

Çичĕ, çичĕ аки, çичĕ аки

Çичĕ хут чатăр кармарĕçĕ,

Манăн пуçа çимарĕç.

Ах, пичисем, акисем,

Сывă пулăр та пур пулăр,

Пурте салтак ан пулăр.

Уйăх витĕр уй курнать,

Эпир каяс уй мар-ши?

Çăлтăр витĕр çул курнать,

Эпир каяс çул мар-ши?

Утăн, утăн çĕр çырли,

Пулкăн, пулкăн сарă хĕр

Тăрса юлаççĕ, мĕн тăвас?

Утăн, утăн çĕр çырли,

Пулкăн, пулкăн çырă хĕр

Тăрса юлаççĕ, мĕн тăвас?

Тимĕрçкасси ялĕ, Р. Кириллов пуçтарнă, XIX ĕмĕр вĕçĕ.

ЧПГĂИ ĂА. I уйр. 33 т. 232—234 с.

 

*   *   *

Атти ячĕ ял çинче,

Пирĕн ятсем хулара,

Хулара та хут çинче.

Арман чулĕ йывăр чул,

Йывăр чула йăтасси,

Тăвансенчен уйăрăласси.

Вăлта хулли кĕлетке

Вăхăтсăр хуçăлса пĕтминччĕ.

Сар пурçăн пек çўçĕмччĕ.

Кĕрхи çилпе авăнчĕ,

Çурхи çилпе хуçăлчĕ.

Каяс килмест салтакне,

Уйăрлас килмест ял-йышран.

 

Пурçăн туттăр — варличчĕ,

Эпĕ каялла киличчен

Йĕтĕн туттăр пулминччĕ,

Ай мăнтарăн Татьянĕ,

Кулачă вырăнне çиям-ши,

Шăрттан вырăнне чикем-ши?

 

Лăпăс-лăпăс тăман çăвать,

Ыр çурт çинче юр тăмасть.

Пирĕн пуç çинче çўç тăмасть.

 

Пурçăн туттăр инкиччĕ,

Шуратас мар теттĕмччĕ,

Кăçалхи çул шуралчĕ.

 

Çичĕ çула кĕтĕм те

Вăрăм пушă хам туртрăм,

Çулла туртрăм вăрăм пушă,

Хĕлле туртрăм чăпта йĕппи.

 

Ырă пурнăç çинче пурăнмарăм,

Татăкăн çăкăрпа çитĕнтĕм,

Хулпуççи çинчен

Вăрăм пушă каймарĕ.

 

Атти улĕ пиллĕк пур:

Алăсăр-урасăр пичи пур,

Тăрса юлчĕç куç хыçне.

 

Пичи юлчĕ çăпатапа,

Эпĕ кайрăм атăпа,

Шăллăмсем юлчĕç çарамас.

 

Çитмĕл çулхи аттем пур,

Çитмен çĕре çитерчĕ,

Утмăл çулхи апи пур,

Утман çĕре уттарчĕ.

Çук пурнăçпа пулсан та

Икĕ салтак ăсатрĕç.

 

Уйрăлас килмест ял-йышран,

Епле уйрăлсах каям-ши?

Вĕлтĕр-вĕлтĕр вырăс тутри

Вĕçсе кайни сисĕнмест.

Пирĕн ĕмĕр çавнашкал,

Иртсе кайни сисĕнмест.

 

Утмăл тантăш — ул тантăш,

Пурте шатах килех юлаççĕ.

Эпĕ пĕчченех каятăп.

 

Хĕрĕх тантăш — хĕр тантăш,

Шатах киле юлаççĕ,

Эпĕ пĕчченех каятăп.

 

*   *   *

Ялăм-йышăм йаптал* пек,

Ыррăн янратса çўримарăм,

Кăçалхи çул пусăрăнтăм.

 

Яштак йывăç турталăх,

Çук çын улĕ салтаклăх,

Юман йывăç тĕпеллĕх,

Лайăх ача салтаклăх.

 

Ырă ут юртать — çул юлать,

Эпир кайсан мĕн юлать?

Вун çич çулхи хĕр юлать.

 

Ырă çын вилет — ят юлать,

Эпир кайсан мĕн юлать?

Аттипе апи юлаççĕ.

 

Эпир каяс çул çинче

Куракпа çăхан тĕп-тĕрлĕ:

Пирĕн пек салтак каякан

Ăш-чиккинче вут çунать,

Тĕтĕм тухни курăнмасть.

 

Пур пурнăçпа пурăннă пулсан

Салтак кайнăшăн хуйхăрмастăм.

Çук пурнăçпа пурăнтăм та

Ытла шутсăр кулянатăп.

 

Çак салтака кайман пулсан

Çулла авланас теттĕмччĕ.

Ситимир хĕрне илес теттĕмччĕ,

Ситимир кĕрўш пулас теттĕмччĕ.

 

*   *   *

Вун çич çула çитрĕмĕр,

Ял-йыш куçне тăрăнтăмăр.

Çирĕм пĕр çула çитрĕмĕр,

Улпут куçне тăрăнтăмăр.

Пирĕнтен лайăх ачасем

Килех тăрса юлаççĕ.

Пирех мĕншĕн илчĕç-ши?

Çукшăнах илчĕç пулĕ.

Аттипе апиран  уйăрăлнă чух

Пирĕн хурланас нумай пулĕ.

Çĕмĕрт йывăç çĕмĕрлет —

Пирĕн çĕмĕрлмелли нумай пулĕ,

Тăвансенчен уйăрăлнă чух

Макăрмалли нумай пулĕ.

Вĕрене йывăç вĕренет*,

Пирĕн вĕренмелли нумай пулĕ

Улпут аллине кĕрсессĕн.

Тăлăх турат пуличчен

Хăрăк турат пулас-мĕн,

Çурхи çилпе хăрас-мĕн,

Кĕрхи çилпе ўкес-мĕн.

Атте ывăлĕ пуличчен

Анчăк йытă пулас-мĕн,

Пусма айĕнчех выртас-мĕн:

Çын килсессĕн вĕрĕттĕм,

Çын кайсассăн вĕрмĕттĕм.

 

Апи ывăлĕ пуличчен

Кушак çури пулас-мĕн,

Кăмака айĕнчен тухас мар,

Кашни апат çинĕ чух

Ислетмесĕр çияс мар.

 

Атти лаши — икĕ лаша,

Икĕ лашана шанмастăп,

Икĕ урана шанатăп.

Атти ампар — виç ампар,

Виç ампара шанмастăп,

Кутамккана шанатăп,

Кутамккана юратрăм.

 

Атти çурчĕ йĕри-тавра

Чăх кĕрмелĕх шăтăк çук,

Пире каймалăх алăк пур.

Ан макăрăр, акисем,

Коккисем патне каятпăр,

Ыран каçпа килетпĕр.

 

*   *   *

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,

Арман хуçи хĕпĕртет.

Пирĕн мĕншĕн хĕпĕртес?

Воштăн-воштăн çил вĕрет,

Çил армань хуçи хĕпĕртет.

Пирĕн мĕншĕн хĕпĕртес?

Çынсем улах ларнă чух

Эпир вăрçа каятпăр.

Çынсем кĕлле кайнă чух

Эпир хурала каятпăр.

Халăхсем туй тунă чух

Эпир пăшал тасататпăр.

Çынсем улаха кайнă чух

Хĕр саппанпе пир шăлĕç.

Пирĕн вăййа кайнă чух

Хура куç шывĕпе пит çăвас пулать,

Кĕпе çаннипе шăлас пулать.

Юлать, юлать, çĕр юлать,

Çĕртен хакли хĕр юлать.

 

Пĕрре улаха кайсаччĕ,

Алăкне хĕрсем питĕрчĕç,

Ытла хытă ылханчĕç,

Çавăнпа салтак кайрăм пуль.

Манăн варли — çиччĕ варли,

Çичĕ хут чатăр карсамăр,

Мана çăлса хăварсамăр.

Ай акисем, акисем,

Туя кайни лайăх-и?

Салтак кайни лайăх-и?

 

Çичĕ ял çинче çичĕ варли,

Çиччĕшне те илес çук.

Пĕрне анчах илеттĕмччĕ.

 

Норус пасар — чун сотти,

Йон пасар — хĕр сотти.

Ытлари пасар — сысна сотти.

Çичĕ ан тўшек — хĕр тўшек,

Хĕр тўшек çинче выртас чух

Шинель çинче выртас пулать.

 

Ятăм юлтăр ял çине,

Куçăм юлтăр хĕр çине,

Аллăм юлтăр хĕр хўмне.

 

Кайрăм, кайрăм пĕр çулпа,

Çитрĕм тăтăм çыр хĕрне.

Ир тăтăм та çўç касрĕç.

 

Нарт-нарт кăвакал

Шыва чăмса хăтăлать.

Пирĕн хăтăлас пулмарĕ.

 

Икĕ шанкра çакрăмăр

Пиччисенчен уйăрăласшăн.

 

Кăçал кайман пулсассăн

Сар хĕр илес теттĕмччĕ,

Хама илсе кайрĕçĕ.

 

Кикак, кикак хур кайăк

Кĕр каять те çур килет,

Пирĕн килесси пулмасть пуль.

 

Вăрманта йывăç нумайччĕ,

Касас тесех пурăнсаччĕ,

Хамах илсе кайрĕçĕ.

Вăрманта йывăç нумай та —

Турталăхĕ сайрарах.

Ялта яшĕ нумай та —

Салтаклăхĕ сайрарах.

Ах, ачасем, шутлăр-ха:

Туя кайма лайăх-и?

Салтак  кайма лайăх-и?

Туя кайма юлташ пур,

Салтака кайма юлташ çук.

Уй урлă уй курăнать,

Эпир тăрас уй курăнмасть.

Ял витĕр ял курăнать,

Пирĕн ялсем курăнас çук.

Хĕр урлă хĕр курăнать,

Темĕн чухлĕ хĕр курăнсан та

Эпир илмелли хĕр курăнмасть.

Эпир илес хĕрсене

Ыр çын илтĕр, ыр куртăр,

Пўрчĕ тулли ул пултăр,

Пурте салтаксем пулччăр.

Пулкăн-пулкăн хĕр тăрать,

Эпир каялла киличчен

Пурте арăм пулаççĕ пуль.

Ял варринче пысăк пўрт,

Пысăк пўртри сар хĕрĕ

Тăрса юлчĕ куç хыçне.

Опрыскьял, Т.К. Кириллов пуçтарнă, 1904 ç.

ЧПГĂИ ĂА. I уйр. 151 т. 214—220 с.

                        

Назад        Содержание       Вперед