Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Турхан вăтам шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен III методика фестивалĕ иртрĕ

08:37 27 февраля 2015 г.

Турхан вăтам шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен

III методика фестивалĕ иртрĕ

 

Нарăсăн 26-мĕшĕнче Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану,хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Турхан вăтам шкулĕнче Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалланă чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культурине вĕрентекенсен районти III методика фестивалĕ иртрĕ.

   Уçă уроксен Фестивалĕн тĕллевĕсем:

- педагогикăри тата методикăри çĕнĕ мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, вĕсен ĕç мелĕсене çын çине кăларасси;

- ик чĕлхелĕх е тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăну концепцине тĕпе хурса творчествăллă тата пултаруллă ĕçлекен учительсене хавхалантарасси.

- чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси, ĕçсене пичете сĕнесси.

Ку мероприятие 10 вăтам шкултан 25 вĕрентекен килсе çитрĕ.

Фестивале пухăннисем пурĕ 12 урокпа 7 класс тулашĕнчи ĕç кăтартрĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç.

 

Уçă уроксен çĕнтерÿçисем:

-Осипова Лариса Васильевна, Самарина Валентина Анатольевна, Турхан вăтам шкулĕ, «Чăваш литературипе тăван ен культурин интеграци урокĕ» номинаци;

-Павлова Нина Ивановна, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул, «Педагогика культурин ăсти» номинаци;

-Перепелкина Елена Сафроновна, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул; «Чи лайăх чăваш литератури урокĕ» номинаци;

-Бабаева Елена Михайловна, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул, «Чĕреме ачасене паратăп» номинаци»;

-Федорова Надежда Михайловна, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул, «Тăван ен культурин урокĕнчи чи лайăх презентаци» номинаци;

-Дмитриева Татьяна Федоровна, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул, «Педагогикăри пултарулăх» номинаци;

-Хлебникова Галина Фирсовна, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул, «Тăван ен культурин чи лайăх урокĕ» номинаци;

-Анюрова Елена Валерьевна, Сăкăт вăтам шкулĕ, «Чăваш литератури урокĕнчи чи лайăх презентаци» номинаци;

 

«Чи лайăх чăваш литератури урокĕ» номинацири призёрсем:

-Савинова Валентина Николаевна, Первомайски вăтам шкулĕ;

-Иванова Марина Ивановна, Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкул;

-Генералова Галина Петровна, Алманчă вăтам шкулĕ;

-Пестрова Альбина Николаевна, Хирти Пикшик вăтам шкулĕ;

 

Класс тулашĕнчи мероприяти çĕнтерÿçисем:

-Путякова Наталия Алексеевна, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул;

-Чихина Светлана Федоровна, Алманчă вăтам шкулĕ.

 

Призёрсем:

 

-Иванова Надежда Венедиктовна, Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул;

-Федорова Валентина Федоровна, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул;

-Сорокина Людмила Александровна, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул;

-Лещева Ираида Сергеевна, Турхан вăтам шкулĕ;

-Лукьянова Ольга Владимировна, Шăнкăртамри Э.З.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкул;

-Каллина Ольга Алексеевна, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул;

 

Фестивале хутшăннисем Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану,хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.

Районти чăваш чĕлхипе литератури методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Пантелеймоновна Кулакова фестивале пĕтĕмлетнĕ май çапла каларĕ: «Учительсен професси квалификаци шайĕ самаях ÿсни куç кĕрет. Уроксене ФГОС концепцине тĕпе хурса, тухăçлă технологисемпе усă курса калăпланă. Фестиваль кăсăклă, тухăçлă иртни никама та иккĕлентермерĕ».

   Район шайĕнчи пысăк мероприятие ирттерсе яма пулăшнăшăн Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕ Турхан шкул администрацине – Владимир Егоровичпа Ольга Георгиевнăна – тата çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене Лариса Васильевна Осиповăпа Валентина Анатольевна Самаринăна, Раевский Александр Сергеевича тав тăвать, малашнехи ĕçре çитĕнÿсем сунать.

Батыревский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика