Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ çул уявне хатерленетпĕр

11:30 28 ноября 2016 г.

     Хальхи вăхăтра, Патăръел район администраци пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, пур ĕç коллективĕсенче те Çĕнĕ çул уявне хатĕрленес тапхăр пырать. Турханти ача сачĕн ĕçченĕсем те çак ĕçрен тăрса юласшăн мар, тăрăшсах чÿречесене илемлетеççĕ. Тĕрлĕрен сăнар, эрешсем вырăн тупнă кунта. Кашни ушкăн хăйне евĕрлĕ хитре!

     Çĕнĕ çул уявĕ ачасемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те асамлă самант. Çак туйăмсемпе хавхаланса, иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнри Никита Долговăн, Катя Груздеван, Ангелина Петрован, Милана Алексееван, Артем Кошкинăн, Артем Алеметкинăн, Данил Васильевăн амăшĕсем питĕ пысăк пулăшу пачĕç. Вĕсене пурне те ача сачен заведующийĕ Надежда Богданова тав сăмахĕ каларĕ.

    Ача сачĕ умĕнчен иртекен кашни çын чарăнса çак илемпе киленни вара ĕç коллективĕнче тăрăшакансене пурне те савăнтарать.

 

Тарханское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика