ТРАДИЦИИ , ОБРЯДЫ , ПРАЗДНИКИ

Такмаксем

Акăш ăçта? — Атăлта.

Чĕппи ăçта? — Тинĕсре.

Эпĕ ялта — колхозра,

Манăн савни чикĕре.

Хыр вăрманти пĕрени

Таса шурă пўрт пултăр.

Ман чун савни — сар ача,

Хĕрлĕ Çарта сыв пултăр.

Симĕс вăрман варринче

Сап-сарă чечексем пур.

Хĕрлĕ Çарăн ретĕнче

Манăн чунăм савни пур.

Çутă кантăк тĕкĕр пек,

Хĕвел пекех йăлтăрать.

Савни çара кайнăшăн

Манăн чунăм савăнать.

Аякран шурă курăнакан

Урпа ани мар-и çав?

Самолетпа вĕçекен

Манăн савни мар-и çав?

Пыл пек пылак çĕр çырлине

Татса çийĕр нумайрах.

Савнă çĕршыв чиккине

Сыхла, тусăм, хытăрах.

Ешĕл садра чие çырли,

Пахчаç, ўстер, ан ўркен.

Хĕртĕ Çарти сар варли,

Çыру çыр эс, ан ўркен.

Çўрен лаша пуçне ухать

Яка çулпа пынăран.

Манăн чĕре савăнать

Савни çара кайнăран.

 

Атăл урлă леш енче

Çипрен çинçе хăмăш пур.

Тăван Мускав хулинче

Парашютист савни пур.

Шыв юхать çырма тулли,

Ик еннелле хум çапать.

Чикĕре тăрать ман варли,

Çĕршыва вичкĕн сыхлать.

Шурă хурăн хумханать

Кăнтăртан çил вĕрнĕрен.

Манăн савни савăнать

Хĕрлĕ Çара илнĕрен.

Шурă тоттăр эп çыхрăм

Сăнăм çуттăн курăнма.

Эп савнине ăсатрăм

Границăна сыхлама.

Шăпчăк ирпе хыт юрлать

Шĕшкĕ тĕмми варринче.

Хĕрлĕ çăлтăр йăлкăшать

Савни шлемĕ çийĕнче.

Çивĕт вăрăм пулсассăн

Метр лента шалккă мар,

Савни летчик пулсассăн

Пурçăн тоттăр шалккă мар.

Хура лаша — кăтра çилхе,

Тўрем çула юратать.

Хăть çиллен эс, хăть ятла,

Эп летчике юратап.

Вырăсла хапха айĕнчен

Йăванса тухрĕ сар улма.

Ман чун савни сар ачи

Вĕренсе тухнă танкиста.

Шăнман тинĕс варринче

Симĕс пуçлă кăвакал пур.

Тăван çĕршыв чиккинче

Пограничник савни пур.

Эп шур тоттăр юратап,

Тата виççĕ илем-ха.

Эп савнине юратап,

Тата виç çул кĕтем-ха.

Садра мăкăнь чечек пур,

Хăçан çеçки тухĕ-ши?

Çара кайма шухăш пур,

Хăçан вăхăт çитĕ-ши?

Çырла пиçнĕ вăхăтлă,

Каяр çырла татмашкăн.

Ман яш пĕвĕм чăтăмлă

Хĕрлĕ Çарта пулмашкăн.

Çутă калош эп илтĕм

Ура тулли тумашкăн.

Яш пĕвĕме ўстертĕм

Хĕрлĕ Çара каймашкăн.

Шаптак ялĕ хĕрĕсенчен Д.П. Вершков 1949 ç. çырса илнĕ.

ЧПГĂИ ĂА. III уйр. 121 т. 36—37 с.

Калуш кайрĕ Атăла —

Самай тарăн вырăна.

Савни кайрĕ салтака —

Самăй Дальнăй Востока.

 

Тăмпалла, тăмпалла,

Тăмпа вылямалла.

