10:21 10 мая 2016 г.
2016 ҫулхи майăн 9-мĕшĕнче Упамса ял клубĕн культура ĕҫне йеркелекен Венера Вавиловăпа ачасен ушкăне (Упамсари кĕҫĕн пĕлӳ паракан шкулăн кĕҫĕн класри ачасем: Анфиса Сымова, Аленапа Арина Федотовăсем, Турханти вăтам пĕлӳ паракан шкулăн вĕренекенĕсем Данилпа Анна Сымовсем ) Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранне Арланов Митрофан Митрофановича Çентерӳ кунĕ ячĕпе саламлама тăван килне ҫитрĕҫ. Венера Вавилова салам сăмахĕ каларĕ, ачасем вăрҫă çинчен çырнă сăвăсем вуларĕҫ, «Çĕнтерӳ кунĕ» юрă юрласа пачĕҫ. Ачасене кил хуҫи тарават кĕтсе илчĕ, ҫав тери савăнчĕ. Хăрушă вăрҫа ҫулĕсенчи хăш-пĕр самантсене аса илчĕ. Мĕн тери асап тӳснине каласа пачĕ. Сывпуллашу сăмахĕсемпе пĕрле ырлăх-сывлăх сунчĕ, тав туса ăсатрĕ.
Çавăн пекех ачасен ушкăне Аслă вăрҫа ҫулĕсенче тылра вăй хунă ватăсен килĕсене те ҫитсе килчĕҫ. Варҫа вăхăтĕнчи тылра пулнăскерсем нумайăн. Шел пулин те, паянхи куна вĕсен шучĕ чаксах пырать. Упамса ялĕнче те вĕсем тăххăрăн кăна юлчĕҫ: Чемерова Ульяна Николаевна, Степанова Зинаида Васильевна, Пятаков Анатолий Николаевич, Пятаков Леонид Степанович, Чемерова Мария Степановна, Белкова Нина Николаевна, Белкова Мария Андреевна, Степанова Анна Михайловна, Савельева Ольга Тарасовна.
Кашни килтех саламлама килнĕ ачасене ватăсем ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕҫ, кучченеҫсемпе хăналарĕҫ. Ульяна Чемеровăсен семьи сĕтел хушшине лартса чей ĕҫтерсе ячĕ.
Анна Степанова вăрҫă ҫулĕсенчи тылра вăй хунă ҫамраксен пурнаҫĕ ансат пулманнине палăртрĕ. 13 ҫулхи хĕрачан хулпуҫҫи ҫине йывăр ҫĕклем тиенни унăн кăмăлне хуҫман, пичĕ ҫинче илемлĕ йăл-кулă паянхи кун та ҫиҫет. «Йывăрлăхран ан хăрăр, вăл хăй сирĕнтен хăратăр!» савăн пек пил парса ăсатрĕ вăл ачасене.
Ачасем хăйсем те питĕ кăмаллă юлчĕҫ, пушă вăхăт тупса ватăсене килсе пулăшасси пирки калаҫрĕҫ.
Тарханское сельское поселение Батыревского района