Салтак юррисем

Аттин те олĕ ай поличчен

Апин те хĕрĕ ай полас-мĕн.

Похран та похха ай çўрес-мĕн,

Салтак та хойхи корас çок-мĕн.

Аттин те олĕ ай поличчен

Хăрăк та торат ай полас-мĕн.

Кĕрхи те çилпе вĕçсе ўкес,

Çорхи те шывпа йохса каяс.

Аттин те кил хошши ай çатма пек,

Çмарта та косса ай каяс пек.

Çмарта та косса каяс пек мар,

Эпир те тохса ай каяс пек.

Вĕç, вĕç те, тоттăр, порçăн тоттăр,

Çўçи те йохса ай тохиччен.

Çўçи те йохса тохиччен мар,

Эпир те тохса ай кайиччен.

                      * * *

Кокри те макри ай шу кокри,

Шу кокринче ай хор полки.

Хор полки мар, тăван полки.

Епле те уйрăлса ай каям-ши.

 

Атти те маншăн ме макăран,

Шор пўрт илсе каять тетĕн-и?

Мана шор пўрт ай кирлĕ мар,

Манăн та шор пўрт —

шор котамкка.

* * *

Апи те мана курас килсен

Шур хурăн çине хăпарса пăх.

Шур хурăн çинчен кураймасан

Шур хут листи ай çырса пăх.

Шур чăлан çумĕнчи

шур чассине

Час-час çапать ох ан тейĕр.

Эпир те тухса ай кайсассăн

Кайччăр, вилччĕр ай ан тейĕр.

 

Тăлăх та путек ай

кĕрĕклĕх, (2 хут)

Тăлăх та ача ай салтаклăх,

Çавă чуна ыраттарать-çке.

 

Навоз та кăмпи купа тавра,

Епле те татса ай çием-ши?

Йĕри те тавра ай хĕр тантăш,

Епле уйрăлса ай каям-ши?

Сентимĕр ялĕ, А.Н.Музыковăран (1909) Е.П.Колбасова çырса илнĕ.

1989 ç.

 

                        *   *   *

Йăмăк, маншăн ма макăран,

Шур ампар илсе каять тетни?

Шур ампар юлать киле ларса.

Чипер пурăнма ай пĕлмесен

Шурă ампар та ай çук пулĕ.

Манăн шур ампар шур кутамкка.

Эпир те каяс ай çул çинче

Йĕпрен те кĕпер ай хыврĕç поль.

Çипрен карлăк ай карчĕç поль,

Мĕнле каçса ай каям-ши.

Хам юратнă ай мăшăртан

Епле те уйрăлса ай каям-ши.

Кикак кайăкĕ, ай хур кайăк

Кĕр каять те ай çур килет.

Ай тăвансем, хĕр тантăшсем,

Эпир кĕр кайса çур килес çук.

Атапай ялĕ, О.А.Ковалевăран (1923) Е.П.Колбасова çырса илнĕ. 1989 ç.

 

                         *   *   *

Анне те мана ай çуратсан

Ывăл çуралчĕ ай терĕ пуль.

Тĕнче те тăрăх çапкаланса

Çўретĕрех ай терĕ пуль.

Çич уй урлă ай çул курнать —

Çавă эпир каяс ай çул мар-ши?

Шăпăрта шапăр çумăр çăвать —

Пирĕн те куççуль ай мар-ши?

Мăн шур хапха ай тутартăм,

Тем хам кĕрсе ай тухас пек.

Эп çуралса ай çын пултăм,

Тем ыр курса ай пурнас пек.

Утмăл та турат ай пулсан та,

Ку çум тесе ай ан татăр.

Ятсăр-сумсăр ай ку тесе,

Çич ют тесе ан асăнăр.

Атапай ялĕ, Е.А.Вязовăран (1930) Е.П.Колбасова çырса илнĕ. 1989 ç.

 

                      *   *   *

Кикак-кикак хур кайăксем,

Кайри мала ан тейĕр.

Эпир тухса ай кайсассăн

Кайччăр та пĕтчĕр ай ан тейĕр.

Пурччĕ, пурччĕ, савни пурччĕ,

Савни сарă та вăрăмччĕ,

Куçĕ кăвак, йăвашчĕ.