Савни салтака кайсан

Кампа вылямалла?

 

Ирĕк парăр-ха мана

Чăваш ташши ташлама.

Пĕччен ташла пĕлместĕп,

Хирĕç тухăр-ха мана.

 

Ăсататпăр, ăсататпăр

Шурă кĕпеллисене.

Каялла кĕтсе илетпĕр

Гимнастеркăллисене.

 

Вĕлтрен яшки, вĕлтрен яшки

Çисе юлăр юлашки.

Паян ташлать, ыран каять,

Курса юлăр юлашки.

 

Эп савнине ăсататăп

Хурăнлăха çитиччен.

Хурăн çырли çисе юлăп

Вăл курăнми пуличчен.

 

Савни кайрĕ салтака

Вăрăм шинель тăхăнма.

Эпĕ каяп хулана

Кĕске юбка тăхăнма.

 

Кĕпер айне вăлта ятăм,

Пулли кĕмест, мĕн тăвас?

Савни патне çыру ятăм,

Калла çырмасть, мĕн тăвас?

 

Савни илнĕ çут укçа,

Çути ўкрĕ ял çине.

Савни килчĕ салтакран,

Куçăм ўкрĕ ун çине.

 

Манăн савни салтакра

Çўрет çўрен утпала.

Килсен мана пĕрех пăхмĕ,

Çўрем урăх каччăпа.

 

Ешĕл йăмра айĕнче

Тĕр тĕрлеме пит аван.

Атте-анне килĕнче

Пў ўстерме пит аван.

 

Кĕрен чечек тухасса

Май уйăхĕччен кĕтрĕмĕр.

Сирĕнпеле ташласса

Çулталăк çур кĕтрĕмĕр.

 

Шур носовик тĕрлерĕм,

Ниçта хума пĕлмерĕм.

Савни салтак кайнă чух

Парса яма пĕлмерĕм.

Ах вĕçеççĕ, ах вĕçеççĕ

Сар çунатлă кайăксем.

Ах иртеççĕ, ах иртеççĕ

Савăнăçлă вăхăтсем.

Юнкă сали, Н.В.Шандимирова (1964) пухнă.

Улăх тăрăх ут çултăм,

Улма йывăç тĕл пултăм.

Чун савнине тĕл пултăм,

Ăшă сăмах каларăм.

Çўле çакап, çўле çакап

Электрица лампине.

Инçе çула ăсатап

Хам юратнă савнине.

Уйăх, эсĕ пĕччен мар,

Сана юлташ çăлтăр пур.

Савни, эсĕ пĕччен мар,

Сана юлташ эпĕ пур.

Шурă кĕпе тăхăнсан

Хура саппун килĕшет.

Пĕччен ларнă вăхăтра

Савни çукки сисĕнет.

Ман шур тутăр пĕрре çеç,

Вăл та пулин çўçесĕр.

Манăн савни пĕрре çеç,

Умне орден çакнăскер.

Пурçăн тутăр пур тесе

Шур тутăрна ан пăрах.

Ялта савни пур тесе

Çарти тусна ан пăрах.

 

Симĕс хапха умĕнче

Сар хĕр тăрать кулянса.

Кулянтăр-и, тăтăр-и,

Çавах каччи ютра-çке.

 

Чўрече умĕнчен чўрече умне

Куçаратăп чечеке.

Уйăхпала çăлтăр пăхса

Ирттеретĕп каçсене.

 

Шурă-шурă пĕлĕтсем

Лăпкă çилпе юхаççĕ.

Савнин ăшă сăмахĕсем

Каччă чунне çĕклеççĕ.

 

Пўрт хыçĕнче ухлĕм курăк,

Ирпе тăр та утна яр.

Пит кулянсан, пит хурлансан

Эрнесерен çыру яр.

Мăн Хураçка ялĕ. Г.В. Лукоянов архивĕнчен. Г.Н.Лукоянова çырса панă. 2003 ç.

 

                        

Назад        Содержание       Вперед