Васильев Егор Григорьевич
Нушаллă тантăшсем
(«Вăрçă ачисене» халаллатап)
Ман танташсем, тавансем
Хаяр вара куртăмăр,
Нушине пит тусрĕмĕр,
«Вăрçă ачи» пултăмăр.
Çиме çакар çукрахчĕ,
Тумланмалли пулмарĕ,
Вутти-шанки хĕсĕкрех,
Атте-анне килте мар.
Анне чаврĕ окопне,
Атте - вара хирĕнче.
Эпир вырнă тыррине
Иртен пуçласа каçчен.
Каçсерен авăн çапса
Савараттамар тырра,
Çуркунне кунтăкпала
Тыр акаттăмăр уйра.
Çукчё вахат вĕренме,
Кун кунлаттăмăр хиртех,
Тăраниччен çиеймен,
Фронтшăн тăрăшнă пурте.
Çăпатисем - пушăтран,
Тăли те хăть çĕтěкки.
Шăтнă çĕлěкчě пуçра,
Çире - кив сăхман пекки.
Улăм хутса пурăнса
Вутă-шанкă çук чухне.
Кăмакара çывăрса
Ытла сивě каçсенче.
Чăтса, тÿссе нушине
Çěнтертĕмĕр ташмана.
Кун пек хăрлăх кунсене
Тек курас мар нихăçан.
Тăван çěр-шыв
Çывăрать Тăван çĕр-шывăм,
Халах хуйхине курмасть.
Хура-шур курать тăванăм:
«Мĕн тăвас?» - тесе шутлать.
Çĕр парать Тăван çĕр-шывам -
Кам кама халь улталать?
Хăш çулпа утать халăхăм?
Икĕ çулё те сулмак.
Пĕр çулпа каяс-ха терěм
Çитсе тухрăм шырлăпа.
Каялла утма шутларăм -
Вăл та пулчě мăйрака .
Ман пуçа кěрсе вырнаçрě
Хěрлě ваучер тени.
Вăл та пит ултавлă пулчě -
Халăх хуйхи куç тулли.
Ăçталла утас-ши пирěн?
Таврипех ултавлă çул.
Ма нушаллă манăн халах?
Хăçан курě тěрěс çул?
Хěрěх пěрмěш çул
Çирĕм иккěмěш числаччě,
Урамра - июнь.
Питě лăпкă ăша ирччě
Хĕрĕх пĕрмĕш çул.
Левитан сасси янрарě
Шăплăха сирсе:
«Гитлер тапăннă, - вăл терě,
- Кар тăрар пěрле».
Ман атте кутамкка пухрě,
Каймалла паян.
Хапхаран ăна ăсатрě
Ял халăх, тăван.
Каялла кěтетпěр терěç
Çěнтерÿпеле,
Хурлăх куççульне пытарчěç
Чăтмалла пěрле.
Паттăр пул, çапса аркатăр
Нимěç эшкерне.
Чěрепе пурте туятпăр -
Пирен çěр-шыв пěрре.
Пычě вăрçă нумая-çке,
Юхрě юн самай.
Çěнтерме çапах пултарчě
Пирён паттăр çар.
Атте Берлина та çитрě
Çěнтерÿсемпе.
Çакăнта вал куçне хупрě
Тек ěмěрлěхех.
Каялла вал килеймерě –
Хуйхă ěмěре.
Вěçěмех аса илсессěн
Тунсăх чěрере.
Сана савать пĕр пике
Çуралнă ял, кăвак тÿпе,
Пике нумай пирěн ялта.
Пěлěт пит янкăр тÿпере,
Пурнăç аван пирěн умра.
Каçпа тухан ěшне хěрне -
Утаççě мăшăрсем пěрле.
Илемлě вăйă картинче
Ташлар яшсем, юрлар хěрсем.
Чěрем тулать таса юнпа,
Вěçес килет çÿлтен çÿле.
Пурнăç аван кунран кунах,
Ĕçлес те савăнас килет.
Яш каччă, илт ман сěнĕве:
Хĕрне суйла пит ĕçченне.
Сана савать пěр сар пике,
Пěрле пулма ăна чěнсем.
Ĕмěр иртет кунран кунах.
Эс çав хěрпе мăшăрлансан
Пурнăçăр пулě аванах,
Ывăлпа хěр парнелě вăл.