Мĕнле уйрăлса каям-ши?

Шыва хирĕç ишекен

Хурпа кăвакал мар-ши вăл?

Апи пире ай çуратнă

Щитпа хирĕç ай тăмашкăн.

Кĕрхи ыраш ай калчине

Курсан курпăр ай çуркунне.

Чун юратнă ай савнине

Курсан курăп ай тĕлĕкре.

Кикак-кикак кайăк кăвакал

Хăш кўлĕре ай çўрет-ши?

Чун юратнă ай савнийĕ

Хăш улахра ай ларать-ши?

Пурччĕ, пурччĕ, тутăр пурччĕ,

Тутри шурă ай пурçăнччĕ.

Пурччĕ, пурччĕ, савни пурччĕ,

Савни сарă, ай вăрăмччĕ.

 

Çырла çур(ă)лать ай çуркунне,

Пиçсе çитет ай çур çура.

Яш ĕмĕр çитет çирĕм иккĕре,

Иртсе каять çирĕм тăваттăра.

Çатракасси ялĕ, Т.Т.Донскова (1926) çырса панă. 2003 ç.

 

                   *   *   *

Эпир каяс ай çул çинче

Йĕпрен те кĕпер ай хурнă тет,

Çипрен те карлăк ай хурнă тет,

Епле каçса эп каям-ши?

 

Атти, юман ай лартрăн-и,

Ун уссине эс куртăн-и?

Апи та çуратрăн, ул çуратрăн,

Ул уссине ай куртăн-и?

 

Прощай та прощай, ай тăвансем,

Прощай та прощай, ай ял-йышсем.

Те куратпăр, те курмастпăр,

Тен, çаврăнса ай килетпĕр.

Çатракасси ялĕ, Е.М.Филипповăпа М.Ф.Ивановăран Н.В.Корнеева çырса илнĕ. 2002 ç.

                  *   *   *

        Кил хушшинче юман çук та,

Ларса канма кăмăл çук та.

Эпĕ тухса кайнă чухне

Ăсатса яракан атте çук та.

Кўлсе тăратнă тур лашийĕ

Инçе çола каймалли те.

Эпĕр хамăр та çавăн пек

Инçе çола каймалла та.

Савнин тўшек, çич ан тўшек.

Сар, сар терĕм, сармарĕ те,

Тин сарсан та выртас çук та

Сар ача выртса савăнтăрах.

Тяпакасси ялĕ, А.Ф. Соколовăран (1936) А.И. Кузьмина çырса илнĕ. 2003 ç.

 

                   *   *   *

Килтен тохрăм, кил-йышран

ойрăлтăм,

Ялтан тохрăм, ял-йышран

ойрăлтăм.

Прощай, прощай, ял-йышсем,

Чипер юлăр, сыв полăр.

 

Вĕл-вĕл вĕçет порçăн тотăр,

Ял-йышсене прощай тăват.

Чипер юлăр, сывă полăр,

Эпир килессе кĕтсе порнăр.

 

Ойăх витĕр çол корăнать,

Эпĕр çўреслĕх çол полĕ вăл.

Çăлтăр витĕр хĕр курăнать,

Эпир илес хĕр полĕ вăл.

Мăн Хураçка ялĕ, Е. Кузнецовăран (1928) В.Л. Михайлова çырса илнĕ. 2003 ç.

                 *   *   *

Атти, маншăн ан макăр,

Кўлсе тохас лашу мар.

Апи, маншăн ан макăр,

Ларса сăвас ĕнў мар.

 

Делянка варринчи хону юманне

Касрĕç кайрĕç торталăх.

Вун çич çула çитнĕ-çитмен

Илчĕç кайрĕç салтака.

Сиксе вĕрет сăмаварĕ

Кăмрăксăр мар, кăмрăкпа.

Сиксе тохать çамрăк чĕре

Хойхăсăр мар, хойхăпа.

Сохан лартрăм, шăтмарĕ.

Хăяр лартрăм, шăтмарĕ.

Пиччи кайрĕ — килмерĕ,

Эп те каяп — килес çок.

Мăн Хураçка ялĕ, Н.С. Пальковăран (1931) В.Л. Михайлова çырса илнĕ. 2003 ç.

 

                  *   *   *

Олăхри сокмак икке пайланнăн

Кайрăмăр эпĕр те ойрăлса.

Кĕрхи кон хĕвелшĕн тонсăхланăн

Юлчĕ чонăм шăппăн хорланса.

Çынсен амăшĕсем хĕр туса,

Хĕрлĕ супăньпе пит çуса.

Мана апи ул туса,

Хам коççольпе пит çуса.

Ишмула ялĕ, В.Д.Матюковăран (1951) В.Л. Михайлова çырса илнĕ. 2003 ç.

 

                 *   *   *

Пуçри шурă тутрине те

Çавратăп та çыхатăп.

Пуçри юрă хуйхине те

Юрлатăп та, сиретĕп те.

Ох, мĕн юлать та,

Ох, мĕн юлать та —

Вун çич çулхи хĕр юлать та.

Эп салтакран киличчен те

Ача та амăшĕ вăл пулать та.

               *   *   *

Ăмăрт кайăк апиччĕ те

Çунат айĕнчех усрасаччĕ те.

Вун çич çултан иртсессĕн те

Çунат айĕнчен кларса ячĕ.

Юнкă ялĕ, Н.Н. Вандеевăран (1937) Н.Г. Александрова çырса илнĕ. 2003 ç.

              *   *   *

Каплах та пулас ай теменччĕ,

Ял янратса çўрес ай теменччĕ,

Кăçалхи çула çитсессĕн те

Ял янратса çўрес пулчĕ.

Çут чăлан çумĕнчи çут часси,

Çапас вăхăт çитрĕ пуль.

Ой тăвансем-ял-йышсем,

Уйрăлас вăхăт çитрĕ пуль.

 

Çўл ту çинчи çил армань

Çил тухасса кĕтет пуль.

Ой тăвансем-хурнташсем

Эп каясса кĕтеç пуль.

Яраккасси ялĕ, А.Л. Кошкин (1930) çырса панă. 2003 ç.

 

           *   *   *

Атте, эсĕ ан макăр,

Кўлсе тухас лашу мар, (2 хут)

Сĕлĕ парса ярас çук.

 

Анне, эсĕ ан макăр,

Сăвас ĕнў мар эпĕ, (2 хут)

Чĕрес йăтса утас çук.

 

Атте, шур пўрт лартрăн-и?

Ывăлу пурăнтăр терĕн-и?

Анне, мана çуратрăн-и?

Хурлăх куртăр терĕн-и?

 

Лаши лайăх теяса

Ытла йывăр ан тийĕр.

Кĕлетки чăтать теяса

Ытла йывăр ан калăр.

 

Йăлтра шăрçа хĕр тантăшсем

Йăлтăртатса тăрса юлчĕç.

Пĕри те куççуль кăлармарĕç,

Кайтăр та ан килтĕр терĕç пуль.

 

Посма карттус ул тантăшсем

Пусма вĕçне тăрса юлчĕç.

Пĕри те алă сулмарĕç,

Кайтăр та вилтĕр терĕç пуль.

 

Пуян çын каять — мул юлать,

Ыр çын каять — ят юлать,

Эпĕ кайсан мĕн юлать?

Эпĕ илес хĕр юлать.

 

Сыв пул, вăрман, сыв пул, шĕшкĕ,

Иртрĕ мăйăр татасси.

Сыв пул, ял-йыш, сыв пул, савни,

Иртрĕ пĕрле пуласси.

Шетмĕпуç ялĕ, А.Д. Дмитриев (1935) çырса панă. 2003 ç.

 

              *   *   *

Пилеш те пăхма ай пит хитре,

Çиме те тăрсан ай пит йўçĕ.

Салтак та ячĕ ай пит лайăх,

Кайма та тăрсан пит йывăр.

 

Германи йытти, хура йытă, (2 хут)

Премĕк парсан премĕк çимест.

Пирĕн пуçа çиесшĕн пуль.

 

Юрлать те юрлать ай теççĕ пуль,

Юрлать те савнать ай теççĕ пуль.

Пирĕн юрлани ай хурланни,

Хурланни те ай макăрни.

Тивĕш ялĕ, Т.С. Ильинаран

Д.Н. Григорьева çырса илнĕ. 2003 ç.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед